Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тартрӗ (тĕпĕ: тарт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ӗне темскер сӗт тартрӗ паян, — каларӗ Укахви, пӳрте кӗрсен, — ним чухлӗ те антармарӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Главнӑй инженер ун ҫине тем каласла пӑхса илчӗ, анчах чӗнмесӗр куҫне тартрӗ, пуҫне усрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

«Тоня, ҫапла-и?..» тенине илтсен, вӑл, Григориу ҫине пӑхасшӑн пулса, пуҫне кӑштах ҫӗклерӗ те, анчах пӑхма хӑюлӑх ҫитереймесӗр куҫне тартрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Ара, каларӑм-ҫке паҫӑр, — айккинелле пӑхрӗ вӑл, куҫне тартрӗ, — ку чухнехи ҫамрӑксем ирӗкрех пурӑнасшӑн, терӗм…

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Анчах Ҫтаппан куҫне самантрах тартрӗ те мана пӗлмен-асӑрхаман пекех малалла утрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Лешӗ куҫне тартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки шӑпчӑк юрри // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл ача ҫине пӑхса илчӗ те часрах куҫне тартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсем, самант шӑпланса, пӗр-пӗрин ҫине тӗлӗнӳллӗн те иккӗленӳллӗн куҫ ывӑткаласа илчӗҫ, хӑшӗ-пӗри, пуҫне пӗксе, йӳҫҫӗн куланҫи туса, куҫне аялалла та тартрӗ, анчах вӗсенчен нихӑшӗ те (Павӑлӑн ҫамрӑк упа вӑйне аса илсе-ши?) мӑнтӑрккана хирӗҫлеме хӑяймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Манӑн юлашки сӑмахсене илтсен, Кӗркури, ултав шалтан хӗссех лартнипе, тимӗр пӑрҫа ҫинче ларнӑ пек, купарчине кансӗррӗн хускаткаласа илчӗ, суя кулӑпа «варӑннӑ» питне-куҫне аялалла тартрӗ, анчах хӑй ҫӑварне шыв сыпнипех юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Арҫен куҫӗпе, ӑна темле сехре «автомашина фарипе» кӗретленсех курӑннӑ пек, малтан эрех тултарнӑ Кӗркури стаканне, унтан хӑй стаканне тӑнн та тӑнн! тирӗнчӗ, тутисем тем каласшӑн мӑкӑль-макӑль турӗҫ, юлашкинчен куҫне аяккалла тартрӗ те сӑмаха вӑлт! пӑрса ячӗ:

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Аркадий ҫакна пӗр авӑк сас памасӑр пӑхса тӑчӗ, унтан, хевтесӗр кулкаласа, куҫне аяккалла тартрӗ:

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Пурис текех куҫне ангелсем ҫинче тытса тӑраймарӗ — аялалла тартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чӑтаймарӗ ҫакна чылайччен куҫласа ларма — «хӗҫленнӗ» хырӑмне «тимӗрлетнӗ» чышкипе шӑлне шатӑртаттара-шатӑртаттара йӑвала-йӑвала, куҫне аяккалла тартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Андрей куҫне аяккалла тартрӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Брак пулнишӗн ытларах Гаврилов пӑшӑрханчӗ пулас, вӑл пач калаҫми пулчӗ, куҫне мастертан тартрӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ача хӑмӑр куҫӗсене мастертан тартрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ют хӗр Матвие курчӗ те куҫне тартрӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Лавр — куҫне тартрӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Пилот ун ҫине кӑшт ҫеҫ пӑхса илчӗ те куҫне тартрӗ.

Куҫарса пулӑш

ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Хӗр пичӗ, именнипе, чие ҫырли пек хӗрелсе кайрӗ, куҫне ҫӗрелле тартрӗ те: — Темле-ҫке. Хӑрама хӑрамастӑп-ха эпӗ санран. Эсӗ ырӑ ҫын, пӗлетӗп. Ҫапах та… — терӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех