Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туртман (тĕпĕ: туртма) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Давыдов унран: «Шабаш тӑвиччен миҫене ҫитертӗн?» — тесе ыйтсан, вӑл хӑйӑлтатса илчӗ: — «Пӗр теҫеттин ҫурӑна пӗр ҫаврӑм ҫитеймерӗ. Чикаркка ҫавӑрмалӑх табак парӑр-ха… кӑнтӑрларанпах туртман…» — терӗ те, Давыдов ҫинелле кастармалла ҫивӗччӗн, анчах ҫӗнтерӳллӗн савӑнса пӑхрӗ.

На вопрос Давыдова: «Сколько к шабашу?» — прохрипел: «Без лана полторы. Дайте табачку на цигарку… с полден не курил…» — и глянул на Давыдова обрезавшимися, но торжествующими глазами.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ӑна пӗр ӗҫри чиновниксем пӗр-пӗринпе туслашса, кашниех теприн канӑҫлӑхӗшӗн, ырлӑхӗшӗн тӑрӑшакан хастар ҫемье пек туйӑннӑ ӗҫе пачах кашни кун ҫӳремелле мар, пылчӑклӑ е пӑчӑ ҫанталӑкра е кӑмӑл туртман вӑхӑтра ӗҫе каймасан та юрать, тесе шутланӑ вӑл.

Он полагал, что чиновники одного места составляли между собою дружную, тесную семью, неусыпно пекущуюся о взаимном спокойствии и удовольствиях, что посещение присутственного места отнюдь не есть обязательная привычка, которой надо придерживаться ежедневно, и что слякоть, жара или просто нерасположение всегда будут служить достаточными и законными предлогами к нехождению в должность.

V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӗсен ӗлӗк ун пек нихҫан та пулман, мӗншӗн тесен ашшӗ табак туртман.

Раньше этого в доме никогда не было, так как папа не курил.

XXXIII. Ушкисем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Алексей туртман, анчах халӗ вӑл темшӗн пирус илсе, ӑна аллипе лутӑркаса сӗтел ҫине хучӗ те, тӑруках, паҫӑр капитана каласа панӑ пекех, хӑй мӗн-мӗн тӳссе ирттерни ҫинчен пӗр харӑсах каласа пачӗ.

Алексей не курил, но почему-то взял папиросу, помял в руках и положил на стол и вдруг, так же как и капитану, разом выпалил обо всех своих злоключениях.

7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Алексей чӗлем туртман, анчах амӑшӗ хӑйӗн юратнӑ ывӑлне фронта ӑсатнӑ кун ашшӗн упраса усранӑ портсигарне тем тума унӑн кӗсйине хурса янӑ, вара Алексей ҫав япалана хӑйпе пӗрлех илсе ҫӳренӗ, ҫапӑҫӑва вӗҫсе кайнӑ чух ӑна «телей кӳме» кӗсйине чиксе хунӑ.

Алексей не курил, но мать, провожая на фронт своего любимца, для чего-то сунула ему в карман тщательно сберегаемую в семье отцовскую реликвию, и так и возил он с собой эту массивную, неуклюжую вещь, кладя ее в карман «на счастье» при вылетах.

6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Лӑпкӑ, чӗлӗм туртман ҫын.

Человек смирный, некурящий.

3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

— «Утияла та хӑвӑр ҫинелле ҫеҫ туртман».

– И «одеяло на себя не тянули».

Касса татрӗ // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 11–18 стр.

Хӑйсӗр пуҫне пиратсенчен пӗри те табак туртман, чӑмламан пулсан та, вӑл ҫаксене илсе пынӑ.

Надо сказать, что, кроме него самого, никто из пиратов не курил и не жевал табак.

13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

«Искусствӑлла тӗтӗмӗ» пирус туртман ытти ҫынна сиенлетет.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫа кӗскетет // Л.ЯРЫШЕВА. «Каҫал Ен», 09.06.17

Хӗсмет хыҫҫӑн чунӗ хулана туртман унӑн, фермӑна ӗҫе вырнаҫнӑ.

После армии его душа не тянула в город, устроился на работу в ферму.

Янаварӑм ман, янаварӑм, Эп сана йӗвентен ямарӑм... // Татьяна Борисова. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

32 хусахран чи ӑмсанмаллинчен: туртман, ӗҫмен, чечек ӳстерекен каччӑран — пуҫлаҫҫӗ.

Из 32 холостяков начинают с самого завидного: некурящего, непьющего, выращивающего цветы жениха.

Киле килнӗ Тур ҫырни Чӗмпӗр тӑрӑхне каять // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/11640.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех