Шырав
Шырав ĕçĕ:
Манра пӗр вӑхӑтрах икӗ вӑй хирӗҫсе тӑраҫҫӗ: пӗри — хама пӑхӑнма пӑрахнӑ сутӑнчӑк кӗлеткем, тепри — большевикӑн чӗри, унӑн ӗҫ патне, сирӗн пата, пӗтӗм фронт талккишӗпе хурҫӑ юхӑм пек ҫӗмӗрттерсе пыракан ҫар енне туртакан ӗмӗт.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Юлашкинчен, ҫав Балларад округӗнчех пӗр ылтӑн чавакан утмӑл пилӗк килограмм туртакан ылтӑн тупнӑ, урӑхла каласан, унӑн аллине икҫӗр ҫирӗм виҫӗ пин те сакӑрҫӗр утмӑл франк тӑракан мул тӗл пулнӑ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
1852 ҫулта Балларад округӗнчи вунҫичӗ килограмм туртакан ылтӑн чӑмӑрккине тупнӑ.В 1852 году в округе Балларат был найден самородок, весивший семнадцать килограммов.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
— Пирвайхи ылтӑн шыравҫисем ахаль шӑтӑк чавнӑ, унтан ылтӑн тӑпри текенскерне кӑларса илнӗ, вара ӑна, йывӑр туртакан метала ҫӑмӑлтарах хӑйӑрсенчен уйӑрас тесе, шывпа ҫуса тасатнӑ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Пӗлместӗп мӗншӗнне, анчах сисетӗп ҫакӑнтан пӗр-пӗр ылтӑнлӑ чул татӑкне илсе кайсан, е ҫавӑн пек пӗр ҫирӗм кӗрепенке туртакан ылтӑн чӑмӑрккине тупсан, мана питех те лайӑх пулӗччӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Вӑл кивҫен ыйтма пыракансене ҫӳҫ-пуҫ вирелле тӑмалла хӑрушӑ условисем сӗннӗ пулать, кайран ҫав телейсӗр ҫынсем ун ҫинчен нихҫан та никама та каласа пама пултарайман; унӑн укҫисен хӑйсем енне туртакан темле хӑват пулнӑ теҫҫӗ, вӗсем хайсене хӑйсемех хӗрсе кайнӑ, вӗсем ҫинче темле паллӑсем пулнӑ… пӗр сӑмахпа каласан, ун ҫинчен нумай хыпар ҫӳренӗ.
Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Туртакан ҫынсем пируссемшӗн укҫа ҫеҫ мар, сывлӑха та пӗтернине пӗлнӗ пулсан вӗсем ҫак ӗҫе пуҫличчен малтан ларса шутлӗччӗҫ.
Ҫиччӗмӗш вӑрттӑнлӑх // Ольга Фёдорова. Ордем, Г. Аньӑн вунӑ вӑрттӑнлӑхӗ: калавсем: [кӗҫен ҫулхи шкул ачисем валли] / Ордем Гали; [О. Л. Федорова куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательств, 2006. - 48 с. : ил.
Пирус туртакан хӗре курсан Аня ун патне пычӗ.
Ҫиччӗмӗш вӑрттӑнлӑх // Ольга Фёдорова. Ордем, Г. Аньӑн вунӑ вӑрттӑнлӑхӗ: калавсем: [кӗҫен ҫулхи шкул ачисем валли] / Ордем Гали; [О. Л. Федорова куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательств, 2006. - 48 с. : ил.
…Амӑшӗ туртакан урапа полустанокӑн тепӗр енче ӗнтӗ, Женя вара, офицер умӗнче аллисемпе сулкаласа темӗн калаҫса тӑрать.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Аялта вара икӗ ӳкерчӗк туса хунӑ: пӗр ӳкерчӗкӗ ҫине паттӑра туса хунӑ, вӑл вунӑ тӑшманпа ҫапӑҫать, теприн ҫинче хӑраса ӳкнӗ ачапа ҫӳҫӗнчен туртакан чарусӑр ачана туса хунӑ.
«Крокодил ҫури» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 85–100 с.
Ун хыҫӗнчен пӗрер пӑта яхӑн туртакан тӑваткал кизексем ҫӗре тӳплетсе ӳкрӗҫ.
XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӗсем хӑйсем лайӑхрах пурӑнасшӑн вӑрҫӑ вӑрҫаҫҫӗ, эпир хамӑрӑн ырӑ пурнӑҫшӑн вӑрҫрӑмӑр, — пуҫне чаппанпа кӗптесе ҫавӑн пиркиех шухӑшларӗ Григорий, вӑкӑрсем пӗр евӗр тайкаланса туртакан ҫуна ҫинче сӗвӗнсе пынӑ май.
XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӑл ҫӳллӗ те хулӑнскер, пӗр ултӑ-ҫичӗ пӑта яхӑн туртакан казак; шалпар салтак тумӗ тӑхӑннӑ, «чӗрӗпле» кастарнӑ кӑвакарнӑ ҫӳҫлӗ ҫын; унӑн хытӑ аттисем тӗлӗнмелле шӑтӑр-шӑтӑр туса тӑраҫҫӗ, атӑ тӗпне кӑмакара хытӑ типӗтнӗ мӑйӑрсем хурса тултарнӑ пекех туйӑнать.
II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Вут чулӗ пекчӗ эсӗ ӗлӗк, баржа ҫинчен сакӑр пӑт туртакан михӗсене ним мар ҫӗклесе тухаттӑн, халӗ мӗн?Кремнем раньше был, с баржи мешки по восьми пудов таскал, а теперя?
17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Халӗ тытнӑ пулӑттӑм пӗр ҫур пӑт туртакан сазан пулла.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Кондратьевӑн темӗнле ҫынсене хӑй патнелле туртакан вӑй пур пек туйӑннӑ Сергее, ҫавӑнпа ун патне, тимӗр таткисем магнит ҫумне ҫыпӑҫнӑ пек, ҫынсем хӑйсем кая хӑварма ҫук ӗҫӗсемпе, шухӑшӗсемпе, хуйхи-суйхисемпе савнӑҫӗсемпе пыраҫҫӗ; ун патне куҫа курӑнман ҫипсем пырса ҫыхӑнаҫҫӗ те каллех пур еннелле те саланаҫҫӗ; ҫак ҫипсен ячӗсем Рощенски районӗн кулленхи ӗҫӗпе пурнӑҫӗ.
XXVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Арпа туртакан хӗрарӑмсен хура мӗлкисем ӳкнипе Евсее лампӑсем улӑм силлекен хатӗрӗн ӑшӗнче ҫутатнӑ пек туйӑнать.
XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ӗҫке ернӗ ҫын, морфинист е табак туртакан ҫын хӑйне хӑй мӗнле туять, аскӑн ҫын та хӑйне ҫавӑн пекех туять.А быть блудником есть физическое состояние, подобное состоянию морфиниста, пьяницы, курильщика.
IV // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Ҫӗнӗ те тирпейлӗ япаласем илсе пыракан господин, — вӑл адвокат пулнӑ, ун ҫинчен эпӗ каярахпа пӗлтӗм, — табак туртакан кӳршӗ майрапа, арҫынсенни майлӑ пальто тӑхӑннӑскерпе, чей ӗҫме станцӑна кайрӗ…
I // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Комендатура патӗнчен хурӑнсем патне ҫити уҫӑлса тӑнӑ хушӑпа нимӗҫ салтакӗ аллисене сулласа, чупса иртсе кайрӗ, унтан Квейс, йывӑр туртакан лаша пек, атӑ кӗлисемпе хыттӑн шаклаттарса, утса иртрӗ.
XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.