Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ташлайми (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юлашкинчен хайхискер юрлайми те, ташлайми те пулчӗ: «Ах, эп ӳсӗрӗлсе кайрӑм-ҫке, ман ҫывӑрмалла», — терӗ те тайкалана-тайкалана залалла сӗнкӗлтетрӗ, унти диван ҫине хутланса выртрӗ: «Астӑвӑр, мана чӗрне хурипе те ан тӗкӗннӗ пултӑр!» — терӗ те выртнӑ-выртманах ыйха путрӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хайхи ылханлӑ вырӑна вара, хӑй ташлайми пулнӑ вырӑна, ҫатан карта тытса ҫавӑрчӗ, мӗн кирлӗ маррине, пахчари ҫум пулать-и унта, ҫӳп-ҫап-и, йӑлтах ҫавӑнта кӑларса тӑкма хушрӗ.

А то проклятое место, где не вытанцывалось, загородил плетнем, велел кидать все, что ни есть непотребного, весь бурьян и сор, который выгребал из баштана.

Тухатнӑ вырӑн // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Хайхи тухатнӑ вырӑн патӗнчен иртнӗ чух вӑл шӑл витӗр сӑрхӑнтарса каламасӑр чӑтаймарӗ: «ылханлӑ вырӑн» виҫӗмкун хӑй ташлайми пулнӑ ҫӗре ҫитрӗ те, хытӑ тарӑхнипе, саступпа яра пачӗ.

Стал проходить мимо того заколдованного места, не вытерпел, чтобы не проворчать сквозь зубы: «Проклятое место!» — взошел на середину, где не вытанцывалось позавчера, и ударил в сердцах заступом.

Тухатнӑ вырӑн // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех