Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тута сăмах пирĕн базăра пур.
тута (тĕпĕ: тута) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах вӑл шӑл кӑна йӗрет: «Санран та хӑвӑртрах ӗлкӗретӗп ак! Мана мӗн вӗрентетӗн эсӗ, симӗс тута?» — тет.

Но он оскаляется: «Ишо скорей тебя управлюсь! Ты чего меня, кужонок зеленый, учишь?»

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Юн тӗслӗрех ҫутӑ хӗрлӗ, лайӑх хырӑнӑ кӗре сӑн-пит, ҫӑт чӑмӑртанӑ ҫирӗп те ҫӳхе тута; хӑй — ҫӳллӗ, анчах кӑвакарчӑн пек йӑрӑс та тӑпӑл-тӑпӑл; пушӑ аллине ним сулламан пек утса пырать, питне-куҫне темӗн ыратнӑ пек пӗркелентернӗ, куҫ хӗррисенче — ватӑ ҫын пӗркеленчӗкӗсен каркаланчӑкӗ.

Смуглое бритое лицо с плитами кровяно-красного румянца, тонкий мужественный рот, сам — высокий, но складный, как голубь; идет, почти не махая свободной рукой, и все как-то болезненно морщится, а в углах глаз — паутина старческих морщин.

XL // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Мишкӑн вӑрӑм та авӑнчӑк куҫ тӗкӗсем вӗттӗн сиккелесе хускалчӗҫ, сивчир хыҫҫӑн кӗсенленсе пӗтнӗ ҫӳлти тачка тута хӗрри ҫӳлелле шуса хӑпарчӗ.

Длинные выгнутые ресницы Мишки затрепетали, пухлая верхняя губа, осыпанная язвочками лихорадки, поползла вверх.

XXXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Петро сасартӑк кӑвакарса кайрӗ, тута хӗррисем мӑйӑхӗ айӗнче шуррӑн кӑпӑкланса йӗпенчӗҫ.

Петро вдруг посинел, на губах его под усами вскипела пена.

XXXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Лихачев кӳпчем папкасене ҫӑвара тата-тата хыпрӗ, чӑмларӗ вӗсене, хӗл сиввинчен ҫӑлӑнса ҫуталнӑ йывӑҫсем ҫине тӗтреленнӗ куҫӗсемпе пӑхрӗ, хырнӑ тута хӗррипе кулчӗ.

Лихачев совал пухлые почки в рот, жевал их, затуманенными глазами глядел на отходившие от мороза, посветлевшие деревья и улыбался уголком бритых губ.

XXXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Юн кӗвелсе ларнӑ тута хӗррисем ҫурхаланчӗҫ, сӑнӗ сарӑхса кайрӗ, куҫ шуррисем кӑвакарса тухрӗҫ.

Запекшиеся кровью губы его растрескались, лицо пожелтело, белки подернулись голубой эмалью.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унӑн ҫирӗп тута шанса туртӑнчӗ, хӑй, мухтаннӑ пек, Христоньӑна хулпуҫҫийӗнчен лӑпкаса илчӗ.

Твердые губы его ежились, и он не без похвальбы хлопнул Христоню по плечу.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗрлӗармеец сарлака сӑмса шӑтӑкӗсемпе сывлӑша нӑшӑклаттарса ҫӑтрӗ, кӑвак тухиччен хырнӑ тута кӗтессисем аялалла усӑнчӗҫ.

Широкие ноздри красноармейца хватнули воздуха, углы тонких, выбритых досиня губ сползли вниз.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Халӗ аминь кала Дон ҫарне! — терӗ вӑл, хырнӑ тута хӗрринчи тар пӗрчисене хӗрлӗ шӗвӗр чӗлхипе ҫулласа илсе.

— Теперь аминь Донской армии! — говорил он, слизывая пот с бритой губы острым и красным языком.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Хӗрлӗармеецӑн ванчӑк тута хӗррисем айӑплӑ кулӑпа туртӑнса илчӗҫ.

— Разбитые губы красноармейца поежились в виноватой усмешке.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пӗр тӗлӗнмелле контраст кӑна куҫа ярт курӑнса каять: унӑнни пек ҫӳхе те хӑмӑртарах хӗрлӗ вӗри тута ытларах чухне кӑнтӑр енчи хура ҫӳҫлӗ хӗрарӑмсен пулать; питҫӑмартисем урӑхларах, шупкарах хӗрлӗн ҫуталаҫҫӗ, куҫ харшисем вара тӗксӗм сарӑ тӗслӗ.

Лишь один контраст резко бросался в глаза: тонкие смугло-красные растрескавшиеся, жаркие губы, какие бывают только у черноволосых женщин юга, и просвечивающаяся розовым кожа щек, белесые брови.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Типсе кайнӑ тута кӗтессисем ун хурлӑхлӑн усӑннӑ; ҫинҫешке юн тымарӗсемпе каркаланнӑ кӑвак куҫ хупанкисем тӑртанса тухнӑ, йывӑррӑн ҫӗкленеҫҫӗ.

Излучины сухого рта трагически опущены, голубые, иссеченные прожилками веки припухлы и тяжки.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл, утнӑ ҫӗртех шӑрпӑк ҫутса, хӗрлӗ тута хӗррисемпе хӗстерсе ҫыртнӑ пирусне чӗртсе ячӗ.

Он на ходу зажег спичку, закурил, стиснув папиросу углом розовых твердых губ.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл каласа пама тытӑннӑ вӑхӑтра сарлака мӑйӑхӗ айӗнчи тута кӗтессисем ҫилӗллӗн туртӑнса илчӗҫ.

Под его широкими усами дрогнули углы губ, когда он отвечал:

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл хӑйӗн якалса тӗссӗрленнӗ винтовкине хӑрах аллипе кӑкӗнчен тытса йӑтнӑ та мӑйӑхӗ ҫумӗнчи пар шереписене тута вӗҫӗпе ӗмсе утать.

Он нес свою отерханную винтовку, держа ее за ремень; обсасывал с усов ледяные сосульки.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Вӑл Сергей ҫине пӑхса илчӗ те тута хӗррипе кулчӗ.

— Он посмотрел на Сергея и улыбнулся крем губ.

XIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хӗр ура ҫине тӑчӗ, шурути тунине тута хӗрринчен кӑлармасӑрах, кӑшт кӑна систернӗ пек, кулса илчӗ.

Девушка встала и, не выпуская изо рта стебелька, сказала:

I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Наталйӑн пичӗ туртӑнса хытса ларчӗ, анчах та тута хӗррисенчен паҫӑрхи кулӑ йӗрӗ ҫухалса ҫитмен-ха.

На лице Натальи комкалась судорога, а углы губ еще не успели стереть недавней трепетной улыбки.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Бунчук калаҫасса та темле урӑхларах, сӑмаха вӗҫне ҫити каламасӑр, ҫирӗп тута хӗрринчен хӗсӗнсе тухакан кулӑпа кулкаласа, калаҫать, — ку этем пӗр хӑй ҫеҫ пӗлсе тӑракан чӑнлӑхран кукӑр-макӑр тавра сукмакпа иртсе каять тейӗн.

Бунчук и говорил как-то недосказанно, с улыбкой, зажатой в твердом углу губ, будто шел, обходя одному ему известную правду по кривой, извилистой стежке.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл сайра хутра кӑна тута хӗррисемпе кулса, ейӗлсе илкелет, кулнӑ чух куҫӗсем ҫемҫелмеҫҫӗ, хӑйсен тӗксӗм ҫутине самантлӑха та ҫухатмаҫҫӗ.

Улыбался он редко, излучинами губ, глаза от улыбки не мягчели, неприступно сохраняли неяркий свой блеск.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех