Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туалет сăмах пирĕн базăра пур.
туалет (тĕпĕ: туалет) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Туалет?

Туалет?

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Сывлӑш кӗме шӑтарнӑ пысӑк йывӑҫ ешчӗкре пурӑннӑ ҫав ӑнӑҫсӑрскер, курасчӗ санӑн — эпир ӑна туалет супӑнӗ тесе тиенӗ.

Жил этот неудачник в большом деревянном ящике с отверстиями для воздуха, и посмотрел бы ты, как все было хорошо приспособлено — мы погрузили его под видом туалетного мыла.

Супӑнь ешчӗкӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 170–176 с.

Пӗрремӗш хутра вестибюль, хывӑнмалли пӳлӗм, туалет, куракансен залӗ тата ытти пӳлӗм пулмалла.

На первом этаже должен быть вестибюль, раздевалка, туалет, зрительный зал и другие помещения.

Юмансарта икӗ хутлӑ культура ҫурчӗ пулӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/31046.html

Туалет тӑрринче ҫумӑр шапӑртатать, ҫак сасӑ унӑн тунсӑхне татах пысӑклатать.

Он слышал, как дождь стучит о крышу туалета, и от этого звука ему стало ещё печальней.

Вырсарникун, ноябрӗн вунтӑваттӑмӗшӗнче, Катхульт хуторӗнче пастор кӗлӗ вулани, Эмиль хӑйӗн ашшӗне хупса хуни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Туалет алӑкне вӑл саваланӑ хулӑн хӑмасенчен туса тӑпси ҫумне лайӑх вырнаҫтарса лартнӑ.

Он сколотил дверь туалета из гладко выструганных толстых досок и плотно пригнал её к косяку.

Вырсарникун, ноябрӗн вунтӑваттӑмӗшӗнче, Катхульт хуторӗнче пастор кӗлӗ вулани, Эмиль хӑйӗн ашшӗне хупса хуни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ашшӗ туалет алӑкне мӗнпур вӑйран танлаттарма пуҫларӗ, унтан пӗтӗм кӗлеткипе тӗртсе пӑхрӗ — тулӗк мӗн усси!

Папа как бешеный забарабанил кулаками в дверь, потом с силой навалился на неё плечом, да что толку!

Вырсарникун, ноябрӗн вунтӑваттӑмӗшӗнче, Катхульт хуторӗнче пастор кӗлӗ вулани, Эмиль хӑйӗн ашшӗне хупса хуни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Пӳлӗмӗн ҫурма сӗмлӗхӗнче кӗтмен ҫӗртен хуллен шӑхӑрни илтӗнсе кайрӗ, ҫав самантрах туалет сӗтелӗн тӑрӑхла ӗренки пӗлӗтлӗ ҫутӑпа хыпса илчӗ.

Вдруг, в полумраке комнаты раздался тихий свист, и сейчас же вспыхнул облачным светом овал на туалетном столике.

Ӑрӑм-сурӑм (тухату) // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Туалет пӳлӗмӗнче халӗ шӑп.

Стало тихо в туалетной комнате.

Аэлита ирӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Аэлита туалет куҫ кӗски умне ларчӗ, ҫӳҫне тирпейлерӗ, малтан — тутлӑ шӑршӑллӑ ҫупа, унтан чечексен эссенцийӗпе питне, мӑйне, аллисене сӗрчӗ, хӑйне ҫамки айӗн пӑхса хакларӗ те ӑмӑрланчӗ, экранлӑ пӗчӗк сӗтеле куҫарса цифрӑллӑ хӑмана ҫутрӗ.

Аэлита присела у туалетного зеркала, привела в порядок волосы, вытерла ароматным жиром, затем — цветочной эссенцией лицо, шею и руки, исподлобья поглядела на себя, нахмурилась, придвинула столик с экраном и включила цифровую доску.

Аэлита ирӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

«Планпа килӗшӳллӗн, пире туалет ҫумӗнчи пӗчӗк лаптӑк анчах лекӗ, - цитатӑлать ИА Regnum шкулпа пӗр ҫынран.

