Шырав
Шырав ĕçĕ:
Аслӑ пихампар, сурӑх ашшӗ, картари турӑ, хирти турӑ, шыври турӑ, пире ан манӑрсам, пирӗн хута кӗрӗрсем.Великий пихампар, отец овец, бог оград, бог полей, бог воды, не забывайте нас и заступайтесь за нас.
Чӳк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
— Атте турӑ, ывӑл турӑ, святой сывлӑш турӑ.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Иккӗмӗш, виҫҫӗмӗш вырӑнта тӑракан турӑсемпе турӑ амӑшӗсем те манӑҫа тухман: астрономсем ҫӗнӗрен уҫнӑ кашни планетӑна е астероидах турӑ ячӗсене парса пынӑ.
Меркурий // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Мӗнпур турӑсене пӑхӑнтарса тӑраканни аҫа-ҫиҫӗм кӑларакан Зевс турӑ пулнӑ имӗш, грексем ӑна турӑсен ашшӗ вырӑнне хунӑ.
Фаэтон халапӗ // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Турӑ ҫапла хушать: «Ан вӗлер», анчах вӑрҫӑ хирӗнче тӑшмана вӗлерме турӑ хӑй хушнӑ пирки, халӗ те турӑ тӑшманӗсемпе патшана хирӗҫ тӑракан палхавҫӑсене вӗлерни ҫылӑх мар.
XXXI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Чиркӳре эпӗ кӗл тумастӑм, — кукамайӑн турри умӗнче кукаҫейӗн ҫилленчӗк кӗллисене тата макӑрмалла йышши псаломсене калама лайӑх марччӗ; мана кӑмӑла кайман пекех, вӑл кукамайӑн туррине те кӑмӑла каяс ҫук тесе шутлаттӑм эпӗ, ҫитменнине тата вӗсене кӗнекесем ҫине те ҫаптарнӑ, — эппин турӑ вӗсене, хут пӗлекен ҫынсем пурте пӗлнӗ пекех, пӗлсе астуса тӑрать ӗнтӗ.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Е вӑл темиҫе хут тӑтӑшшӑн, анчах кашнинчех ҫӗнӗ вӑйпа та урӑх сасӑпа ҫине-ҫинех турӑ ҫырлах текелерӗ, е тата: каҫар мана, турӑҫӑм, вӗрент мана мӗн тумаллине… вӗрент мана мӗн тумаллине, турӑҫӑм! тесе, хӑйӗн сӑмахӗсене хирӗҫ халех кам та пулин ответ парасса кӗтнӗ пек кӗлтурӗ; е тата хурлӑхлӑн ӗсӗклесе йӗни кӑна илтӗнчӗ…
XII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Эпир халӗ ҫӗнӗ турӑ ячӗпе — ҫутӑпа чӑнлӑх турри, ӑс-тӑнпа ырлӑх турри ячӗпе тухрӑмӑр!— Мы пошли теперь крестным ходом во имя бога нового, бога света и правды, бога разума и добра!
XXVII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
— Эпӗ, — терӗ Павел малалла, — эс ӗненекен ырӑ та йӑваш кӑмӑллӑ турӑ ҫинчен каламастӑп, эпӗ пупсем пире патакпа юнанӑ пек юнаса хӑратакан турӑ ҫинчен, — унӑн ячӗпе халӑха сахал ҫыннӑн усал ирӗк-кӑмӑлне пӑхӑнтарма тӑрӑшакан турӑ ҫинчен калатӑп…
XI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Эпӗ ӑнланса ҫитрӗм ӗнтӗ: турӑ иккӗ вӑл, ҫылӑха кӗнӗ мӗскӗн ҫынна тӑлӑх арӑмӑн турри мӗнле те пулин каҫарӗ, Уотсон мисс туррин аллине лексен, ҫӑлӑнӑҫ ан кӗт.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ман арӑм выльӑх пулнӑ пулсан, ҫавӑн пек хытӑ асапланман пулӗччӗ; енчен вӑл чӑн-чӑн этем пулнӑ пулсан — турра ӗненнӗ пулӗччӗ, турра ӗненекен ытти хӗрарӑмсем каланӑ пек, ҫапла каланӑ пулӗччӗ: «Турӑ панӑ, турӑ хӑех илчӗ, турӑран иртеймӗн».
XVI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Пире мӑшӑрланма ҫӗрӗ тавраш кирлех те мар, — пире турӑ курать, Болгарин аслӑ тӳрӗ турри, асапланакансен те хуйхӑракансен турри курать пире.
XIII. Хаваслӑ курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫырлахӑр, Таса Турӑ, Таса сывлӑш, Ама Турӑ, Аҫа Турӑ, мӗнпур ҫутӑри ырӑсем!Помилуйте, Святой Божий, Святой дух, Матерь Божья, Отец Божий, все добрые духи вселенной!
Кил пуҫӗн кӗлли (2) // халӑх пултарулӑхӗ. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 13 с.
35. Турӑ сӑмахне итлекенсене Вӑл турӑсем тенӗ пулсан, — Ҫыру вара пӑрахӑҫланма пултараймасть, — 36. епле-ха эсир Мана, Атте Хӑй суйласа илсе тӗнчене Янӑскере, «Эпӗ — Турӑ Ывӑлӗ» тенӗшӗн «Эсӗ Турра хурлатӑн» тетӗр?
Ин 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Кам Турӑран, ҫавӑ Турӑ сӑмахне итлет; эсир Турӑран мар, ҫавӑнпа итлеместӗр, тенӗ.47. Кто от Бога, тот слушает слова Божии. Вы потому не слушаете, что вы не от Бога.
Ин 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Турӑ Янӑскерӗ Турӑ сӑмахӗсене калать, мӗншӗн тесессӗн Турӑ Хӑйӗн Сывлӑшне виҫесӗр парать.34. ибо Тот, Которого послал Бог, говорит слова Божии; ибо не мерою дает Бог Духа.
Ин 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ывӑлӗ ҫинчен вара ҫапла каланӑ: «эй Турӑ, Санӑн аслӑ пукану — ӗмӗр-ӗмӗре; тӗрӗслӗх туйи — Санӑн патшалӑхун туйи. 9. Эсӗ тӳрӗлӗхе юрататӑн, йӗркесӗрлӗхе кураймастӑн, эй Турӑ, ҫавӑнпа Сана Хӑвӑн Турру Хӑвӑнпа пая кӗнисенчен мала хурса савӑнӑҫ ҫӑвӗ сӗрнӗ» тенӗ.
Евр 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Турӑ Ҫырӑвне пӗтӗмпех Турӑ Сывлӑшӗ пӗлтернипе ҫырнӑ; вӑл усӑллӑ: вӑл вӗрентет, питлет, тӳрлетет, тӳрӗ пурӑнма ӳкӗтлет, 17. вара Турӑ ҫынни, пӗтӗмпех ырӑ пулса, кирек мӗнле ырӑ ӗҫ тума та хатӗрленсе ҫитет.
2 Тим 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Малашне хӑшӗ-пӗрисем илӗртекен сывлӑшсене тата шуйттан вӗрентнине итлесе ӗненми пулӗҫ — ун ҫинчен Сывлӑш уҫҫӑнах пӗлтерет; 2. шуйттан ӗнтӗ суеҫтерекен, икӗ питлӗ, чун-чӗри ҫылӑхпа ҫунса пӗтнӗ ҫынсем урлӑ вӗрентӗ; 3. вӗсем авланма, качча кайма хушмаҫҫӗ, хӑш-пӗр ҫимӗҫе — Турӑ пултарнинех, ӗненекенсем, чӑнлӑха пӗлнисем ӑна тав туса ҫиччӗр тесе пултарнинех — ҫиме чараҫҫӗ: 4. Турӑ пултарни пурте лайӑх, тав туса ҫисессӗн кирек мӗне те ҫиме юрать: 5. ҫимӗҫ Турӑ сӑмахӗпе, кӗлтунипе тасалать.
1 Тим 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Чуна кирлӗ пур ӑслӑлӑха та ӑнласа илсе, сирӗн Турӑ ирӗкне пӗлсе ҫитмелле пултӑр, 10. пур тӗлӗшрен те Турра юраса, тӗрлӗ ырӑ ӗҫпе усӑ кӳрсе Турӑ ҫыннисем пек пурӑнӑр, Турра сирӗн пӗлнӗҫемӗн пӗлсе пымалла пултӑр; 11. мухтавлӑ, хӑватлӑ Турӑ пулӑшнипе тӗреклӗленсе, чӑтӑмлӑ, вӑрах тӳсӗмлӗ пулса, сирӗн пурне те савӑнса чӑтса ирттермелле пултӑрччӗ тетпӗр.
Кол 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.