Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

типме (тĕпĕ: тип) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл, хӑй тӗллӗн тем ҫинчен шухӑшланӑ май, пӗчӗкҫӗ таза шыв ячӗ те чӑлхисене ҫурӗ, вара вӗсене типме тесе халӗ те сивӗнме ӗлкӗреймен сӑмавар ҫине ҫакса хучӗ.

Она налила воды в тазик, думая о чем-то своем, постирала носки и положила их сушить на еще горячий самовар.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Эпӗ Мишша кукаҫ мунчала типӗтнӗ чухне выртса-тӑракан ӳплене кӗтӗм, ҫунӑ кӗпене ӳпле умне типме хутӑм.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫӗр каҫиччен типме ӗлкӗреймен вӑл — кӳлленчӗксем курӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Эпӗ васкасах алри тӑм пӗтичченех шӑхлич турӑм, вӗсене хӑва тӗмӗсем хушшине типме хутӑм.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Сасартӑк Тутар Яшми хирӗ пуҫланакан сӑрт ҫамкинчен тем ҫӳллӗш ҫавраҫил пӗтӗрӗнсе тухрӗ, уй урлӑ каҫса, тӑвалла тӑсӑлса хӑпаракан вӑрӑм урама ҫавӑрттарса кӗчӗ, ҫул ҫинчи ҫӳп-ҫапа, кантрасем ҫине типме ҫакнӑ кӗпе-йӗме, улӑм витнӗ пӳрт тӑррисене хӑй ытамне тытса илсе, таҫта хӑямата ҫити вӗҫтерсе кайрӗ, пӗр хушӑ ӗшеннӗ пек пулса, вӗсене хӑйӗн ытамӗнчен тирпейсӗррӗн сапаласа пӑрахса хӑварчӗ те, каллех вӑя кӗрсе, хӑй ҫулӗ ҫинчи ҫӗнӗ япаласене тулама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Лайӑххӑн типме те, курӑк шӑтма та ӗлкӗреймен йӑмра айне палас сарчӗҫ, ҫыртмаллисене майлаштарса хучӗҫ, варрине четвӗрт эрех лартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Куҫӗ типме те пӗлмест.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Унччен ҫулсем типме кирлӗ.

Дороги скоро подсохнут.

Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Уҫланкӑсенче хӗрлӗ лӑстӑксем типме уртса янӑ тейӗн — пиҫсе ҫитнӗ хӑмла ҫырли; йывӑҫсем айӗнче — кӑмпа.

Ягод здесь видимо-невидимо: кусты малины кажутся увешанными красными лоскутками материи.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Йӑлӑм ҫинче ҫумӑр пӗлӗчӗсем, ҫунӑ хыҫҫӑн типме тухса ҫакнӑ кӗпесем пек, йывӑррӑн ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ҫапла каласа Ятламас чӑлана тухрӗ те унтан сулхӑна типме хунӑ икӗ кӗсле йӑтса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Типме ҫакнӑ тирсем патне пырса пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Таркӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пикпав мучи паян кунӗпех картишӗнче ҫил ҫине типме сарса ҫакнӑ сӗрекесемпе неретсене, вачасемпе тетелсене юсарӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Тӑшман // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӳрт картишре; малта вара, чул карта ҫинче, — эпӗ ун урлӑ шалалла пӑхаятӑп, — хӗвел питтине типме ҫакнӑ пусма-ластӑк, чӑпта тӑрӑхӗсем.

Дом был внутри двора; спереди же, на каменной ограде, через которую я мог заглянуть внутрь, висели тряпки и циновки, сушившиеся под солнцем.

VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Ӳлӗм, пӗтӗм аппетитна, ыйхупа тӑнӑҫлӑхна ҫухатса, эсӗ пӑрҫа хутаҫҫилле типме тытӑнатӑн, саралсах каятӑн, икӗ уйӑх иртсен, ирхи тата каҫхи шуҫӑмсен хушшинче, Иккӗмӗш хӗрлӗ автан сехетӗнче, вилӗмпех кӑнса выртатӑн.

Отныне, лишенный всякого аппетита, сна и покоя, ты будешь сохнуть, подобно гороховому стручку, пожелтеешь и смертью умрешь после двух лун, между утренней и вечерней зарей, в час Второго красного петуха.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 375–381 с.

Тепри хӑйӗн ҫухави ҫине пӑхкаласа вараланнӑ вырӑна типме парас терӗ ахӑр, — хаҫат вуласа малалла утрӗ.

Другой прохожий, взглянув на свой рукав и, видимо, решив дать пятну отсохнуть, продолжал путь, читая заголовки в газете.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 233–242 с.

Шыв хӗрринчех темиҫе матрос катера сӑмалалаҫҫӗ, кӑвак вуаль тӗслӗ ҫепӗҫ-черчен тӗтӗм йӑсӑрланать; шхунӑн вараланчӑк борчӗ типме кӑларса ҫакнӑ кӗпе-йӗмпе чӑпарланнӑ.

У самой воды несколько матросов смолили катер, вился дымок, нежный, как голубая вуаль; грязный борт шхуны пестрел вывешенным для просушки бельем.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Ман леш хӑнасем, Калюковпа тусӗсем, иккӗмӗш кун типме пӗлмеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пахчара халӗ нимӗн те ҫук, вӑл лапкӑшӗпех хуп-хура ӗнтӗ, шалҫасем ҫине типме ҫакнӑ ҫӗрулми аври купи кӑна, пысӑк хӳшше аса илтерекенскер, пӗр-пӗччен кӑнтарса ларать.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӗҫӗ кунта 3 кунлӑх, анчах лакӑн типме тивнине, тата форсмажорсене шута илсен — эрнелӗх.

Работы тут на 3 дня, но с учетом того, что лак должен сохнуть и с форсмажорами, то на неделю.

Ҫӗнҫӗпӗрти пӗр шкулта спортзал урайне улӑштарма мӗн хака ларнӑ? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/5939.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех