Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тупаймарӗҫ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Темле тӗплӗ шырасан та пенӗ ухӑ йӗпписене нумайӑшне тупаймарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5. Мӑян ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Северьян вӗсене виҫҫӗшне те чиркӳ хурал пӳртне каялла хӑваласа ячӗ пулин те, лешсем унта нимӗн те тупаймарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Унта вӗсем мӑрсана тупаймарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Шӗкӗр турра, никама та тупаймарӗҫ, — терӗ Иштул Урасмет вӑрмантан нимсӗрех таврӑннишӗн савӑнса.

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кунта хӑйсен хуҫисене тупаймарӗҫ пулсан килте тупӗҫ, выртчӑр унччен, ҫӑкӑр ыйтмаҫҫӗ.

Ничего, тут не нашли своих хозяев, дома найдут, да и полежат так не грех — хлеба не просят.

Шупашкар пасарӗнче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Килӗсенче темле тустарсан та тупаймарӗҫ вӗсене.

Куҫарса пулӑш

9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӗн каҫчен, урасем утайми пуличчен ҫӳрерӗҫ вӗсем Хӗрлӗ площадь таврашӗнчи лавккасем тӑрӑх, анчах вӗҫне-хӗрне тупаймарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫакӑнта кама та пулин тӗл пулма тӳр килсен вырӑссем, паллах, ӑна ҫӗр те пӗр татӑк туса вакласа тӑкатчӗҫ ӗнтӗ, анчах крепость таврашӗнче никама та тупаймарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

18. Вырӑс тупписем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сана тупаймарӗҫ тесе хуйхӑртӑм, малтанах паллаймарӑм та.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫынсен патшалӑхӗнче // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Пирӗн салтаксем сывлӑш пӳлӗниччен, юлашки юн тумламӗ юлмиччен ют патшалӑх интервенчӗсене хирӗҫ кӗрешрӗҫ пулсан та, хӑйсене валли ним ырлӑх та тупаймарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пӗр самант иккӗш те малалла калаҫма сӑмах тупаймарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Виктӑрпа Сашша ҫул тӑршшӗпех сӑмах тупаймарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ылханнӑ ывӑл // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эпӗ вӑйсӑрлансах, начарлансах пыратӑп, мана тӗпчерӗҫ те нимӗн те тупаймарӗҫ… —

Я слабею и худею, меня исследовали и ничего не нашли…

XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Пӗтӗм хваттере шыраса ҫавӑрса тухрӗҫ, нимӗн те тупаймарӗҫ.

Всю как есть квартиру перерыли, ничего не нашли.

IV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Ганувер куҫӗсем хӗр питӗнче вӑл ун пирки мӗн шухӑшланине шырарӗҫ, анчах тупаймарӗҫ.

Его глаза искали в ее лице мнение о себе, но не нашли.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 161–173 с.

Ҫӗр лаптӑкӗсене улӑштарма хӑтланса пӑхрӗҫ, — анчах урӑх ниҫта та нимӗн те тупаймарӗҫ.

Они попытались менять участки, но нигде более ничего не нашли.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 119–131 с.

Нинӑпа вара вӗсем ку енӗпе пӗр чӗлхе тупаймарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Уйӑх иртсен те пӗр чӗлхе тупаймарӗҫ Смирновсем.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

— Ритине шырама темиҫе те кӗчӗҫ — тупаймарӗҫ.

— Пошли искать Риту — не нашли.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Мария Ивановнӑпа темиҫе хутчен ҫитрӗҫ пулин те хӗр патне ӑна тупаймарӗҫ.

Несколько раз приходили с Марией Ивановной к девушке, но ее не нашли.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех