Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

татса (тĕпĕ: тат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Альберт Германович ку енӗпе ӗҫленине, ыйтӑва татса парас тесе тӑрӑшнине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлӗ ыйту пӑхса тухнӑ, агролаборатори уҫнӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d1%82%d3%9 ... %be%d1%80/

Пӗтӗмӗшле илсен муниципаллӑ округра ку ыйтӑва татса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлӗ ыйту пӑхса тухнӑ, агролаборатори уҫнӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d1%82%d3%9 ... %be%d1%80/

— Милиционер юлташ, сирӗнтен юлмастпӑр эпир, — пат татса каларӗ Тина.

Куҫарса пулӑш

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— Каламастӑп, — пат татса хучӗ Актай.

Куҫарса пулӑш

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— Пӑх-ха, пӑх, — терӗ Венюк, — вӑл чечек татса парнелерӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Тупикре ларакан вакунтан, пломбине татса, пӗчӗк ещӗк ҫӗклесе тухмалла.

Куҫарса пулӑш

7 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— Паракантан ил, ҫапакантан тар, — пат татса хучӗ Апуҫ.

Куҫарса пулӑш

4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— Илмеҫҫӗ! — пат татса каларӗ Сяпук.

Куҫарса пулӑш

1 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— Халех, ҫак самантрах, сӑмах татса калаймастӑп, Мария Тимофеевна.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тухтӑрсем салтака юрӑхсӑр тесе ҫырса хунӑ, тет, сана, — татса каларӗ Сӑпани.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ик ачипе хунямӑшне те унӑнах пӑхмалла, вӗсен ҫи-пуҫне сапласа, ҫуса тӑмалла, яшки-ҫӑкрине пӗҫермелле, выльӑх-чӗрлӗхне чипер хӗл каҫармалла, вутти-шанкине такампа татса ҫурмалла…

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӑвак ҫӑм тутӑр ҫыхнӑскер, тулалла тухнӑ ҫӳҫ пайӑркисене шалалла юсаса кӗртрӗ, кивӗрех фуфайка ҫухине хупланӑ тутӑр ҫӳҫисене, кам та пулин татса илмен-ши тенӗ пек, тыткаласа пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мунча хутма улӑхра вутӑ хатӗрлессине те татса пачӗ председатель…

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сахал-и унта татса памалли ыйтусем: пӗрин карти-хурине хӗл лариччен юсамалла, теприне вӑрмантан вутӑ кӳме пулӑшмалла, виҫҫӗмӗшне ӑшӑ сӑмахпа йӑпатни те теме тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эпир тӑшман ункине татса каҫса кайиччен пӗр фашист та кӗпер урлӑ ан каҫайтӑр.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӗҫ ҫук пек, ыйха татса ҫӳретӗр, ача-пӑча вӑййи тупнӑ, — ҫӑварне тем пысӑкӑш карса анасларӗ те Кулюкка, ҫӑрана шӑлтӑртаттарса уҫса, кӗлете кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тен, ҫывӑх ҫынпа хутшӑнура йывӑр ыйтӑва татса пама май килӗ.

Вероятно, появится возможность решить сложный вопрос в отношениях с близкими вам людьми.

49-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

— Уретникпе те стражникпе хӑратни ҫитӗ! — сассине хӑпартарах татса хучӗ Ҫтаппан.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах паянхи чӗр пурнӑҫа, ӑсран тухнӑ этемсем хӑйне асаплантарнине тата упӑшкине тытсан ӑна та пӗтерме пул-тарассине аса илчӗ те пупа хирӗҫ хӑюллӑн татса хуравларӗ:

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Каялла тума эпӗ усламҫӑ мар, — татса хучӗ лаша хуҫи.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех