Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

турӗ (тĕпĕ: тура) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫине витсех турӗ ӑна вӑл.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Мартин та ӑна сарай пек сарчӗ, веранда турӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Данил Макарович киоскра туяннӑ область хаҫатне пӑхкаласа утрӗ, хушӑран кӑна, чӗлхипе хытма парас мар тенӗ пек, ӑна-кӑна ыйтанҫи турӗ:

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Ҫапла турӗ те Анук.

Так Анук и поступила.

Кил тени мӗн тени // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/386

Светлана Гордеева уява ырӑ сунса килекенсене пурне те тав турӗ.

Куҫарса пулӑш

Денис Гордеева халалланӑ литература тӗпелӗ иртрӗ // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pel-irtr/

Нумайӑшӗ ҫапла турӗ те пуль — ахальтен-им митингсенче халӑх сахал пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Улталаймарӗҫ. Улталаймӗҫ // Николай АНТОНОВ. http://alikovopress.ru/ultalajmarec.-ult ... ajmec.html

- Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырӑвӗнче медицинӑпа пӗрлех спорт та ҫыннӑн сывлӑхӗ ҫине витӗм кӳни ҫине пусӑм турӗ.

Куҫарса пулӑш

Элӗксем Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Ҫырӑвне хаклаҫҫӗ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/eleksem-chavash-e ... lacce.html

Анне сӑра турӗ, кӑмака хутса, темиҫе тӗрлӗ апат-ҫимӗҫ пӗҫерчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 374–379 с.

Павӑл тепӗр ҫаврӑм турӗ те пуҫ тайса тав тума Хлихха умне ҫывхарчӗ, ҫав вӑхӑтра вӑл хӑй патнелле Чӗкеҫ ташласа килнине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

— Ҫумӑр витререн тӑкнӑ пекех чашлаттарма пуҫларӗ, урам урлӑ каҫичченех йӗп-йӗпе турӗ, — хӗр ҫӳхе тутӑрне салтса силлерӗ те кӗрекери хӑнасене алӑ парса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Чӗкеҫ чӗри кӑрт турӗ, вӑл каччӑ ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗ те каламах тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Пӗлтӗр ҫулла вӑл тимӗрҫӗ лаҫҫи умне пӗр машина хӑма-пӗрене пырса тӑкрӗ те урамри ачасем пулӑшкаланипех сцена пекки ӑсталарӗ, ларма саксем турӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Вунвиҫҫӗрех кӑмака турӗ, вунпиллӗке кайсан, нӳхреп чаврӗ те стенине шурӑ чулпа ҫирӗплетрӗ, ачаллах кирпӗч те ҫапрӗ, ҫӑпата та хуҫрӗ, сухапуҫ хыҫҫӑн та утрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Праски инке Павӑл ҫумӗнче тата кӑштах пӑлханса тӑчӗ те ӑшталанса ӳкем пек турӗ, леш сӑмахсем пулман та вӗсем, пулсан та, вӗсем ҫинчен шутлама кирлӗ мар тенӗ пек шапӑлтатма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

— Чипер калаҫ-ха! — кулам пек турӗ карттусли.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Вӑл телефонпа шӑнкӑравларӗ те сада хальтерехех ҫитсе курма кӑмӑл турӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Анатолий Семенович парник валли усракан икӗ вӑрӑм хӑмана алӑ пӑчкипе татса темиҫе пӗр тан татӑк турӗ те вӗсемпе чӳречене тул енчен тачӑ ҫапса лартрӗ, ӗҫне пӗтерсен, пахчаран тухса, чӳрече ҫинелле аякран сӑнаса пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Хӑрах аллипе тилхепене туртса, тепӗр хулӗпе лава тӗревлесе, Тимуш чӑнахах та ҫапла турӗ, вара лашана хускалма хушрӗ, сӑрт айккипе уттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Иккӗмӗш ҫыру илсен те ҫаплах турӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ан тӗлӗнтер-ха, — кулам пек турӗ Киркка.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех