Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унтан, Давыдовӑн тутисем йӑл кулса илнине асӑрхаса, шӑппӑн ҫапла хушса хучӗ: — Хамӑр хушӑра эпир ӑна шӳтлесе «Батько Квадратько», тесе чӗнетпӗр…И, заметив улыбку на губах Давыдова, шепнул: — Мы его между собой в шутку зовем «батько Квадратько»…
22-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ярмӑркӑра ҫав тери нумай шӑкӑр-макӑр теттесем умӗнче тӑракан пӗчӗк ачанни пекех сапаланса кайнӑ ун куҫӗсем, тутисем ытла та уҫҫӑн, ачалла йӑл кулса тӑраҫҫӗ, ҫак пӗр чалӑш ҫӳлӗш Любишкин атаманеца тепри ача тесе пуҫӗнчен ачашласа илнӗ пулӗччӗ.
18-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Анчах Солоион ун кӗре ӳтлӗ пӗчӗк аллине илет те ӑна тутисем ҫумне хӗрӳллӗн пӑчӑртать.Но Соломон берет ее маленькую темную руку и горячо прижимает ее к губам.
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Авӑнчӑк, ачаш куҫхаршийӗсем унӑн яланах кӑштах ҫӗкленсе тӑраҫҫӗ, пӗрмаях вӑл темскерле савӑнӑҫ килессе кӗтнӗн туйӑнать; хӗп-хӗрлӗ тути хӗрри кӗтессисем кӗҫех йӑл кулса яма хатӗр, тутисем, шӑкӑрах ларан йӑвӑ та вӗтӗ шӑлӗсене витсех ҫитереймесӗр, уҫӑларах тӑраҫҫӗ.
13-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Шакка!.. — сӑмахне илтичченех, тутисем хускалнӑ тӑрӑхах чухласа илчӗ Тимофей.— Стучи!.. — скорее угадал по губам его, чем услышал Тимофей.
12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Андрей тӗлӗрме пуҫларӗ, вара, ҫулҫӑ тымарӗн пӗчӗк валакӗ тӑрӑх сывлӑм тумламӗ юхса аннӑ пек, унӑн тутисем ҫинчен йӑл кулӑ ерипен шӑвӑнса иртрӗ.Андрей засыпал, и с губ его медленно, как капли росы с желобка листа, стекала улыбка.
5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫын мӗнпур тискер кайӑксене хӑратрӗ, тигрсем клетка ӑшнелле, таҫта шалалла лӑпкӑн чупса кӗрсе каяҫҫӗ, унӑн ӗнтӗ, тарланӑскерӗн, паянлӑха чӗрӗ юлнипе ҫырлахнӑскерӗн, шурса кайнӑ тутисем кулаҫҫӗ, хӑй, тутисем чӗтреннине пытарас тесе, пӑхӑр питлӗ ушкӑна, турра пуҫҫапнӑ пек, пуҫ таять.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Илемлӗ тискер кайӑксем, хӑранипе ухмаха ернӗ пек, ҫутӑсем йӑлтӑртатнипе суккӑрланса, музыкӑпа пӑшал сассине пула анраса кайса, тимӗр картасем хушшипе урнӑ пек ыткӑнса ҫӳреҫҫӗ, симӗс куҫӗсене ҫиҫтерсе ҫухӑраҫҫӗ, хӑрӑлтатаҫҫӗ; асав шӑлӗсене хаяррӑн кӑтартса, вӗсен тутисем чӗтреҫҫӗ, е пӗр ура, е унтан тепри хӑрушшӑн ҫӗкленсе сывлӑшалла кармашса илет.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Хӑйӗн сӑнӗ ӑслӑ, сӑмси шӗвӗр, тутисем хӗрачанни пек кӳпшек, — унӑн ачаш пит-куҫӗ ҫак тӗттӗм шӑтӑкра питӗ тӗлӗнмелле те пек, вырӑнлӑ та мар пек туйӑнать.
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Ҫӗҫҫӗме баракра вӑрларӗҫ — эпӗ ача кӑвапине шӑлпах ҫыртса тататӑп; ачи каҫӑхса кайса мӑн сасӑпа кӑшкӑрать, амӑшӗ — йӑлкӑшса кулать, эпӗ унӑн тарӑн куҫӗсем тӗлӗнмелле хӑватпа ҫуталнине, вӗсенче кӑвак ҫулӑм вӗлтлетнине куратӑп; — вӑл хуралса кайнӑ аллипе, юбка таврашӗнче хыпашласа, кӗсйине шырать, ҫыртса юнланнӑ тутисем хуллен пӑшӑлтатаҫҫӗ:
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
— Касса тат… — пӑшӑлтатса калать амӑшӗ; унӑн куҫӗсем хупӑннӑ, питҫӑмартисем шалалла путса кӗнӗ, вилнӗ ҫыннӑнни евӗр, ҫӗр тӗслӗ, кӑвакарнӑ тутисем аран-аран хускалаҫҫӗ:
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
Куҫӗсем ун кӑвак, лутӑрканнӑ хӗрлӗ пичӗ ҫинче — кулӑшла лапчӑк сӑмса, тутисем хускалса сас кӑлараҫҫӗ:Глаза у него голубые, нос смешно раздавлен на красном, смятом лице, губы шевелятся и тянут:
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
Пичӗ кӑвакарса тата пушшех шӗвӗрӗлсе кайнӑ, хуралнӑ тутисем, аран тапранкаласа, хуллен ҫапла каланӑ:Лицо у него посинело, заострилось ещё более, и тёмные губы, слабо двигаясь, прошептали:
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Пур салтаксен те куҫӗсем шурӑ, тутисем шӑнса ҫыпӑҫнӑ пек туйӑннӑ…
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Кӑвак куҫӗсем — пӗр минут ҫеҫ маларах телейлӗн ҫиҫнӗ кӑвак куҫӗсем — чарӑлса, алчӑраса кайрӗҫ; кӑкӑрӗ йывӑррӑн сывла пуҫларӗ, тутисем чӗтреме тытӑнчӗҫ.
Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.
Куҫӗсем унӑн… куҫӗсем унӑн хаваслӑн,телейлӗн йӑлтӑртатаҫҫӗ, тутисем кулаҫҫӗ.Глаза у нее… глаза у нее сияли радостью и счастьем, а губы-улыбались.
Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.
Унӑн кантӑк ҫумне лапчӑннӑ сӑмсине те, писев тӗслӗ тутисем хушшинчен ҫутӑлса тӑракан шап-шурӑ вӗтӗ шӑлӗсене те курма вӗреннӗччӗ эпир; илемлӗччӗ вӗсем пире.
Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.
Сарӑ мӑйӑхӗ айӗнчи тутисем те, илемлӗ те, анчах шуралнӑскерсем, вӗҫӗмех кулаҫҫӗ пек унӑн.Губы его, красивые, но немного бледные, тоже улыбались под русыми усами.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Акӑ вӑл, ватсупнӑ, мӑнаҫлӑ тӗрӗк, фаталист; сӑхӑ та тискер пулнӑ пулас вӑл; ун ҫумӗнче — унӑн ывӑлӗ, хӗрарӑм тутисем наркӑмӑшланипе шурса кайнӑ, нӳтӗркеннӗ хӗвелтухӑҫ чечекӗ.
II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Лешӗ, типшӗм, вӑрӑм, малалла ӳпӗнсе ларнӑскер, таҫталла вӗҫсе кайма хатӗрленнӗ кайӑк пек туйӑннӑ, тискер кайӑкӑнни пек курпун сӑмсине пӑркаласа, вӑл кимӗ умӗнчи тӗттӗме хурчка куҫӗпе пӑхнӑ, пӗр аллипе руль авринчен ҫатӑрласа тытнӑ, тепринпе — йӑл кулнӑ майӑн чалӑшакан ҫӳхе тутисем ҫинчи сиккеленекен мӑйӑхӗсене турткаласа пынӑ.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.