Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тупата сăмах пирĕн базăра пур.
тупата (тĕпĕ: тупата) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тупата, ҫак вилепе аппаланса вӑхӑт ирттерме кирлех-ши?

— Честное слово, не стоит так много заниматься этой падалью.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 253–258 с.

Кассет пулмасан-и… — тупата, «Марианнӑна» ҫур хакпах сутса яраттӑм.

Ежели б не Кассет — честное слово, я продал бы «Марианну» за полцены.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Тупата, лайӑх кукӑль.

— Хороший пирожок, честное слово.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Пӗри шӗшкӗ тӗмӗ ҫумӗпех иртрӗ, алла тӑсса ярсан, тупата, уринчен туртса антарма та пулатчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хутран вӑйли, тупата, нимӗн те ҫук пулӗ ҫав.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пуп ывӑлӗпе тӑлӑха юлнӑ ача ӑҫтан юлташлӑ пулччӑр, тупата, йытӑпа кушак вӗсенчен маларах туслашӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тупата, кунашкал ҫемҫе вырӑн ҫинче выртма ҫак таранччен тӳр килмен ӑна.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пуп ывӑлӗпе тӑлӑха юлнӑ ача ӑҫтан юлташлӑ пулччӑр, тупата, йытӑпа кушак вӗсенчен маларах туслашӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тупата, Канашри чи чаплӑ майрасем патна ан пыччӑр!

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Унӑн нӑкӑ питҫӑмарти кӗрхи анис евӗр кӗренленнӗ, чакӑр куҫӗ пӳлӗм тӗксӗмӗнче тарӑнраххӑн, темле шалти ачашлӑхпа ӑшшӑн илӗртнӗн туйӑнать, кӑшт мӑкӑрӑларах тӑракан тути вара, тупата, майрасен сӑрланӑ тутисенчен хӗрлӗрех.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑнтах йӑл кулса илчӗ: ара, пустуй айӑплать-иҫ хӑйне, ӗмӗтленнӗ упӑшка е еркӗн арҫын кӑна тейӗпӗр ҫумра пулас-тӑк, пач урӑхла пурӑнмалла вӑл, тупата, апатне те чи тутлине пӗҫермелле, тумтирне те чи чаплине тӑхӑнмалла…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тупата, ялан пуҫлӑхра ларас ӗмӗтпе шухӑшламасть вӑл ҫапла, ҫук, пачах та уншӑн мар.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Унӑн ҫаврака пичӗ халӗ, тупата, хӗвел пек ҫиҫет.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тупата, улшӑнман вӑл ҫак вӑрӑм вӑхӑтра, ҫаплах чуна витерет, кӑмӑла ырӑ-ырӑ туйӑм хушать.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тупата, халиччен ҫисе курман кунашкаллине.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тупата, пирваях паллаймарӑм.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тепри пулсан, тупата, Никифорова тӳрех палласа илес ҫук.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Турӑ умӗнче ыйтатӑп, — турӑш енне ҫаврӑнса, виҫӗ хутчен хӗрес хыврӗ ҫавӑнтах, — сана миҫе ҫул кӗтмелле пулать — ҫавӑн чухлӗ кӗтӗп, сывлӑхсӑр таврӑнсан та йышӑнӑп, анчах пӑрах хӑвӑн ӗҫне, тупата, пире тек капла пурӑнма пачах та май ҫук…

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ҫын курсан, тупата, иксӗмӗре те пӗтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Апла кӑна мар, пӗчӗкҫӗ Мархвана кӑкӑр ӗмӗртнӗ чухне, тупата, турӑ амӑшӗ евӗрех курӑнать.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех