Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тахҫанах сăмах пирĕн базăра пур.
тахҫанах (тĕпĕ: тахҫанах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пурте тахҫанах ҫывӑрса кайнӑ ӗнтӗ, тахҫанах ҫур ҫӗр иртнӗ, часах тӑма та вӑхӑт, эпӗ пур, кӳмере ҫаплах куҫа хупмастӑп-ха, пӗр-пӗр ҫерҫи тӑмани тейӗн.

Все давно позаснули, уж совсем ночь, скоро вставать надо, а я один только лежу у себя в кибитке и глаз не смыкаю, словно сыч какой.

VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

— Санӑн мана тахҫанах ӑс памаллаччӗ, ҫапла тунӑ пулсан, эпӗ тахҫанах артистра ҫӳренӗ пулӑттӑм.

— Надо бы тебе давно наставить меня на ум, и, гляди, я давно бы уже в артистах прохлаждался.

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эсӗ тахҫанах пӑрахма ӗмӗтленсе пурӑнатӑн, тахҫанах курса тӑратӑп эпӗ!

Ты уж давно намеряешься, я вижу!

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тахҫанах тупнӑ пулӑттӑмӑр ӗнтӗ, тахҫанах.

И давно бы нашли, давно.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах ретсем тахҫанах арпашнӑччӗ, ывӑнса сӑнран кайнӑ амӑшӗсем те тахҫанах хӑйсен ачисем патӗнче тӑратчӗҫ.

Но ряды давно сбились, и матери, усталые, подурневшие, давно уже стояли подле своих детей.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫӑлтӑрӗ хӑй тахҫанах сӳннӗ ӗнтӗ, анчах та унӑн савӑнаҫлӑ ҫути вӗҫсӗр талккӑма татах та нумӑй вӑхӑт хушши шӑтарса килсе, ҫынсем патне тахҫанах сӳннӗ ҫӑлтӑрсен чечен йӑлтӑравне илсе ҫитерет.

звезда давно погасла, а луч ее, веселый и яркий, еще долго пронзает пространства, неся людям ласковое сверканье уже не существующего светила.

11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Петӗр куҫӗ умне тахҫанах пулни-иртни тухса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Е машина, е хӑпарту // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 280–284 с.

Тахҫанах ял советӗнче ҫыртарса илнӗ имӗш, кӑларса хума манса кайнӑ пулать те, халь хулана килсен, кӗсьесене нихҫанхинчен те тимлӗрех пӑлхатмалла пулса тухсан асӑрханӑ-мӗн ку справкине.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр тенкӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 277–280 с.

Кивӗ те пысӑк, тахҫанах кӑтартми пулнӑ телевизор ҫинче пӗчӗкҫӗ телевизор тӑнине Вова тинех асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

«Мама, эпӗ ку!..» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Апла пулин те лешӗ, тахҫанах кунта пулнӑн хӑтланса, тӳрех хывӑнма пуҫлать.

Куҫарса пулӑш

Унӑн Мами // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Анчах та унӑн тунсӑхӗ тахҫанах ӗнтӗ шиклӗхпе хутшӑнса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Унӑн амӑшӗпе мами ҫинчен // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

— Кашни япалан хӑйӗн вырӑнӗ пур, — тет вӑл хӑйне асламӑшӗ тахҫанах вӗрентсе каланӑ сӑмахсемпе.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Тахҫанах, ӗлӗк-авалах, ҫапӑҫнӑ иккен ҫынсем, халӗ те кӗрешеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ашшӗ панӑ сахӑр тути вара, ӑна тахҫанах ҫинине аса илнӗ-илмен, тӳрех чӗлхе ҫине килет.

Куҫарса пулӑш

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Каллех хӑйпе хӑй калаҫма пуҫларӗ, хӑть тахҫанах унашкал калаҫма пӑрахнӑччӗ пулин те.

Куҫарса пулӑш

VIII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Ҫак куна валли тахҫанах хатӗрлесе хунӑ шӑрттана та сумкӑна чикме манмарӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Тахҫанах ҫавнашкал тумалла пулнӑ, — кӑмӑлсӑррӑн тутине тӑсрӗ Узин.

Куҫарса пулӑш

IV // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Апла пулсан, эпӗ хам та хирӗҫ мар ларса ҫиме, хырӑм тахҫанах пуш-пушах.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Тахҫанах хатӗрлесе хунӑ, кӑйкӑрӑмсем, сӗтел туллех, пан улмипе ӑшаланӑ вӗри хура ҫеҫ лартса памалли юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Ку патшасен апачӗ ҫинчен, унӑн шӑршипе тутине тахҫанах маннӑ эпӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех