Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

татарнике (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӳпере пур еннелле те ҫинҫе-ҫинҫе ҫипсем ярӑна-ярӑна иртеҫҫӗ, вӗсем хӑйсен ҫулӗ ҫинче мӗне тӗл пулаҫҫӗ, пурин ҫумне те ҫыпҫӑнаҫҫӗ; унта, ҫул ҫывӑхӗнче, вӗсем ҫӳллӗ татарнике сырса илнӗ те вӑл парашютпа пӗркенӗ пек; унта, авӑ, эрешмен картисем утӑ капанне сырса илнӗ — инҫетрен пас тытнӑ пек курӑнать; унта, авӑ, ҫӗр ҫийӗнчех ула курак вӗҫсе иртрӗ, унӑн хӳри патнелле тӑсса хунӑ шупка-тӗксӗм урисем ҫинче шурӑ лентӑсем явӑнса пыраҫҫӗ; унта, авӑ, ҫӗрелле ерипен вӗҫсе анса, эрешмен карти лаша ҫилхисене, тачанка ларчӑкне, ҫитменнине тата Дорофей хӑлхи ҫумне те ҫыпҫӑннӑ…

Тончайшие нити летели во все стороны, исписав все небо, цеплялись ко всему, что встречалось им на пути; близ дороги они опутали высоченный, старый и сухой татарник, и он белел, точно укрытый парашютом; паутинки облепили копну сена, — издали казалось, что она осыпана инеем; низко над землей пролетела ворона, и на ее прижатых к хвосту матово-черных лапках развевались белые ленточки; паутина опускалась на землю, садилась на козырек тачанки, цеплялась лошадям за гривы и даже Дорофею за ухо…

IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех