Шырав
Шырав ĕçĕ:
Брянскийпе Черныш ансӑр, кукӑр урампа тӑвалла улӑхаҫҫӗ, унта, хыҫран кӗпӗрленсе пыракан ҫӗтӗк-ҫурӑк тумлӑ ачасем каланӑ тӑрӑх, тимӗрҫӗ пурӑнать.
XV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Пӗррехинче пирӗн пата фронта сӑпай тумлӑ пӗр шурӑ ҫӳҫлӗ хӗр пычӗ.Однажды к нам в полк пришла скромно одетая белокурая девушка.
Фрося штурман // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Ҫамрӑк чухне ытла та шухӑшламасӑр качча илнӗ капӑр тумлӑ хӑрӑк пукане литераторсен пысӑк ушкӑнне пухакан хуҫа пулма юрӑхлӑ пулман, ҫавӑнпа Грассини ытла та хурланнӑ.
II // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Пӗри — ҫурӑмӗ хыҫне хутаҫ ҫакса янӑ ҫӗтӗк-ҫатӑк тумлӑ вӑрӑм карчӑк, тепри — ҫамрӑкскер, ҫи-пуҫне вӑл тенкӗсемпе, хӑюсемпе эрешлесе пӗтернӗ, хулпуҫҫийӗ ҫинче унӑн сарпинке тутӑр вӗлкӗшсе тӑрать.
XXX сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Ҫавӑнтах сенкер тумлӑ, яланах тап-таса пулнӑ Серафим мӗлтлетнӗ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Сасартӑк музыка чарӑнчӗ, хӗрарӑм урайне сиксе анчӗ, хура Степа ӑна ылтӑн тӗслӗ халатпа чӗркерӗ те унпа пӗрле чупса тухса кайрӗ, ҫынсем вара, пӗр-пӗрне ҫупӑрласа, кӑшкӑрашма, ӳлеме, алӑ ҫупма тытӑнчӗҫ; ҫавӑнтах шурӑ тумлӑ, вилнӗ ҫынсем евӗрлӗ лакейсем чупкалама пуҫларӗҫ; черккесемпе бокалсем янӑрама тытӑнчӗҫ, ҫынсем шӑрӑх кунхи пек каҫса кайса, антӑхса ӗҫме тапратрӗҫ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Сенкер тумлӑ пӗчӗк старик Ильяна пит те килӗшнӗ, кӗсле каланине тата Серафимшӑн хавхалантаракан кулӑшла сассине итлеме кӑмӑллӑ пулнӑ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Пӗр вӑхӑт хушши Даша урампа утса иртекен тӗрлӗ тумлӑ ҫынсем ҫине пӑхса тӑнӑ.Даша некоторое время смотрела на пестрые толпы, двигавшиеся беспрерывно.
9. Ҫемье // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Тихонов, Н. Совет ҫыннин сӑн-сӑпачӗ: Ленинград калавӗсем / Николай Тихонов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1942. — 54 с.
Ҫав ирсӗр плакат ҫинче акӑ шлепке тӑхӑннӑ, галстук ҫакнӑ, капӑр тумлӑ, хӗрлӗ питлӗ каччӑ йӗлпӗрсе тӑрать, ҫамрӑксене Германие ӗҫлеме кайма, ҫӗнӗ йӗрке тунӑ ҫӗрте пулӑшма чӗнет.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Ҫак тавралӑх истерийӗнче вӑл тахҫан авал чылаях паллӑ вырӑн йышӑнса тӑнӑ; пӗрре ӑна саранчасем пекех, тутар эшкерӗсем сырса илнӗ, унӑн хӳмисем ҫинелле пӗлӗт пек ухӑ йӗпписем вӗҫтернӗ, поляксен чӑпар тумлӑ отрячӗсем те унӑн хӳмисем ҫине кармашнӑ е тата, пачах урӑхла, ӑна тытса илнӗ король жолнерӗсем ҫине казаксем тапӑннӑ кивӗ башньӑсем ӗнтӗ катӑла-катӑла аннӑ, чул хӳмисем вырӑнне, тӗл-тӗллӗн, тӗкмесем тӑратнӑ (ял ҫыннисен «чее» выльӑхӗсем кӗрсе мӑнастир пахчисене таптасран сыхлама), — сарлака варсен тӗпӗнче вир ӳсет.
II // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ҫуркаланнӑ, ҫӗтӗк-ҫатӑк тумлӑ, урисем юнланса пӗтнӗ мӗскӗн хӗрарӑм, тӗмескесенчен тыткаласа, аран-аран типӗ вара шуса анчӗ.
III. Ачасем вӑранаҫҫӗ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Хапха хыҫӗнче, юрпа витӗннӗ урамра, йӗлтӗрҫӗсен кӑвак та симӗс тумлӑ кӗлеткисем пӗрин хыҫҫӑн тепри иртсе кайса курӑнми пулаҫҫӗ, вӗсем хушшинче Лида Зорина пӗчӗкҫӗ хӗрлӗ ялав пек курӑнса пырать…
5 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Унтан шап-шурӑ тумлӑ Васили Шевли таҫтан анкарти хыҫӗнчен утса килни курӑнса каять.
Иккӗмӗш пайӗ // Борис Чиндыков. Килти архив
Иҫӗм ҫырлин пушӑ аврисем тайлӑмсенче кукӑр-макӑр кӑвак япаласем пек курӑнса лараҫҫӗ, ҫулла вӗсем илемлӗ ҫулҫӑсемпе витӗнессе те, хитре тумлӑ пуласса та ӗненес килмест.
Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
— Ҫапла, — терӗ амӑшӗ, вӑл чаплӑ тумлӑ пулнӑ пирки именсе.
II // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Пӗр-пӗринпе хирӗҫлерех калаҫса ерипен шавлани тӗрлӗ тумлӑ ҫынсен пӗтӗм ушкӑнне ярса илчӗ.
XXVII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Халӗ ӑна пирвайхи ухтару чухнехи пекех хӑрушӑ пулмарӗ, халӗ вӑл ҫак ҫӗрле килсе кӗнӗ кӑвак тумлӑ, урисем ҫумне шпорсем ҫакнӑ «хӑнасене» ытларах курайми пулчӗ, ҫав курайманлӑх хӑранине пусарчӗ.
XIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Халӗ ӗнтӗ Лозинский ыттисенчен хурарах сӑнлӑ, ҫӑрарах ҫӳҫлӗ ҫӗтӗк-ҫатӑкрах тумлӑ ҫынсем пулнӑ площадкӑна хӑюллансарах утса тухнӑ.
XXII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Унӑн куҫӗсем ҫӑва хапхинчен кӗрекен вӑрӑм тумлӑ, арӑслан ҫилхи пек ҫӑра, вӑрӑм та кӑтра ҫӳҫлӗ этем ҫине ӳкрӗҫ.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Пӗр площадьре, хулашӑн ҫапӑҫса вилнӗ Совет салтакӗсене пытарнӑ вилтӑпри патӗнче, ачасем выляҫҫӗ, унтах шурӑ-хура тумлӑ манашкӑсем калаҫса тӑраҫҫӗ, вӗсемпе юнашар тӑракан шурӑ ҫӳҫлӗ старик кӗлтунӑ май пӗрмай «Матка боска» тесе мӑкӑртатать.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.