Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тимлӗх сăмах пирĕн базăра пур.
тимлӗх (тĕпĕ: тимлӗх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халӗ килтисене тимлӗх уйӑрмалла.

Сейчас лучше всего уделять внимание своим домашним.

32-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Халӗ пултарулӑха тимлӗх уйӑрӑр - халӗ вӑл уйрӑмах вӑйлӑ.

Сейчас особенно нужно обратить внимание на свой творческий потенциал, так как сейчас он, как никогда, активен.

32-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫывӑх ҫынсене тимлӗх уйӑрӑр.

Уделите внимание близким.

31-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

«Раҫҫейре массӑллӑ физкультура юхӑмне аталантарасси ҫине тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Тренировка тумалли тата сывлӑх комплексӗсем, пӑр керменӗсемпе стадионсем тӑваҫҫӗ», — палӑртнӑ Раҫҫей лидерӗ.

«В России развитию массового физкультурного движения уделяется приоритетное внимание. Строятся тренировочные и оздоровительные комплексы, ледовые дворцы и стадионы», — подчеркнул российский лидер.

Путин Раҫҫейри физкультура юхӑмне аталантарма хушнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/sport/2023-0 ... hn-3387555

Павел Владимирович тӑлӑхсем тӗлӗшпе тимлӗх пысӑккине ҫирӗплетрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл кӳнӗ инкекре ҫӑмӑлттайлӑх тӳпи те пысӑк // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/cil-taval-ky ... i-te-pysak

Вӗсем тӑван халӑхӑн чи паха апат-ҫимӗҫӗ ҫине ытларах та ытларах тимлӗх уйӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен апат-ҫимӗҫӗсен фестивалӗ иртнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/10/chva ... tival-irtn

Пӗчӗк хуласенче асӑннӑ ыйту ҫине ытларах тимлӗх уйӑрмаллине чӗнсе каланӑ ведомство ертӳҫи.

Куҫарса пулӑш

Строительство пайӗ – регионӑн экономика вӑй-хӑватне аталантармалли стратегиллӗ отрасль шутланать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/11/stro ... -havatne-a

Агротуризм темине уйрӑмах пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чакаҫри ветерансен канашӗн ӗҫне пысӑк хак панӑ // Антонина ТЯМИНА. http://kanashen.ru/2023/07/28/%d1%87%d0% ... %b0%d0%ba/

Радий Хабиров медицина специалисчӗсем валли грант программисем ҫинчен, ҫавӑн пекех пушкӑрт чӗлхине упраса хӑварас тӗлӗшпе пысӑк тимлӗх уйӑрмалли ҫинчен хушса хунӑ.

Радий Хабиров рассказал о грантовых программах для медицинских специалистов, а также о необходимости уделять большое внимание сохранению башкирского языка.

Радий Хабиров Пушкӑртстанран тухнӑ Раҫҫейри аслӑ шкулсен студенчӗсемпе калаҫнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -n-3378875

Палӑртнӑ ыйту ҫине тимлӗх уйӑрма чӗнсе каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑҫал Ҫамрӑксен ҫурчӗн прописки пулӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/07/kaca ... opiski-pul

Кирлӗ пек тимлӗх уйӑрмасан, йӗркене пӑссан, явап тыттарасси те часах.

Куҫарса пулӑш

Кӑҫал Ҫамрӑксен ҫурчӗн прописки пулӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/07/kaca ... opiski-pul

Енчен те ҫынсем йытӑсене усрава илеҫҫӗ пулсан, вӗсен питӗ лайӑх ӑнланмалла, каярах вӗсене епле тимлӗх уйӑрассине те.

Куҫарса пулӑш

Кӑҫал Ҫамрӑксен ҫурчӗн прописки пулӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/07/kaca ... opiski-pul

«Хуҫасӑр ҫӳрекен чӗрчунсем патне пирӗн тимлӗх уйӑрмалла.

Куҫарса пулӑш

Кӑҫал Ҫамрӑксен ҫурчӗн прописки пулӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/07/kaca ... opiski-pul

«Эпир ытти регионсенчен чылай маларах ҫамрӑксен политики ҫине тимлӗх уйӑрма пуҫларӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Кӑҫал Ҫамрӑксен ҫурчӗн прописки пулӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/07/kaca ... opiski-pul

Ҫамрӑксен ыйтӑвӗсем ҫине ҫӗршыв шайӗнче тимлӗх уйӑрнине те асӑннӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Кӑҫал Ҫамрӑксен ҫурчӗн прописки пулӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/07/kaca ... opiski-pul

Спорт сывлӑх ҫӑлкуҫӗ тетпӗр те, шкулта ку енӗпе пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Шкул тарӑн пӗлӳ парать, ачасене аталанма пулӑшать // Татьяна Максимова, Сергей Наумов. http://kasalen.ru/2023/07/14/%d1%88%d0%b ... %b0%d0%bd/

Вӑл, ҫынсене ӗҫ вырӑнӗпе тивӗҫтернипе пӗрлех, ял аталанӑвӗ ҫине те пысӑк тимлӗх уйӑрать.

Куҫарса пулӑш

Ял илемӗ унта пурӑнакансенчен килет // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/07/14/%d1%8f%d0%b ... %b5%d1%82/

Хуҫалӑх ертӳҫи май килнӗ таран кооперативӑн машинӑпа трактор паркне ҫӗнетесси ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрать.

Куҫарса пулӑш

Техника кӗрлет уйра — ӗҫ вӗрет хуҫалӑхра // Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/07/14/%d1%82%d0%b ... %85%d1%80/

Эрнен иккӗмӗш ҫурринче ҫемьене тимлӗх уйӑрӑр – юратнӑ ҫынна панӑ сӑмаха тытмалла.

Во второй половине недели уделите время семье – самое время сделать то, что давно обещали «второй половине».

28-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫамрӑксене пулӑшас ӗҫе эпир пысӑк тимлӗх уйӑратпӑр.

Поддержка молодежи является для нас безусловным приоритетом.

Олег Николаев Ҫамрӑксен кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://www.cap.ru/news/2023/06/24/oleg- ... -molodezhi

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех