Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

татуировка сăмах пирĕн базăра пур.
татуировка (тĕпĕ: татуировка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Темиҫе утӑмран унӑн аллисем виленни евӗр кӑн-кӑвак курӑнаҫҫӗ, анчах та, ҫывӑхах пырса тӑрсан, пӗтӗм кӗлеткине — мӑйӗнчен пуҫласа пилӗкӗ таран — талккӑшпех татуировка хупланине тӗсеме пулать.

В нескольких шагах расстояния руки его казались синими, как у мертвеца, но, подойдя вплотную, можно было рассмотреть сплошной рисунок татуировки, покрывавшей все тело, от шеи до пояса.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Аптӑраса ӳкнӗскер — ирсӗр татуировка пирки мансах кайрӑм, кӗпене хывсан вара Том пуҫне айккинелле пӑрса пӗкӗрӗлнине, темӗскере шутсӑр тимлӗ тӗпченине асӑрхаса ӗлкӗртӗм.

Растерянный, я забыл о подлой татуировке и, сняв рубашку, только успел заметить, что Том, согнув голову вбок, трудится над чем-то очень внимательно.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Тин ҫеҫ ҫырнӑ татуировка йӗри-тавра шыҫӑнчӑк ӳт шупка-кӗренленнӗ.

Вокруг свежей татуировки розовела вспухшая кожа.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Нумаях пулмасть «Мелузина» ҫинчи йӗкӗтсем темӗнле коктейльпе сӑйласа манӑн сылтӑм ал ӳтне пӑсрӗҫ, — виҫӗ сӑмахлӑ татуировка ҫырса хучӗҫ: «Эпӗ пӗтӗмпех пӗлетӗп».

Недавно парни с «Мелузины», напоив меня особым коктейлем, испортили мне кожу на правой руке, выколов татуировку в виде трех слов: «Я все знаю».

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Кӗпе пулнӑскерӗн шӑтӑкӗсенчен хура ӳчӗ тухса тӑрать; пичӗпе алли ҫинче сурансем, хытса ларнӑ юнпа витӗннӗскерсем, хӑрушла татуировка евӗр курӑнаҫҫӗ; ҫара урисем шыҫӑннӑ, пӗр куҫне ҫыхса хунӑ.

В дырах рубища сквозило черное тело; шрамы на лице и руках, склеенные запекшейся кровью, казались страшной татуировкой; босые ноги раздулись, один глаз был завязан.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 49–57 с.

Сергейӑн уйрӑм паллӑ пур: сулахай алли ҫине татуировка тунӑ.

У Сергея есть особая примета: на левой руке имеется татуировка.

36 ҫулти арҫынна пиллӗкмӗш кун шыраҫҫӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/31213.html

Татуировка туса тӗрлесе пӗтернӗ сарлака пичӗ вӑл хытӑ тарӑхнине, ним тума аптранине палӑртать.

Скуластое лицо его, расписанное густой сетью татуировки, выражало злобу и растерянность.

Директор каласа пани // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Хӑйӗн татуировка тунӑ кӑвак йӗр паллиллӗ ырхан аллисемпе пуҫне ыталаса тытрӗ.

Своими худыми с синими наколками татуировки руками охватил голову.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Стронский пирӗн пата, пулӑҫӑсен поселокне, пынӑ чухне, унӑн матросла аллисем ҫинчи татуировка тӗррисем мана шалт тӗлӗнтерсе пӑрахнӑччӗ.

Когда Стронский пришедший в наш рыбачий домик, меня поразили его татуировки на матросских руках.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

«Татуировка тутарман пулсан, эпӗ чирлеместӗм, — шухӑшлать вӑл.

«Я бы не заболел, — думает он, — если бы я не сделал татуировку.

Ваҫка пиччӗшпе паллашнӑ хыҫҫӑнхи ӗҫсем // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Шуйттан ҫурисем: Ваҫка пиччӗшӗн ӑҫта мӗнле татуировка пулнине Шурикпе Серёжӑран тӗпӗ-йӗрӗпех ыйтса пӗлчӗҫ; Шурикпе Серёжа кӑтартнӑ тӑрӑх картинисене турӗҫ, халь ак вара Шурика та, Серёжӑна та хӑйсен ушкӑнне йышӑнмаҫҫӗ, «Мӗн тӑвас сирӗн пеккисемпе», теҫҫӗ.

Черти: выспросили у Шурика и Сережи все до тютельки, где какая татуировка на Васькином дяде; по указаниям Шурика и Сережи сделали рисунки, а теперь отказываются принимать Шурика и Сережу в компанию, говорят: «Куда таких».

Ваҫка пиччӗшпе паллашнӑ хыҫҫӑнхи ӗҫсем // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Калинин урамӗнчи ачасем хӑйсен ӳчӗ ҫине татуировка тума пуҫланӑ чухне чӗн пиҫиххи мӗне кирлӗ вӑл.

Что ремень, когда ребята улицы Калинина собрались делать себе татуировку.

Ваҫка пиччӗшпе паллашнӑ хыҫҫӑнхи ӗҫсем // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Пӗрисен пӗтӗм пӗвӗ тӑршшӗпех пылчӑкпа сӑрласа тунӑ татуировка курӑнать, теприсем тата хӑюпа ҫавӑрса ҫыхнӑ пуҫӗсем ҫине хур, чӑх тӗкӗсем чикнӗ.

У одних по всему телу проходила полосатая татуировка из черной липкой глины, у других в волосах, перехваченных тесемкой, воинственно торчали гусиные и куриные перья.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Кунашкал йывӑр хуйхӑ манӑн хальччен нихҫан та пулманччӗ, эпӗ ухмахах тухаттӑм, пӗртте хам шутланӑ пек пулмарӗ-ҫке, йӑлтах урӑхла килсе тухрӗ: ҫак кулӑшла пӑтӑрмах ҫине аякран пӑхса киленмеллеччӗ ҫеҫ, хӑҫан тарас килнӗ, ҫавӑн чух тарма пулатчӗ, Мери Джейн мана хӑрушӑ самантра пулӑшма, ҫӑлса ирӗке кӑларма пултаратчӗ; халӗ ӗнтӗ ун вырӑнне пӗр татуировка кӑна ҫӑлма пултарать.

Такой страшной беды со мной еще никогда не бывало, и я вроде как одурел, — все вышло не так, как я думал, а совсем по-другому: вместо того чтобы любоваться на всю эту потеху со стороны и удрать когда вздумается, вместо Мэри-Джейн, которая поддержала бы меня, спасла и освободила бы в решительную минуту, теперь одна татуировка могла спасти меня от смерти.

Ҫирӗм тӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Анчах ӑҫтан пӗлтӗр-ха вӑл Питер кӑкӑрӗ ҫинче мӗнле татуировка пулнине?

Ну откуда же он мог знать, какая у Питера была татуировка?

Ҫирӗм тӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

— Калаймӗ-ши мана ҫак джентльмен, Питер кӑкӑрӗ ҫинче мӗнле татуировка пурччӗ?

— Не скажет ли мне этот джентльмен, какая у Питера была татуировка на груди?

Ҫирӗм тӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Эсӗ мӗн, каллех татуировка тума шут тытрӑн-и?

Ты что это, татуироваться снова вздумал, что ли?

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ҫӗрлесенче час-часах нимӗн сӑлтавсӑрах вӑрана-вӑрана каякан пулчӗ, вӑранать те пирус туртса ярать, шӑпчӑксем илемлӗн ши-ши шӑхӑрса, каҫса кайсах юрӑ шӑратнисене тимлӗн итле-итле, питне-куҫне асаплӑн пӗркелентерет, унтан тарӑхса кайса кантӑкне шӑлт-шалт хупса хурать, ҫӳхе байка ҫивиттийӗпе пуҫӗ урлах витӗнет те шурӑ шуҫӑм киличченех куҫӗсене мӑч хупмасӑр, татуировка эрешӗсемпе тӗрлесе пӗтернӗ анлӑ кӑкрипе минтер ҫумне лӑпчӑнса выртать.

Все чаще по ночам он беспричинно просыпался, курил, страдальчески морщился, вслушиваясь в певучие высвисты и захлебывающееся прищелкивание соловьев, потом яростно захлопывал окошко, с головой укутывался байковым одеялишком и до белой зорьки пролеживал, не смежив глаз, прижавшись к подушке широкой татуированной грудью.

39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Унӑн шуратман йӗтӗн пирӗнчен ҫӗлетнӗ кӗпи чӗп-чӗрӗ юн, хуларанах тӑхӑнса килнӗ кӗске йӗмми (кивелнипе йӗм пӗҫҫи вӗҫӗсем ҫӳҫеленсе кайнӑскер), чӗркуҫҫи тӗлӗнче ҫуркаланса пӗтнӗ, ярханах янӑ ҫухи айӗнчен татуировка туса эрешленӗ хурарах кӑкри курӑнса тӑрать.

Парусиновая рубаха его была в крови, короткие городские штаны (с бахромой внизу от ветхости) разорваны на коленях, из распахнутого ворота высматривала смуглая татуированная грудь.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Татуировка, пирсинг тутарнисен е йӗппе тирсе сипленнисен 1 ҫулсӑр юн пама юрамасть.

Нельзя сдавать кровь до 1 года людям, кто делал татуировку, пирсинг, или лечился иглоукалыванием.

Тӑтӑш юн паракансем — чи сыввисем // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех