Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тинӗс тинтерех кӑна иртсе кайнӑ тӑвӑл хыҫҫӑн лӑпланса ҫитеймен-ха, хумсем ҫаплах хӑйӑр тата йод шӑрши кӗрекен лӑпӑс-лапӑс тӑраткаланса кайнӑ шыв курӑкӗсене юхтарса килеҫҫӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Малик, ҫак пӗчӗк салтак вӑрмансем тӑрӑх нумай вӑхӑт хушши аташса ҫӳренӗ хыҫҫӑн йӑлтах ҫар сӑнне ҫухатнӑскер, отряд ҫумне тинтерех ҫеҫ пӗрлешнисенчен хӑшпӗрисен шухӑшне пӗлтернине ҫавӑнтах ӑнланса илнӗ.
Эпос хывӑнни // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 75–96 с.
Ҫул тӑрӑх тинтерех кӑна бомбежкӑпа ишӗлсе аннӑ ҫуртсен ҫуннӑ стенисем, йӗри-тавра кирпӗч тусанӗпе ҫӗтӗк-ҫурӑк хутсем саралса ӳкнӗ воронкӑсем, кил-ҫурт хушшинчи ӑпӑр-тапӑрсене йӑтнӑ начар тумланнӑ ҫынсем тӗл пулкалаҫҫӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Винтовкӑсене пире тинтерех кӑна мобилизаци склачӗнчен панӑччӗ те кӗпҫисен ӑшчикки ҫарта пулма тивӗҫлӗ пек тап-тасах марччӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Вӗсене тинтерех кӑна сӑрланипе вӗр-ҫӗнӗ пек йӑлтӑртатса тӑракан станковӑй пулемет тата Дегтярев системиллӗ икӗ ручной пулемет хушса пачӗҫ.Им придали станковый пулемет, блестящий от свежей краски, и два ручных — системы Дегтярева.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Эпӗ ҫӗр ҫумне лӑпчӑнса выртрӑм та пӗтӗм ӳт-пӗвӗмпе чулсем ҫинче атӑ патушисем чакӑртатнине, ҫӗрте выртакан хӑрӑк туратсем шартлатса хуҫӑлнине илтетӗп; махорка шӑрши ҫапрӗ, тинтерех кӑна тикӗт сӗрсе янӑ тир-сӑран шӑрши килсе кӗчӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Тепӗр лашин хӑмӑтне тинтерех кӑна хывнипе тарланӑ вырӑнӗ типсе ҫитеймен, вӑл хыҫалтан пырать.Вторая лошадь, с мокрыми подпалинами от недавно снятого хомута, плелась позади.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Вӑл икке анчах улӑшнӑ, утма та тинтерех вӗренсе ҫитнӗ.
Вут тухни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Алвишран хайӗнченех Ливингстон тинтерех ҫеҫ Бангвеулу хӗрринчи негрсен пӗчӗк ялӗнче виллине пӗлсен, вӑл мӗнлерех кулянса ӳкни каламасӑрах паллӑ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Явраҫ, кӑра та юратман ҫынпа ӗмӗр ӗмӗрлеме килӗшмек Явраҫ, пӗтнӗ пуҫ пӗттӗрех тесе, тытать те, малтан шухӑшласа хунӑ пекех, туй сикки сикнӗ вӑхӑтрах, хӗве хупӑнас самант ҫитсен, упӑшкине кӑкӑрӗнчен ҫӗҫӗпе вилмеллех яшлаттарать, хӑй вара ҫав каҫхинех эпир тинтерех кӑна тухнӑ вӑрмана кайса ҫакӑнать…
3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Эсӗ ӑна тинтерех ҫеҫ тасатрӑн пулас-ха.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Тинтерех ҫеҫ ҫуса кайнӑ ҫумӑрсем хыҫҫӑн исленсе юлнӑ ҫулсем ҫинче кунӗн-ҫӗрӗн повозкӑсем лӑчӑртатса иртеҫҫӗ, автомашинӑсем кӗрлеҫҫӗ, тупӑсем халтӑртатаҫҫӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Чернецова хулари кинотеатрта тинтерех ҫеҫ курнӑ киносборнике аса илчӗ.Чернецова вспомнила — в городском кинотеатре она на днях видела военный киносборник.
Иккӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Саша истори вӗрентекен Сергей Ефимович ятлӑ учитель ҫине тем пекех шаннӑччӗ ӗнтӗ, анчах вӑл та ӑна пулӑшаймарӗ, мӗншӗн тесен вӑл хулара тинтерех ҫеҫ пурӑнма тытӑннӑ.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Анчах хӑшпӗр этемсем, тинтерех ҫеҫ хӑрӑмлӑ хура пӳртсенче пӑнчӑхса пурӑннӑскерсем ӗҫре пӗчӗк чӑрмав тупӑнсанах, вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑччӗ тенешкел, ӗлӗкхи пурнӑҫа ырӑпа асӑнма пӑхатчӗҫ.
«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Сыватмӑш картишӗ пысӑках мар парка аса илтерет: ак пӗр тӑрӑх ӗмӗр ешӗл чӑрӑшсем тавралӑха техӗмлӗ шӑршӑ сарса лараҫҫӗ, ак пӗр йӑрӑм шурӑ хурӑнсем илемлӗн курӑнаҫҫӗ, вӗсемпе юнашарах тинтерех чечеке ларнӑ ҫӑкасем.
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Тинтерех тӑварланӑскер вӑл.
VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫумӑр хыҫҫӑн тинтерех типшӗрнӗ ҫӗр ура айӗнче кӑмӑла килмелле пиҫӗлӗхпе ҫӑтлатать.Земля, недавно обсохшая после дождя, подавалась под ногами с приятной упругостью.
XII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Тинтерех кӑна ирӗк панӑ офицерсен тытӑҫӑвӗ пирки калаҫрӗҫ, хӑйсен вара шухӑш-кӑмӑлӗсем пӗре килмерӗҫ, уйрӑла-уйрӑла кайрӗҫ.Говорили об офицерских поединках, только что тогда разрешенных, и мнения расходились.
VIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Панулми, нафталин, лакпа тинтерех кӑна сӑрланӑ сӗтел-пуканӑн та темле пит начарах мар уйрӑм шӑршӑ сарӑлнӑ ҫурма тӗттӗм пӳлӗмре — унашкалли вӑл ытлӑ-ҫитлӗ пурнӑҫпа пурӑнакан, тирпейлӗ нимӗҫ ҫемйисенчи тум-юмпа япаласенче пулать — кӗтсе тӑмашкӑн тиврӗ.
VII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.