Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туртать (тĕпĕ: турт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хыҫалтан ӑна, кӗрӗк пиншак пӗрмечинчен, хӑйӗн еркӗн-хӗрарӑмӗ туртать, тархасласа пӑшӑлтатать:

Сзади, за сборки полушубка, дергала сожительница, шептала умоляюще:

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Килпетсӗр кӗлеткеллӗ лутака казак миххе хӑй патнелле туртать, патвар кӗлеткеллӗ, сарлака кӑкӑрлӑ мирошник Завар — хӑй еннелле.

Маленький, невзрачный казачишка тянул мешок за гузырь к себе, мирошник, плотный, грудастый Завар, — к себе.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пулемет командин начальникӗ тутлӑн ыйха туртать.

Начальник пулеметной команды спал.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ӑйӑр чӗлпӗре татас пек туртать, ҫӑварӗнчен кӑпӑк сирпӗтсе, ҫӑварлӑхне шӑлӗсемпе кӑшлать, ниепле те уттипе пырасшӑн мар.

Жеребец рвал поводья, грыз удила, брызгая пеной, и не хотел идти шагом.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Ҫӗрӗпех хӗрсем хыҫҫӑн чупнӑ пулас, халӗ ыйӑха туртать.

— Видать, всю ночь пробегал за девками, а теперь задает храпака.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ирина пӳрнисемпе ун ҫӳҫне туртать.

Ирина расчесывала пальцами его чуб.

XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сулӑнса каять, такам ҫӗрелле туртать тейӗн ӑна.

Осел, словно кто к земле потянул.

«Халӑх юн тумламӗ» // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Чӗлпӗрне ҫав тери хыттӑн туртать, лаши тути те юнланать.

Дернул за узду так, что у лошади в губах кровь проступила.

«Халӑх юн тумламӗ» // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Хуралпа тимӗр тӑлӑллӑ ҫын тухса кайсан, Рейнсдорп канлӗхлӗн ахлатса илет те Гришаткӑна хӑй патне пыма кӑчӑк туртать.

Когда стража и колодник ушли, Рейнсдорп самодовольно крякнул и поманил к себе Гришатку.

Хӑрушӑ ҫын // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Вӗсенчен пӗри чӑхӑмласа тӑнӑ утсене йӗвенӗсенчен туртать, иккӗмӗшӗ вӗсене палашпа хӗнет, ыттисем, учӗсем ҫинчен аннӑскерсем, тупӑ урапи шӑлӗсенчен уртӑннӑ та, ӑна вырӑнтан тапратасшӑн термекленеҫҫӗ.

Один из них тянул под уздцы взноровившихся лошадей; второй бил их палашом, остальные, спешенные, пытались стронуть орудие, помогали, вцепившись в спицы колос.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий утсем хумхантарнӑ шыв ҫине тӗмсӗлнӗн тинкерсе пӑхрӗ; ҫывӑхрах пулин те усӑ курма ҫук сулхӑн шыв ӑна ҫан-ҫурӑма чӳхентерсе уҫӑлтарма илӗртет, тӳсме ҫук хӑй еннелле туртать.

Григорий жадно всматривался во взмученную воду; близкая и недоступная, она тянула к себе непреодолимо.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кӑвак сукмак пек йӑлтӑртатакан юханшыв йӑпатса кӑчӑк туртать.

Манила зазывно голубеющая стежка воды.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Штокман алӑк патӗнче ларать, чӗркенӗ пирусне ҫӗрӗсем тыттарса тунӑ шӑмӑ мундштук ҫине лартса табак туртать, куҫӗсем кӑна кулаҫҫӗ унӑн.

Штокман сидел у дверей, курил из костяного с колечками мундштука, смеялся одними глазами.

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Иккӗмӗш урапи ҫинче Михей, хыҫалалла кайса ӳксех, тилхеписене тапса туртать, сиккипе килекен утсене юртӑ ҫине куҫарас тесе тертленет.

На второй Михей, падая назад, передергивал вожжами, силился перевести скакавших лошадей на рысь.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Шӑтса тухать шӗвӗр ҫулҫӑллӑ ешӗл тулӑ, ӳсет; пӗрер уйӑх ҫурӑран кайӑк пытанать ун ӑшне пуҫӗ-мӗнӗпелех, ларсассӑн курӑнмасть те; пӗр шӑтса тухнӑ калча туртать ҫӗрӗн сӗткенне, пучах кӑларать, пӗрчи, ырӑ шӑршӑпала тата тутлӑ сӗтпеле тулса, кӳпчесе каять.

Всходит остролистая зеленая пшеница, растет; через полтора месяца грач хоронится в ней с головой, и не видно; сосет из земли соки, выколосится; потом зацветет, золотая пыль кроет колос; набухнет зерно пахучим и сладким молоком.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тупата чӑпӑрккипе туртать.

Истинный бог, стебанет кнутом.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Дроздиха хӑйӗн хыткан аллипе Аксинья аллинчен ярса тытать, ӑна шыв хӗрринелле туртать.

Дроздиха берет костистой рукой Аксиньину руку, тянет ее к воде.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Кӑкӑрсенчен туртать.

— От грудей тянет.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ун ҫумӗнче полкри фельдшер тӑрать, вӑл, сайра шӑлӗсем витӗр табак тӗтӗмне ерипен вӗрсе кӑларкаласа, пирус туртать.

Возле стоял полковой фельдшер, курил, процеживая сквозь редкие зубы табачный дым.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫеҫенхире ҫынсене пурӑнакан кил-ҫуртсенчен, шуратнӑ пӳртсен тӗтӗмӗнчен аяккалла туртнӑҫем туртать.

Степь тянула подальше от жилья и дыма выбеленных куреней.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех