Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тахҫанхине (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Раман кӑштах чарӑнса тӑчӗ, тахҫанхине аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

59 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тахҫанхине, сӗм авалхине аса илтерекен кӗвӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хальхине ҫеҫ мар, тахҫанхине те.

Куҫарса пулӑш

VIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Ан тапрат-ха тахҫанхине, ӳсӗр пуҫпа тем те хӑтланнӑ-тӑр, — кӑмӑлсӑрланчӗ Таранов.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тахҫанхине асра тытса каҫару ыйтрӗ паллах: ялти шкулта вӗреннӗ ҫулсенче уншӑн Сулагаев чӑн-чӑн Турӑ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тахҫанхине манмалла пуль, — хаш! сывларӗ Герасим Федотович.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хӗрарӑма палласан та тахҫанхине аса илсе вӗриленнӗ Герасим Федотович вырӑнтан хускалмасӑр тенӗ пек, сӑмах чӗнмесӗр ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хайхискер тахҫанхине аса илчӗ те, чӗри унӑн тапхӑр-тапхӑр кӑвар пек тӗлкӗше-тӗлкӗше хӗсӗнчӗ: туя ҫине уртӑнса хуллен кӑштӑртатса утакан карчӑксемпе мучисем тӗлӗнчен вӑл кашнинчех тусан кӑна вӗҫтерсе иртнӗ, кама та пулин вутӑ е кирпӗч тиесе килсе парса хулӑмрах укҫа сӑптӑрма ӗмӗтленнӗ, ҫавӑн пеккишӗн хӑйне тӳрре кӑларма ҫӗршер сӑлтав шыра-шыра тупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Ну, мӗн эсӗ, Марук, тахҫанхине ҫаплах манаймастӑн.

Куҫарса пулӑш

Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.

Ваттисем чунӗ уҫӑлнӑ самантсенче тахҫанхине аса илкелеме кӑмӑллаҫҫӗ-ха, анчах хӑйсем, каларӑмӑр ӗнтӗ, ҫутта шухӑшӗнче те кӑларса тӑратма мехел ҫитерейменрен ачисен, мӑнукӗсемпе вӗсен ачисен ыйтӑвӗсене мӑшлата-мӑшлата яланах пӗрешкел хуравлаҫҫӗ:

Старики, в минуты душевной слабости, любили вспоминать обо всем этом, но сами, как сказано, будучи бессильными мысленно представить свет, на все вопросы детей, внуков и правнуков могли лишь упорно шамкать:

Йӑр-йӑр // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 10–14 с.

Владимир Ильич пӳлӗм тӑрӑх каллӗ-маллӗ утса ҫӳрерӗ, сӗтел ҫинчи вазӑсене туллиех тултарнӑ хирти чечексене, пианинӑна, пальмӑна аллипе тӗкӗнсе пӑхрӗ вӑл, тахҫанхине темскер аса илсе йӑл кулчӗ…

Владимир Ильич расхаживал по комнате, рассматривал полевые цветы, в изобилии заполнившие вазы на столе, пианино, потрогал руками пальму, чему-то улыбнулся, далекому…

Анне патне канма // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Тахҫанхине, аякка-аякка юлнине.

О недосягаемо далеком.

12 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Турӑ пӗлет вӗсене, тахҫанхине те аса илеҫҫӗ.

Вспомянут бог знает когдашнее.

Тухатнӑ вырӑн // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Старик, тахҫанхине астуса илнӗ пек пулчӗ те, шӑппӑн йӑл кулса каларӗ:

Тень воспоминания, далекого, как облако, прошла по лицу старика, он ясно проговорил тихо:

XLIII. Парус // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех