Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ташлас (тĕпĕ: ташла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Питӗ ташлас килет.

Куҫарса пулӑш

XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Чӑнах та ташлас килет-и? — ыйтрӗ Витя.

Куҫарса пулӑш

XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ташлас пулать ҫамрӑк чух!

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Шӑтӑк-путӑклӑ, пылчӑклӑ бетон ҫинче мар, кӗленче пек тикӗс урай варринче хӑйсен ташлас ӑсталӑхне кӑтартаҫҫӗ, тейӗнех вӗсем ҫине пӑхсан.

Куҫарса пулӑш

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Кун пек пулсан, ман ташлас килет или кинора ӗҫлес килет.

Тогда я хочу танцевать или работать в кино.

Ҫӗнӗ ҫул // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/587

Шупашкарти «Йӑрӑ ача» ача садӗнче синхронлӑ ишев элеменчӗсемпе ташлас фестиваль иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Синхронлӑ ишевре ӑмӑртрӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60770

Анчах Альбина мана шухӑша кайса тӑма ытла та сахал вӑхӑт пачӗ: ман ҫумран пӗр самантлӑха та хӑпмарӗ — ташлас пулсан, кашнинчех манпа ташларӗ, — ларас пулсан, манпа ҫумлӑ ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

— Манӑн ташлас килет, Микихвер кум…

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ташлас мар ҫӗртен ташлама пуҫлатӑр.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Каччӑсем, ытларах ташлас кӑмӑллисем, куҫӗсемпе хӗрсен еннелле амур сӑннисем вӗҫтерсе, ҫуттӑн ӗмӗтленсе, савса тӑраҫҫӗ, хӗрӗсем те, тин ҫеҫ вӑраннӑ хӗрӳ туслӑхпа паллӑ мар, уҫӑмсӑр юрату туйӑмӗсене уҫҫӑнах палӑртма хӑймасӑр, вӗсене куҫ хӳрипе именчӗк, чӗнӳллӗ, «сар ҫуллӑ» кулӑ витӗр сӗртӗнкелесе илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Акӑ тӑхта, отчетпа суйлав пухӑвӗнче ташлас килмесен те ташлаттараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӳри вӗҫне туй килсен // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 42–45 с.

Пӗлесчӗ вӗсем манӑн мӗнле хытӑ ташлас килнине, пӗлесчӗ вӗсем манпа ташлама мӗнлерех лайӑххине! —

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Таньӑн та (хӑҫантанпа ташламанскерӗн!) питӗ ташлас килчӗ, анчах ӑна никам та чӗнекен пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Кампа ташлас?

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Тухас мар теттӗм ташлама, Ташлас килчӗ мӗн тӑвас!

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫамрӑксем тин Микулан хуткупӑс пуррине аса илчӗҫ те, ташлас килнипе ура тупанӗсем кӗҫӗте пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ташлас килмесен хӑвӑрӑн ирӗк!

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах эпӗ сирӗн ташлас килет-и тен тесе шухӑшланӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Эх, таш… ташлас килет пӗрех хут! —

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗррехинче пӗр ӳсӗрӗ сцена патне пычӗ те: — Камаринские давай! Ман ташлас килет! — терӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех