Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ташланӑ (тĕпĕ: ташла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ташланӑ пек, пӗр вырӑнтах тапӑртатма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗрарӑмсем шӑп хӗрсе ташланӑ вӑхӑтра Сахар хапхи умне Варсан Викторович лаши ҫитсе чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Шӑпах Хветутпа арӑмӗ авкаланса ташланӑ вӑхӑтра Хрестук килсе кӗчӗ, самантлӑха ним тума аптӑраса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Ташланӑ чух Элюкӑн ури ҫӗре перӗнмест», — тесе шӳтлеҫҫӗ хӑш-пӗрисем.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Иливан пӗччен чух витере ҫеҫ ташланӑ ҫав, ӑна ку таранччен никам та туя, ҫӗн хӑтана чӗнсе курман, каччӑ пулса ӳссе вӑл ку таранччен ҫынна ташласа кӑтартман.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл мана икӗ аллипе хулпуҫҫинчен ярса тытрӗ, эпӗ те ӑна ыталарӑм, иксӗмӗр те ташланӑ пек сиккелетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк учительница // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ивук савӑнӑҫлӑн шӑхӑркаласа шыв леш еннелле пӑхать, ларнӑ ҫӗртех, ташланӑ чухнехи пек, урисене хуҫлаткалать.

Ивук закинул удочку и стал насвистывать что-то веселое, глядя на противоположный берег, ногами он выписывает замысловатые коленца, будто пляшет сидя.

Шыв хӗрринче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ташланӑ, кулнӑ савӑнса, Хӑш-пӗр тӗлте йӗрсе те пӑхнӑ, Пыл хурчӗ пек чуна та сӑхнӑ, Килсессӗн хурлӑх тӑвӑнса.

Куҫарса пулӑш

XXXXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Чылайччен ташланӑ хыҫҫӑн Укахви ҫамрӑксене Тутаркассине ҫитсе килме сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӑй ҫаплах маттурланать-ха, урисемпе ташланӑ пек туса шӑпӑрне вӗрет.

Куҫарса пулӑш

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӗн чухлӗ ку урампа вӑл Евӑна ӑсатма ҫӳренӗччӗ халиччен, мӗн чухлӗ юрланӑ, ташланӑ унпа пӗрле вӗсен хваттерӗнче?

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӗсем иккӗш те Етӗрнере вӗреннӗ, пӗр-пӗринпе сахал мар пӗрле ташланӑ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Анчах сӗтел хушшине ларсан, вӑл хӑйӗн иртнӗ ҫамрӑклӑхӗ ҫинчен каласа парса итлекеннисене чӑннипех тӗлӗнтерчӗ: танго, мазурка вӑл ӗлӗк пит ҫӑмӑллӑн ташланӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫамрӑксем ахӑлтатнӑ, савӑннӑ, хӗпӗртесе ташланӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Соня, — ташланӑ хушӑра хуллентерех ҫаврӑннӑ чух калама хӑйрӗ Эльгеев.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Софья Ильинична дворян ҫемйинчен тухнӑ, хӑйӗн ӗмринче сахал мар ташланӑ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӑл халӗ кулать, шӳтлет; пӗчченлӗхре ташланӑ та йӗнӗ чиперкке Мальком ташӑҫӑ ҫинчен ӑна шеллесе каласа кӑтартрӗ.

Она смеялась, шутила и рассказывала с нотой сочувствия о прекрасной танцовщице Мальком, которая плакала и танцевала одна.

V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Ача пахчине ҫӳрекен шӑпӑрлансем илемлӗ тумсемпе ташланӑ, вӑйӑ картине тӑнӑ, юрӑсем шӑрантарнӑ.

Малыши, воспитанники детского сада, танцевали в красивых нарядах, водили хороводы, пели песни.

Хӗрлӗ Чутайра ача-пӑча фольклориадин фестивалӗ иртнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31918.html

— Тискер ҫынсем ташланӑ чух… — пурте ахӑлтатса кулнӑ май пиклетсе кӑларчӗ те вӑл — ҫухалчӗ, ҫаврака кӗлеткине кӗтесри пукансен пӑтрашӑвӗнче путарса обществӑн ӑнлануллӑ членӗ пулма чарӑнчӗ.

 — Когда дикари пляшут… — выпискнул он при общем хохоте и исчез, покончил существование как сознательный член общества, утопив свою кругленькую фигуру в путанице угловых стульев.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.

«Куравра эпир сайра тӗл пулакан сӑнӳкерчӗксемпе паллаштарӑпӑр. Вӗсенче балет ҫӑлтӑрӗ Пермьри хореографи училищинче пуҫласа pas de bourrée туни те, Мускаври Пысӑк театр сцени ҫинче ташлани те пур. Надежда Павлова Чӑваш Ене килнӗ, чӑваш сцени ҫинче ташланӑ самантсем пирӗншӗн уйрӑмах хаклӑ», — тесе шухӑшлать Чӑваш наци музейӗн директорӗ Ирина Меньшикова.

«Мы представим уникальные фотографии. На них будущая звезда балета делает первые pas de bourrée в Пермском хореографическом училище, танцует в Большом театре. Особенно ценны для нас воспоминания о приезде Надежды Павловой на родину и выступлении на чувашской сцене», — сообщила директор Чувашского национального музея Ирина Меньшикова.

Надежда Павловӑна халалланӑ курав уҫӑлӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/31564.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех