Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унтан ватӑ негр Том тумтирӗ ҫинчи юра силлесе тӑкса кӑмака патӗнче кӑштӑртатма пуҫларӗ.Затем, отряхнув с одежонки Тома снег, старый негр засуетился у печки.
Кэргына пытарни // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Икӗ надзиратель матрос тумтирӗ тӑхӑннӑ ватӑ, анчах та ҫирӗп те тӑлпан ҫынна камерӑна сӗтӗрсе кӗчӗҫ.Два надзирателя тащили в камеру немолодого, но еще кряжистого человека в матросской робе.
VI // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Ҫак сӑмахсене илтсе, ют ҫынсенчен тепри, хресчен тумтирӗ тӑхӑнни калаҫӑва хутшӑнчӗ.В разговор вмешался второй из пришельцев, одетый в простую крестьянскую одежду.
V // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Эпир ӑна чӑн-чӑн ҫар тумтирӗ тӑхӑнтарӑпӑр.
Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Хӗрарӑм тумтирӗ тӑхӑннӑ ватӑ буфетчик улпут пурӑннӑ вӑхӑтра пӗр хӗрарӑм пӗвене кайса путни ҫинчен каласа панӑ.
XI // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
Вӑл тумтир кил-йышра утиял вырӑнне те, кӗрӗк, пухча, урай витти, Поликейӑн тумтирӗ вырӑнне тата ытти ӗҫре те сӳренӗ.
VII // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
Курсантсене ҫуллахи вӗр-ҫӗнӗ ҫар тумтирӗ, хулӑн патушалла сӑран атӑсем парса тумлантарнӑ; пӑвӑнчӑк пилӗклӗ те ҫурӑк хыҫлӑ шинельсем, ҫутӑ хӗрлӗ ҫӑлтӑрлӑ пилоткӑсем.
Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Никам та мар, вӑл, темшӗн мӑйӑхӗ ҫеҫ вӑрӑм та сарӑ, ҫӗтӗк-ҫурӑк тумтирӗ ҫинче орденӗ ҫакӑнса тӑрать.
Раштав каҫӗ // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 156–171 с.
…Хӑнӑхман ҫар тумтирӗ ман ҫинче шалча ҫине тӑхӑнтарнӑ пек тӑрать.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Чемодана хампа юнашар лартрӑм; пӗтӗм пурлӑхӑм унта ӗнтӗ манӑн: пӗр мӑшӑр тельняшка, ӗҫ тумтирӗ, кӗнекесем, консерва, ҫӑкӑр тата — чи хакли — Балабан парни, салатса минтер пичӗпе чӗркесе хунӑ автомат.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Виктор хӑвӑрт та шӑппӑн ҫӳреме пултарать, унӑн хура тумтирӗ ту хушӑкне кӗрсенех хӑйне кӑтартми тӑвать.Виктор умел ходить быстро и бесшумно, а темная одежда скрывала его в темноте щели.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Вӑл ҫаралса кайнӑ хӑлхаллӑ тир ҫӗлӗк тӑхӑннӑ, пичӗ унӑн щетка пек, тумтирӗ ҫӗтӗк.
Ӑнланма май ҫук япала // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Ун ҫинче тумтирӗ те ютскер пулнӑ — темле кӑвак тӗслӗ хресчен сӑхманӗ, ун пеккисене халь тӑхӑнмаҫҫӗ те ӗнтӗ; унӑн пичӗ, сухалӗ, ҫӑпати ҫинчи тусан та — ютскер, кунти мар, таҫти хӑяматри ҫулсем ҫинче тупнӑскер пулнӑ; вӑл хӑй те пӗтӗмӗшпех ют, палламанскер, йӳҫекскер пулнӑ.
1 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
«Ку ҫын шӑнса ан кайтӑрччӗ: тумтирӗ начар. Уншӑн ман ответ памалла ан пултӑр. Ухмах халӑх вӗт. Тӗттӗм ҫав», — тесе шухӑшланӑ Ваҫили Андрейч.
VI // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.
Мӗн юхса тухать-ха ҫав ылтӑн савӑтран, унтан вара унӑн шурӑ тумтирӗ ҫине майӗпен тумлать..?Что это стекает с облатки между золотыми лучами ковчега и медленно каплет на его белое облачение?
VIII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Ҫемҫе тенкел хыҫне таянса, вӑл сигара туртса ларать; ун ҫинче ҫаплах турра кӗлтума каякан старик тумтирӗ, анчах парикпа сухал юнашар йӑваланса выртаҫҫӗ.
XI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Вӗсем Монтанеллие святоя хисепленӗ пекех хисеплеҫҫӗ, мӗншӗн тесен Романьйӑра пуп тумтирӗ тӑхӑнакансене пурне те кураймаҫҫӗ.
IV // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Перет те пӗр кана вара, илнӗ тавар тӗссӗрлениччен, куҫкӗски пек ҫап-ҫутӑ та тап-таса ҫӳрет (пӑхса тӑранаймӑн!), кайран-кайран вара, вӑхӑт иртнӗҫемӗн, каллех Кузьма Афанасьевич тумтирӗ — сӳрӗк те тирпейсӗр, лутӑрканчӑк…
4 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Телее пула тумтирӗ пӑртак таса пулнӑ.По счастью, оно оказалось почти чистым, хотя было неуклюже и грубо.
VII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
— Улпутсем килте ҫук, сэр, — терӗ вӑл, Артурӑн таса мар тумтирӗ тата тирпейсӗр тӑраткаланса кайнӑ ҫӳҫӗсем ҫине йӗрӗнсе пӑхса.
VII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.