«По плану нам передадут лишь небольшую часть здания, расположенную у туалетов, - цитировало агентство ИА Regnum одного из заинтересованных лиц.

Ӗпхӳре Чӑваш вырсарни кун шкулне юсама пуҫланӑ // Ирӗклӗ сӑмах. Ирӗклӗ сӑмах

Кунсӑр пуҫне хула балансӗ ҫинче мобильлӗ туалет кабинисем — 154.

Кроме этого на городском балансе имеются мобильные туалетные кабины — 154 штук.

Туалета тытса тӑма та укҫа кирлӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/27349.html

«Корал Клин» организацин яваплӑхӗнче стационарлӑ виҫӗ туалет.

На ответственности организации «Корал Клин» три стационарных туалета.

Туалета тытса тӑма та укҫа кирлӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/27349.html

Арҫын хӗрарӑма валли туалет шыраса, вӑл ӑҫтине ыйтса пӗлмелле мар.)

Мужчине не подобает интересоваться туалетом для своей дамы).

Кафере, столовӑйра, ресторанта // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

(Кирлӗ чухне туалет ӑҫтине кашни хӑй ыйтса пӗлет.

(В случае надобности каждый спрашивает сам о местонахождении последнего.

Кафере, столовӑйра, ресторанта // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Замока пӗр аллӑ ҫул хушши юсаманни, унӑн ҫивиттийӗсем ҫумӑр яни тата паркетсенче пысӑк хушӑксем пулни ҫинчен пӗлсен, Горева тӗлӗнчӗ; мӗнпур дворецӗпе те икӗ туалет пӳлӗмӗ кӑна тата вӗсенчен пӗри хупӑ тӑрать иккен.

Горева удивилась, узнав, что замок не ремонтировался с полсотни лет, что крыша протекает, а в паркете огромные щели и на весь дворец есть всего две туалетные комнаты, из которых одна закрыта.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Эдвард, арӑмӗн туалет сӗтелӗ ҫинчи хӑй паллакан ниме кирлӗ мар йӑпанмалли хаклӑ япаласене пӑхкаласа, Людвига таврӑнасса кӗтет.

Рассматривая знакомые дорогие безделушки на туалетном столике жены, Эдвард ожидал возвращения Людвиги.

Пӗрремӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

— Пӗрремешӗнчен, — калаҫма пуҫларӗ вӑл сӑмахӗсене лайӑх уйӑрса, Санин сюртукӗн ҫаннине пӳрне вӗҫӗсемпе шаккаса, — упӑшкапа канашлас йӑла ҫук манӑн, акӑ туалет пирки — кун пирки вӑл пултарать; иккӗмӗшӗнчен, мӗншӗн хакне йӳнӗ хуратӑп тетӗр эсир?

— Во-первых, — начала она с расстановкой, ударяя концами пальцев по обшлагу санинского сюртука, — я не имею привычки советоваться с мужем, разве вот насчет туалета — он на это у меня молодец; а во-вторых зачем вы говорите, что вы цену назначите недорогую?

XXXV // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

Туалет енӗпе.

По части туалета.

XXXIII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

Анчах пурте ун аллинчен шӑва-шӑва тухрӗҫ, урайне ӳкрӗҫ, вӑл хӑйне чей ӗҫме чӗничченех туалет тумалли тӗкӗр умӗнче ҫаппа-ҫарамас пекех ларчӗ.

Но всё у ней падало и скользило из рук, и она еще сидела полураздетая перед своим туалетным зеркальцем, когда ее позвали чай пить.

XVII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Карап ҫинчи платникӗн ӑста алли унта часах чаплӑ та уҫӑ пӳлӗм туса хучӗ: унӑн урайне хулӑм кавир сарчӗҫ, туалет сӗтелӗ тата Гленарванпа Мэри Грант валли икӗ кровать лартрӗҫ.

Искусная рука корабельного плотника быстро превратила это отделение в уютную комнатку с полом, покрытым толстым ковром, с туалетным столиком и двумя койками для Элен Гленарван и для Мэри Грант.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех