Шырав
Шырав ĕçĕ:
8. Хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса, ҫамрӑклах упӑшкисӗр тӑрса юлнӑ ҫамрӑк арӑм пек хӳхле!8. Рыдай, как молодая жена, препоясавшись вретищем, о муже юности своей!
Иоиль 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вара эпӗ Ҫӳлхуҫа Турра тархасларӑм; типӗ тытса, хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса, хама кӗлпе сапса кӗлтурӑм.3. И обратил я лице мое к Господу Богу с молитвою и молением, в посте и вретище и пепле.
Дан 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Юлашкинчен эпӗ ҫакна куртӑм: аслӑ пукансем лартса тухнӑччӗ, Кунӗсемпе Авалхискерӗ аслӑ пукан ҫине ларчӗ; Унӑн тумтирӗ — шурӑ юр пек, Унӑн ҫӳҫӗ — шуратнӑ таса ҫӑм пек; Унӑн аслӑ пуканӗ — ялкӑшакан ҫулӑм пек, Унӑн кустӑрмисем — ҫунакан вут-ҫулӑм.
Дан 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
94. Ӗнтӗ сатрапсем, хула пуҫлӑхӗсем, ҫарпуҫсем тата патшана канаш парса тӑракансем пуҫтарӑннӑ та, пӑхнӑ та — ку арсене вут-ҫулӑм нимӗн те тӑвайман иккен: пуҫ ҫинчи ҫӳҫӗ те ӗнмен вӗсен, тумтирӗ те тӗрӗс-тӗкелех, ҫунӑк шӑрши те пулин кӗмест вӗсенчен.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Пуҫ ҫыххийӗ те вӗсен йӗтӗн пулмалла; аялтан тӑхӑнмалли тумтирӗ те вӗсен йӗтӗн пулмалла; пиҫиххине вӗсен ӳте тарлаттармалла ҫыхма юрамасть.
Иез 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вара вӗсем хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнӗҫ, вӗсем сехӗрленсе ӳкӗҫ; пичӗ-куҫӗ пурин те намӑсланса хӗрелӗ, пурин те пуҫӗ шакла пулӗ.
Иез 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эпӗ ҫийӗмрен тӑнӑҫлӑх тумне хыврӑм, хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнтӑм, эпӗ кӗлтӑвӑп; ӗмӗрӗм тӑршшӗпех Ӗмӗрхине тархаслӑп.20. Я снял с себя одежду мира и оделся вретищем моления моего; буду взывать к Вечному во дни мои.
Вар 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Пӗтӗмпе ҫакӑ унӑн суя пророкӗсем тунӑ ҫылӑхсемшӗн, унта тӳрӗ ҫынсенӗн юнне юхтарнӑ священникӗсен йӗркесӗр ӗҫӗсемшӗн килсе тухрӗ; 14. вӗсем, суккӑр пек, урам тӑрӑх сулланса ҫӳрерӗҫ, юнпа вараланчӗҫ, вӗсенӗн тумтирӗ ҫумне пырса сӗртӗнме те май ҫукчӗ.
Хӳх 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Сион хӗрӗн ватӑ ҫыннисем ҫӗр ҫинче пӗр чӗнмесӗр лараҫҫӗ, пуҫӗ ҫине кӗл сапнӑ, хуйхӑ тумтирӗ уртса янӑ; Иерусалим хӗрӗсем пуҫне ҫӗрелле уснӑ.
Хӳх 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Макӑр, Есевон: Гай хули пушанса юлчӗ; кӑшкӑрӑр, Равва хӗрӗсем, хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса ярӑр, ӗсӗклӗр, карта ҫумӗнче чупкалӑр: Малхом хӑйӗн священникӗсемпе, хӑйӗн улпучӗсемпе тыткӑна каять.
Иер 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Чӗрем Моавшӑн ҫунса шӑхличӗ пек нӑйкӑшать; чӗрем Кирхарес ҫыннисемшӗн ҫунса шӑхличӗ пек нӑйкӑшать: ӗнтӗ вӗсен пӗтӗм мулӗ тӗп пулчӗ; 37. кашнийӗ пуҫне хырнӑ, кашнийӗ сухалне каснӑ; пурте аллисене чӗрмеленӗ, пурте хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑннӑ.
Иер 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Фарсисран кӗмӗл чӗлпӗкӗсем, Уфазран ылтӑн илсе килнӗ, вӗсем — ӳнерҫӗ ӗҫӗ, шӑратаканӑн ӗҫӗ; вӗсен тумтирӗ кӑвак та хӗрхӗлтӗм тӗслӗ: ҫакӑ йӑлтах — ӑстайлӑ ҫынсен ӗҫӗ.
Иер 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Халӑхӑм хӗрӗ! хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑн, тусан ҫинче йӑвалан; пӗртен-пӗр ывӑлу вилнӗ евӗр хурланса, вӗри куҫҫульпе макӑр; пирӗн ҫине пӗр кӗтмен ҫӗртен пӗтермӗш килет.
Иер 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫавӑнпа хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнӑр, йӗрӗр, ӳлесе макӑрӑр: ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа ҫиллин хаярлӑхӗ пирӗн тӗлтен иртсе каяс ҫук.8. Посему препояшьтесь вретищем, плачьте и рыдайте, ибо ярость гнева Господня не отвратится от нас.
Иер 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӑл патша керменӗн пуҫлӑхне Елиакима, Севна ҫыруҫӑна тата аслӑ священниксене, хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑннӑскерсене, Исаия пророк патне, Амос ывӑлӗ патне, янӑ.
Ис 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫакна илтсессӗн Езекия патша ҫири тумне туртса ҫурнӑ та хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса Ҫӳлхуҫа Ҫуртне кайнӑ.
Ис 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Халӑхсен патшисене пурне те хисеплӗн пытарнӑ, кирек хӑшӗ те хӑйӗн тупӑклӑхӗнче выртать; 19. эсӗ вара тупӑклӑху тулашӗнче юрӑхсӑр турат пек, хӗҫпе касса пӑрахнӑ ҫыннӑн тумтирӗ пек выртатӑн, эсӗ ӗнтӗ — ура айӗнчи виле — хисеплӗн чул тупӑклӑха пытарнӑскерсемпе пӗрле пулаймӑн, 20. вӗсемпе ҫӑва ҫинче пӗрлешеймӗн, мӗншӗн тесессӗн эсӗ хӑвӑн ҫӗрне тӗп тунӑ, хӑвӑн халӑхна вӗлернӗ: усал ҫынсен вӑрлӑхӗ ӗмӗрӗпех асра пулмӗ.
Ис 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Унӑн тумтирӗ — кӗрнеклӗх те илемлӗх, килес куна вӑл савӑнса хапӑллать.25. Крепость и красота - одежда ее, и весело смотрит она на будущее.
Ытар 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Кӗллинче пире ӳпкелесессӗн, вӑл кӗлтуни ҫылӑха пултӑр; 8. унӑн кунҫулӗ кӗске пултӑр, унӑн тивӗҫлӗхне тепӗри илтӗр; 9. унӑн ачисем тӑлӑха юлччӑр, унӑн арӑмӗ тӑлӑх пултӑр; 10. унӑн ачисем сӗтӗрӗнсе ҫӳреччӗр, ыйткаласа пурӑнччӑр, кӗллесе ҫӳреччӗр, вӗсене ишӗлнӗ кил-ҫуртӗнчен те хӑваласа кӑларччӑр; 11. кивҫен параканӗ унӑн мӗн пуррине йӑлтах туртса илтӗр, ӗҫленӗ ӗҫне ют ҫынсем ҫаратса кайччӑр; 12. унӑн хутне кӗрекен ан пултӑр, унӑн тӑлӑх ачисене хӗрхенекен ан пултӑр; 13. унӑн ачи-пӑчи пӗтмелле пултӑр, вӗсенӗн ячӗ тепӗр сыпӑкрах ҫухалтӑр; 14. унӑн ашшӗсен йӗркесӗрлӗхне Ҫӳлхуҫа умӗнче асӑнччӑр, амӑшӗн ҫылӑхӗ те ан ҫухалтӑр; 15. Ҫӳлхуҫа вӗсене яланах курса тӑтӑр, вӗсенӗн ятне ҫӗр ҫинчен пӗтертӗр, 16. мӗншӗн тесессӗн вӑл ырӑ тӑвас тесе шухӑшламарӗ, чухӑна, мӗскӗн ҫынна, аптӑраса ӳкнӗ ҫынна хӗсӗрлерӗ, вӗлерттересшӗн пулчӗ; 17. ылханма юрататчӗ, ылханӗ хӑйнех ҫитӗ; пиллӗхе кӑмӑлламарӗ, пиллӗх унран пӑрӑнса кайӗ; 18. ылхана тумтир тӑхӑннӑ пек тӑхӑнтӑр, вӑл ун ӑшне шыв пек кӗрсе кайтӑр, шӑмми-шаккине йывӑҫ ҫӑвӗ пек витертӗр; 19. вӑл уншӑн — тӑхӑнакан тумтирӗ вырӑнне, яланах ҫыхса ҫӳрекен пиҫиххийӗ вырӑнне пултӑр.
Пс 108 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Тӑванӑмсемшӗн ют пулса тӑтӑм, аннем ывӑлӗсемшӗн палламан ҫын пултӑм: 10. Санӑн Ҫуртушӑн ҫунни асаплантарчӗ мана, Сана хурлакансенӗн усал сӑмахӗ тиврӗ мана; 11. чунӑмпа типӗ тытса йӗтӗм, мана уншӑн та мӑшкӑлларӗҫ; 12. ҫийӗме ырӑ тумтир вырӑнне хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнтӑм та — ман ҫинчен юптару ярса кулчӗҫ; 13. хапха умӗнче ларакансем ман ҫинчен халап ҫапаҫҫӗ, эрех ӗҫекенсем манран тӑрӑхласа юрлаҫҫӗ.
Пс 68 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.