Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таткине (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Итленӗ май, тӗлӗнсе, кап карӑлнӑ ҫӑварӗ патне илсе пынӑ ҫӑкӑр таткине сӗтел ҫине хурать Терен: — Тен, вӗсем пач урӑх ҫынсем, тен, вӗсем пӗртте пӗлтӗрхисем мар, а? — иккӗленсе ыйтать вӑл.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ваҫукӑн вара халь тесен халь сиксе ӳкес килет Мишша ҫине, ӑна хаҫат таткине лутӑрканӑ пек лутӑркаса тӑкас килет — алра «X. Абаев» текен хут пурри ҫеҫ тытса чарать.

Куҫарса пулӑш

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Тухмалла та шумалла интернатран, — Ваҫук аллинчи хаҫат таткине вӑшт туртса илет Мишша.

Куҫарса пулӑш

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Урине ӳкерсе хӑварнӑ-ши кӑна? — шухӑшларӗ вӑл хут таткине пӗшкӗнсе илнӗ май.

Куҫарса пулӑш

2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Чӗтрекен пӳрнисемпе конверта пӗр пуҫӗнчен ҫурчӗ хайхискер, хӑмӑртарах хут таткине туртса кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мӗн тери савӑнмарӗҫ пулӗ Инке Яккӑвӗн килӗнче ҫак пӗчӗк хут таткине илсе вуланӑ хыҫҫӑн!

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑл, Иринӑна ирпе курнӑ пулсан та, тепӗр хут сывлӑх сунса, ларма сӗнчӗ, хӑй пысӑках мар хут таткине малалла вуларӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Чӗтрекен аллисемпе хут таткине умне кӑларса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Куҫлӑх // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 50–51 с.

Пӑлхануллӑн илчӗ вӑл Илле Энтипӗ тӑрӑшса ҫырса хатӗрленӗ хут таткине.

Куҫарса пулӑш

Куҫлӑх // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 50–51 с.

Тамара аллинчи хут таткине ҫурмаран чӗрсе шыва пӑрахрӗ те: — Пӗтрӗ, — терӗ тути хӗррине ҫыртса.

Куҫарса пулӑш

15 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Елизавета Павловна хут таткине тирпейлӗн хутлатрӗ те турӑш хыҫне чиксе хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӗсем хут таткине аллисенче чылайччен ҫавӑркаларӗҫ, пуҫӗсене суллакаларӗҫ, «Ҫаврашка» текен ӗҫ пуҫарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чӑшӑлтатса ҫыпӑҫнӑ тимӗр таткине илсе пӑрахиччен тимӗрҫӗн алли самаях пиҫсе кайма ӗлкӗрнӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Папанин текен хушма ятлӑ мӑлатук ҫапакан тимӗр таткине асӑрханмасӑр кирлӗ мар ҫӗртен шаплаттарнӑ та хӗрнӗ тимӗр касӑкӗ Ванюшӑн ҫанни ҫине ӳкнӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫат! тутарса ҫав вӑхӑтра, Ҫтаппан ҫӑл куҫа аякрах та мар выртакан чул таткине пӑрахать.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Никам чарайми, куҫа курӑнман вӑй ҫав тӗлӗнмелле ырӑ хӗм таткине, ҫав хӗрсе кайнӑ метал пӗрчине малалла илсе пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Кунтан — ҫӑлтӑрсем патне! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

«Эсир эп ҫырса хӑварнӑ хут таткине вуласа тухма пултартӑр-и?

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Унтан манӑн пӳрнесем кружкӑпа пусарса хунӑ хут таткине хыпашласа тупрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Акӑ, тархасшӑн, — тет хӗр, кӗҫех таврӑнса пынӑ хыҫҫӑн аллинчи хут таткине тӑсса парса.

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Хӑй ним пӗлми хытса ларнӑ пӳрнисемпе тытнӑ хут таткине те, ҫак хӗре те.

Куҫарса пулӑш

10. Ҫинҫе кӑна ҫутӑ пайӑрки // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех