Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тусне (тĕпĕ: тус) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хулари тусне ял пурнӑҫне хӑнӑхма вӗрентрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хула ачи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Вара ун пуҫӗнче хӑйӗн ҫӗнӗ тусне пулӑшас шухӑш ҫуралчӗ:

И ему захотелось помочь другу.

XIV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Чи малтанах Павӑл хӑйӗн тусне — Нямук Кирлине аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫеҫпӗлъел ҫыннисем ку хутра та хӑйсен тахҫанхи тусне хапӑл кӗтсе илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Туслӑх кӗперӗ // Стихван Шавлы. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 77–79 с.

Укахви, хӑйӗн икӗ тусне курсан, вӑйранах тӑрса ларчӗ, суранӗсене хупларӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫавӑн чухне Укахвин чи ҫывӑх тусне — Иваново хулинчи пӗр хӗре, Соньӑна, вӗлерчӗҫ…

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Пур ҫӗрте те — ҫырмари йӑмрасем ҫинче, вӑрманта, шкул садӗнче — ҫунат ҫапса тав тунӑ шӑнкӑрчсем хӑйсен тусне.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫавнашкал тертлӗ, асаплӑ вӑхӑтра ӗнтӗ Таранов хӑйӗн ача чухнехи тусне аса илчӗ:

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ӑна ҫеҫ-и, ача чухнехи тусне Якура та маннӑччӗ темелле: ҫав икӗ ҫын ҫӗр ҫинче пурӑннӑ е пурӑнман-и, уншӑн пурпӗрех пулнӑ — вӗсене нихҫан та аса илмен.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Микихвӗр асли пек пулса хӑйӗнчен пӗр ҫул кӗҫӗнрех тусне йӑпатма пикенчӗ:

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

– Эсир, наоборот, леш тусне пӗрле пайлӑр.

– Ты ее не дели. Вы, наоборот, вместе, а делите ту подругу.

Килька // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/574

Мӗн пулса иртнине аса илсе Мамарланов хӑйӗн ача чухнехи тусне халӑх умӗнчех намӑс кӑтартмӗ-ши?

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Герасим Федотович ача чухнехи тусне хирӗҫ тухсах сывлӑх сунас тесе ури ҫине тӑчӗ, алӑк патнелле икӗ-виҫӗ утӑм тунӑскер каялла таврӑнчӗ, каллех пукан ҫине вырнаҫса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Ну, — терӗ Сюльдяшов хӑйӗн тусне Савантере, — камран пуҫлар суд тума.

Куҫарса пулӑш

Кивӗ кӗрӗк ҫӗннине сыхлать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эмир тӑпри ҫинче унӑн юнташӗсем чылайччен ларчӗҫ, пулни-иртнине аса илчӗҫ, тусне ҫӑтмахра ӗмӗрлӗх телей сунчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Леш унӑн тусне Шӑхале вӗлерсе, хӗве хупнӑ ҫӗртен тухса тарнӑ Укаслу.

Куҫарса пулӑш

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Пирӗн ӑна епле пулсан та ҫӑлмаллах! — хӗрӳленсе ӑнлантарма тытӑнчӗ вӑл тусне.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ну, юрӗ, юрӗ, — хӗрсех пыракан тусне чарчӗ Карлай.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— А-а, ӑ-ӑ-ӑ, юрать, ара, юрать, пырӑпӑр, пырӑпӑр, ыранах ҫитӗпӗр пулӑшма, — йӑрст! тӳрленсе тӑрса, куҫне вӗлтсе, тусне айӑкран кӑлт! тӗртрӗ Петӗр.

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

— Спирт!? — «симӗс ҫӗлен» тусне умра «телей кайӑкӗ» курӑнса кайрӗ, куҫӗсем, чарӑлса, вӗрекен пӑрака хуранӗ айӗнчи ҫулӑм йӑлхахӗсем пек ялтлатма пуҫларӗҫ; арҫын ҫӑварне килнӗ шыва лӑнкӑрт! ҫӑтрӗ, тутине леечек-лӑчӑк ҫуласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех