Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ташлакансем (тĕпĕ: ташла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Уяв вӑхӑтӗнче артистсем темӗн чухлӗ талант кӑтартнӑ, куракансене тӗлӗнтернӗ те, савӑнтарнӑ та: кунта тӗрлӗ темӑпа интереслӗ пӗчченшер тата хор юррисем янӑранӑ, ташлакансем ташӑ номерӗсене хастарлӑн кӑтартнӑ, мероприяти сюрпризӗ музыка инструменчӗпе – гитарӑпа выляни пулнӑ.

В ходе праздника артисты продемонстрировали многочисленные таланты, удивив и порадовав зрителя: здесь звучали интересные хоровые и сольные песни различной тематики, танцоры с задором исполняли танцевальные номера, а сюрпризом мероприятия стала игра на музыкальном инструменте – гитара.

"Мухтав минучӗ" // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... ch-3398191

Ялта ташлакансем те, юрлакансем те, макӑракансем те пур.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ташлакансем пӗр-пӗринчен кӑмӑлсӑр уйрӑлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Ташлакансем тӗрлӗ еннелле сапаланса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӑштах шухӑшласа-тӗлӗнсе, пуҫӗсене хыҫкаласа тӑнӑ хыҫҫӑн ташлакансем хӑйсен хушшинчен пӗр ҫынна, патька-патша пекрех сухаллӑскере, суйласа илчӗҫ те, ӑна мала кӑларса тӑратрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Лисук кинемейпе Таиҫ аппа шӑпланса ташлакансем ҫине пӑхма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Лена ташлакансем ҫине пӑхса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Эсир хӑвӑра Золушкӑна ҫӑлакан принц тесшӗнччӗ-им? — сиввӗн кулса каларӗ хӗр, каччӑ ытамӗнчен хӑтӑлма тӑрӑшса, ҫапах та ӑна тӳрех тӗртсе ямарӗ, ташлакансем илтӗҫ терӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ун пек хӳхӗм каччӑ кунта, ташлакансем хушшинче, тепре ҫуках.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Самант! — телейлӗ Таня пӗчӗк аллине ун хул пуҫҫийӗ ҫине хурать те, ҫӑмӑллӑн ярӑнса вӗҫсе, платье аркине лӗпӗш ҫунатти пек варкӑштарса, ташлакансем хушшине кӗрсе каять.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Йӗкӗтсенчен кунашкал ташлакансем пур-ха ялта, анчах хӗрсем кунашкал тӗлӗнтермӗш ташланине халиччен никам та курман.

Куҫарса пулӑш

Каллех пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унтан чӑвашла та, вырӑсла та ташлакансем пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ресторанра ҫӑмӑлттай майрасем, урисене кӑвапаран ҫӳле ҫӗклесе ташлакансем, чылайӑшне ҫылӑха кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Уншӑнах хуткупӑс калама пӑрахаймӑн: тутисем кулас вырӑнне ҫилленнӗ пек пӗрӗннӗ пулсан та, аллисем мах паман — шӑнкӑравлӑ тальянкӑна вылятнӑ кӑна, урисем, ташлакансем ҫук пулсан та, пӗр кӗвӗллӗн тӗпӗртетнӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӑл татах утса кайсан Ганэле канат ҫинче ташлакансем аса килчӗҫ.

Когда он пошел снова, Ганэль вспомнил танцующих на канате.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.

Ушкӑн ӳссех пырать, ташлакансем патне ыттисем хутшӑнаҫҫӗ, ҫакӑнта вара — козачок тесе, ят панӑ, тӗнчери чи ирӗк те хӑвӑрт ташша чунпа хускалмасӑр пӑхса тӑма та майӗ ҫук.

Толпа росла; к танцующим приставали другие, и нельзя было видеть без внутреннего движенья, как все отдирало танец самый вольный, самый бешеный, какой только видел когда-либо свет и который, по своим мощным изобретателям, назван козачком.

II // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Чаплӑ ташӑ — эпӗ те сирӗнпе пӗрле ташлатӑп — кунта та, леш ташлакансем, Лондонри мӑйкӑч ҫинче сулланакансем пекех, урасене хуҫлататӑн.

Прекрасная пляска — я пляшу вместе с вами, — в ней такие же коленца, какие выкидывают те плясуны, что болтаются в лондонской петле.

XXIX сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Куҫӗсене кӑштах хӗссе, ташлакансем ҫине тимлӗн пӑхрӗ.

Прищурившись, он внимательно следил за плясунами.

Тӗлӗк // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Эпӗ юрӑсене, ташша юрататӑп, вӗсем хушшинче пит аван юрлакансемпе ташлакансем пур, тӗлӗнмелле!

Я люблю песни, пляску, а между ними отличные певцы и плясуны, до удивления!

XX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Веерне вылянтара-вылянтара кӑмӑллӑн пӑхса тӑнӑ вӑл ташлакансем ҫине.

Обмахиваясь веером, милостиво наблюдала за танцами.

Колоннӑллӑ шурӑ зал // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех