Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тунине (тĕпĕ: туна) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак уяв Раҫҫейӗн Сывлӑш десант ҫарӗсенче хӗсметре тӑнӑ тата служба тивӗҫӗсене малалла пурнӑҫлакан хӑюллӑ та вӑйлӑ ҫынсене – Тӑван ҫӗршывӑн чӑн-чӑн «ҫунатлӑ пехотине» – хисеп тунине ӗненмелле ҫирӗплетет.

Этот праздник является данью глубокого уважения смелым и сильным людям, которые служили и продолжают служить в Воздушно-десантных войсках России – настоящей «крылатой пехоте» нашей Родины.

Олег Николаев Сывлӑш десант ҫарӗсен кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/08/02/ole ... hno-desant

В.А.Васильева вӗрентекен 3-мӗш класс ачисем кӑҫал курӑмлӑ ҫитӗнӳсем тунине палӑртма кӑмӑллӑ.

Куҫарса пулӑш

Шкул тарӑн пӗлӳ парать, ачасене аталанма пулӑшать // Татьяна Максимова, Сергей Наумов. http://kasalen.ru/2023/07/14/%d1%88%d0%b ... %b0%d0%bd/

Пурте сцена ҫинче мӗн тунине курасшӑн кармашса пӑхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Анне те ҫавӑн майлӑрахчӗ, киревсӗр ӗҫ тунине пӗлсен — тимӗр тылӑ пекех сикетчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Пӗлетпӗр вӑл ку дачӑна мӗнлерех майпа тунине.

Куҫарса пулӑш

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Кӑвас ҫӑрса пӗтерчӗ те сылтӑм ал тунине, пӳрне хушшисене ҫӗҫӗ тӳрчӗпе хырса чустаран тасатрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Славик хӑй мӗн тунине шухӑшласа илме те ӗлкӗреймерӗ — ҫӑварне пӗрлӗхен пӗрчи кӗрсе выртнине чӗлхипе сисрӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Маюк вӑл мӗн тунине кӑшт пӑхкаласа тӑчӗ те тепӗр станокӗ патне пӑрӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Пӗр купӑста тунине тӳнтерсех янӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Тепӗр ҫуркунне пахчара тӑрмашакан Мартин эп йӑран тунине курчӗ те: — Итле-ха, — терӗ, — сан ҫӗр пуринчен те сахал кунта.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Ҫуркунне хурӑн кӑчки ҫинине, курӑк яшки хатӗрленине, ҫӗрӗк улмаран икерчӗ тунине халӗ хам та ҫӳҫенсе аса илетӗп.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ ачисем синкерлӗ кунсен чӗрӗ палӑкӗсем // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/varca-achisem-sin ... kesem.html

Сехет каялла кӑна-ха вӑл кам ӑҫталла утни-иртнине, кам мӗн тунине диван ҫинче ҫапла тинкерсе выртатчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

— Ҫук, телебашнине хӑйне мар, вӑл мӗнле ӗҫленине, мӗн тунине кур эсӗ! — туйипе сывлӑшалла тӗксе, ман хула хӑй ҫумне пӑчӑртать Аннушкин.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Савӑнса пурӑнас чух, тав тунине илтес чух!

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Тӗрӗссипе каласан, партком членӗсем те ӑнланман мар Григориу тӗрӗс тунине, анчах вӗсене, Александр Кузьмич, эсир администраци авторитечӗшӗн хытӑ тӑни пӑтратса янӑ…

Куҫарса пулӑш

XXIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Турунова хӑйӗн патне мӗн сӑлтавпа чӗннине, хӑйӗн патӗнче кам-кам пулассине ҫийӗнчех пӗлтермесӗр аванах мар тунине Григориу халь тин лайӑххӑн туйса илчӗ пулас, ҫавӑнпа персе ячӗ пулас вӑл менелник пирки, ҫирӗм саккӑр тултарни темле пысӑк юбилей пекех, юлташӗсене пухнин тӗп сӑлтавне манса кайнӑ пекех каласа хучӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Эпӗ кайран тин чухласа илтем хам тӗрӗс мар тунине.

Куҫарса пулӑш

XX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Кварталта е уйӑхра миҫе тенкӗлӗх ӗҫ тунине кӑтартасси, ку тӗлӗшпе кам кайрине, кам малтине палӑртасси вара — ҫӑмӑл ӗҫ, хӑнӑхнӑ ӗҫ, — Серебряков юпа шӑтӑкне юхтаракан раствора пӑтраткаланӑ май хушса хучӗ хӗрлӗ ҫӳҫлӗ арҫын.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Чӑн, Турунов мӗнле меслетсемпе усӑ курса ӳсӗмсем тунине, вӑл мӗнле маяк иккенне часах сисме тытӑнтӑм эпӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

1941-1945-мӗш ҫулсенче Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ тунине халалласа кӑҫалхипе саккӑрмӗш хут «Шкул ҫулне ҫитменнисем тата ҫамрӑк армеецсем» патриотла акцине ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ҫар паратӗнчи пекех кӑмӑл-туйӑм енчен ача садне ҫӳрекенсемпе ҫамрӑк армеецсен парачӗ», – тенӗ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/05/car- ... -sadne-ure

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех