Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ташлатӑн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сербиянка ташлатӑн акӑ!..»

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

— Хитре ташлатӑн эсӗ, Павӑл, — хӗр ҫӳҫенсе илчӗ те каччӑ ҫумне йӑпшӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Ташлама та чипер ташлатӑн, хур тӗкӗ пекех ҫӑмӑллан ҫаврӑнатӑн, — тата та ытларах чӑмӑртарӗ Иван хӗре.

Куҫарса пулӑш

8 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Чипер ташлатӑн эсӗ, Лена, ҫӑмӑллӑн ҫаврӑнатӑн.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ташлатӑн! — хаяррӑн кӑшкӑрчӗ те Михха, пуп мӗн те пулин хуравлама ӗлкӗриччен, ӑна урай варрине туртса кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Вырӑссем пирӗн Хусана илме килеҫҫӗ, эс уншӑн ташлатӑн.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӗншӗн шейк, хали-гали ташлатӑн, мӗншӗн ҫавӑн пекех тытамаклӑ юрӑсем юрлатӑн?

Почему ты танцуешь шейк и хали-гали и поешь песни, написанные в тех же припадочных ритмах?

16 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Ҫиленнӗ Беридзе сварщик патне чупса ҫитрӗ: кунта авари, эсӗ айван, ташлатӑн.

На сварщика налетел рассерженный Беридзе: тут авария, а он, чудак, танцует.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Эсӗ лайӑх ташлатӑн.

Ты хорошо танцуешь.

XIV // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Мӗскер ташлатӑн?

Чего танцуешь?

XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ун кӗввипех ташлатӑн пуль-ха, эс те ялав айне тӑма хатӗрленнӗ пуль? — кӗрӳшӗ енне ҫаврӑнса тӑчӗ ҫиллине шӑнарайман Юрдан, лешӗ, хӑтине ним калама аптраса, алӑк патӗнче пӑхса тӑратчӗ.

Может, и ты под ее дудку пляшешь, и ты собираешься встать под знамена? — обернулся рассвирепевший Юрдан к зятю, который стоял на пороге, испуганно глядя на тестя.

III. Икӗ тӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех