Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таткисем (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Турӑш кӗтессинче мӗн пуррине уйӑрса илме май ҫук: те турӑ кӗлеткисем вӗсем, те хӑрӑмпа юриех вараланӑ хӑма таткисем.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ун тавралла ҫунӑк хӑма таткисем ишеҫҫӗ, ҫыран хӗрринче — кӑмрӑкланнӑ хура чӑрӑшсем.

Куҫарса пулӑш

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Вӗсем тимӗр таткисем мар, вӗсем приборсем, ҫав приборсемпе ӗҫлеме эсир хӑвӑрӑн пӗтӗм пурнӑҫа панӑ пулас!

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл специалистшӑн ҫав тери ухмахла илтӗнекен «тимӗр таткисем» тенӗ сӑмаха персе яман пулсан, тен, эпӗ ытлашши вӗресе те кайман пулӑттӑм-и. Анчах ҫав ухмахла сӑмах мана ҫав тери тарӑхтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ача ӳчӗ пек ачаш хӑйӑра, чулланса ларнӑ йывӑҫ таткисене курӑнмалла тӑвать, ҫав йывӑҫ таткисем тахҫан карапсем пулнӑ-и тен…

Куҫарса пулӑш

9. «Лена калаҫать!» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

«Промышленноҫ», «Театр», — вуларӗ вӑл кашни папки ҫумнех ҫыпӑҫтарнӑ пӗчӗк ҫеҫ тӑваткал шурӑ хут таткисем ҫине ҫырнисене.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫул-йӗр пуҫламӑшӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ун тӗпне мучи тимӗр таткисем ҫапса лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пысӑк чул таткисем те, тимӗр-тӑмӑр та тупатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Тӗрӗслеҫҫӗ, хӑрушсӑр тӑваҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=TT-AT-ldbDw

Йывӑҫ вуллисен хушшинче ҫӗрӗк юман таткисем таса кӑвар пек ялтӑраса выртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Тӳпери пӗлӗт таткисем пӗр-пӗринпе пӗрлеше-пӗрлеше пысӑкланса-тачкаланса пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Тӳпере сарӑ хӗвеле картла-картла пӑтранчӑк пӗлӗт таткисем чупаҫҫӗ, вӗсен мӗлкисем юхан шыв тӑвайккине ӳксе тӗллӗн-тӗллӗн хӑрӑм пек хуратаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Витререн типӗ турпас таткисем илсе хутӑм, вута вӗрсех чӗртрӗм те картишне тепӗр хут тухрӑм: ыран валли шыв кӳмелле, вутӑ кӗртмелле.

Куҫарса пулӑш

Арӑм ҫук // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 46–49 с.

Хӑй самаях ырханланнӑ, куҫӗсем ватӑлнӑ хупах пек тӗксӗмленнӗ, ӳт-тирӗ ҫумне пылчӑк таткисем, пӗлтӗрхи куршанкӑ, талпиҫен йӗпписем ҫыпӑҫса тулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Уйрӑмах кӑнтӑр енче ӑна ҫерҫи хурчки пек тӗксӗм, сӑхӑ шупка пӗлӗт таткисем лӗклентерсе, вараласа майран кӑларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑткӑн // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 214–216 с.

Тусан-пӑсан, чалӑш-тӗлӗш юпасем, ҫӗрӗк хӑма таткисем, курӑк-марӑк ланчашкисем, хут ленчӗрккисем, вак-тӗвек вут хӑйпӑкӗсем, йывӑҫ хуйӑрӑн вакланчӑкӗсем, пуш кӗленчесем, ытти кӑштра кӑнӑш-канӑш…

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Ӑна кӗрсен, сисрӗм: пит-куҫа пӗчӗк пӑр таткисем тирӗнсе тулнӑ, питрен юн тумлать, сӑмсаран та юн шӗркесе аннӑ, куҫ чӑтма ҫук ыратать.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс ҫуран ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 4–8 с.

Ваҫҫапа Марук хыҫҫӑн вӗттӗн ҫурса вакланӑ шурӑ хут таткисем ҫеҫ вӗҫкелесе юлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.

Ирхине тӳпе янкӑр уярччӗ, анӑҫра кӑна пӗчӗк кӑтрашка пӗлӗт таткисем курӑнкалатчӗҫ; кӑнтӑрла иртсен, вӗсем пысӑкланса, хулӑнланса, хуралса хӑпарчӗҫ те ҫур тӳпене хупларӗҫ; тӗксӗмленнӗ Атӑл ҫинче чарлансем кӑшкӑрни, чӗкеҫсем ҫӗр ҫумӗпех вӗҫсе чӗвӗлтетни илтӗнчӗ; выртнӑ тусана ҫӗклесе, аслӑ юхан шыв енчен нӳрӗ, уҫӑ ҫил вӗре пуҫларӗ; хӗвел ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Шупашкар тӗлӗнче вӑл тап-таса, унӑн сенкер хумӗсем ҫинче хӗвел шевли вылять, шурӑ пӗлӗт таткисем ишсе иртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Пӗренесем ҫумне коранран илсе ҫырнӑ сӑмахсемлӗ, ылтӑнӑн та кӗмӗлӗн ялкӑшса тӑракан пир тӑрӑхӗсем, кавир таткисем ҫакса тултарнӑ тет.

Куҫарса пулӑш

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех