Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

танкӑшрӗ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Михаҫ та резина тӗплӗ ҫӑм аттипе тӗллӗн-тӗллӗн юр лартнӑ пӑр тӑрӑх йӑр-яр шукаласа сулахай ҫыраналла танкӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑр ҫинче // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 116–118 с.

Ҫтаппан турткалашса каялла пӑха-пӑхах Улька хыҫҫӑн танкӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

26 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫав вӑхӑтра алӑкран инҫех те мар клиентсене пӗр шелсӗр таптаса каясла пысӑк хӑвӑртлӑхпа нольсемпе пуҫланакан номерлӗ «тойота» ҫӑмӑл автомашина ҫитсе чарӑнчӗ, унтан, мӑраланса, шыҫам, шӑлан ҫырли питлӗ, йӗкӗр янахлӑ, куҫӗ тӗслех тӗм хура ҫӳҫне кӗске шӑртла каснӑ,ҫӑмпа лавсанран тӗртнӗ пусмаран ҫӗленӗ куҫа ӗмекен хура костюм, хӑмӑрпа симӗс ылмат-хутӑш йӑрӑмлӑ кӗпе, урине лакпа витнӗ хура туфли тӑхӑннӑ, вӑтӑралла хӑвалакан кутамас арҫын тухрӗ, алӑка шалтлаттарса хупрӗ, хӑрӑм тӗслӗ яр-яр галстукне тӳрлетсе илчӗ, вара кӗмӗл питӗркӗчӗллӗ хура дипломатне сулмаклӑн сулкаласа, офисалла танлӑн танкӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Палламан арҫын-кӑмпаҫӑ унӑн шалти «эпӗ» тенине пуҫ таймасӑр авса-куклетсе иртсе кайсан, кӑмӑлӗпе лӗкленнӗ (хаяр сӑмах нухайккӑран та хытӑ ҫапать теҫҫӗ) Пурис кӑрлаттарса ӗҫлесе ларакан машини еннелле ҫаврӑнчӗ те ҫӳҫне-пуҫне хыҫалалла ласт! сулса илсе, йӑлхар пылчӑк ҫӑра-ҫӑра, хыҫалти кустӑрмисем патне пычӗ, кукленсе ларчӗ, апла та капла пӑхрӗ, сӑнарӗ, тӗпчерӗ, вара, тӳрленсе тӑрса, нимӗн тӑвайман енне каллех вӑрманалла хатӑррӑн танкӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Икӗ ҫухрӑма яхӑн танкӑшрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр сиссе те юлаймарӗ — темле асамлӑ вӑй ӑна сулахаялла вашт сулӑнтарчӗ те ячӗ, вара вӑл, ҫурӑмӗ ҫинчи ҫӑкне майлаштарса вырттарса, хӑрӑннӑ курӑкпа хупланнӑ ҫулпа васкасах малалла танкӑшрӗ, кӗтлӗхрен те, ҫамрӑк хурӑнлӑха куҫакан сылтӑмри вӗтлӗхрен (кашни йывӑҫ хӑйӗн ушкӑнӗшӗн ҫеҫ кашласшӑн, теҫҫӗ) те иртрӗ, тин ҫеҫ лартнӑ тата шалкӑм хырлӑха та, пач йывӑҫ-курӑксӑр, хуралса-кӗлленсе выртакан уҫӑ вырӑна та (кунта иртнӗ шӑрӑх кунсенче ама вут алхаснӑ пулас) хыҫала хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ну, ыранччен, — Кузьма Афанасьевич Андрей Васильевича, тав тунӑн, уҫӑ куллипе тепре пахаласа ыталарӗ те ҫӑмӑл уттипе урамалла танкӑшрӗ

Куҫарса пулӑш

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Тӑран тӑнкӑртатса, ҫур ял илтмелле… — кисӗпписене йӑтса, ҫӗклемне хуллуҫҫи урлӑ уртрӗ те анлӑ сукмакпа тӑвалла васкаварлӑн танкӑшрӗ вӑл, каччӑ: «Хӑть клуба тухатӑн-и кӗҫӗр, тух, Елькка, кӗтетӗп», — тенине те тӑнласа тавӑрмарӗ, юранӑтӑртаттарса-пӑтӑртаттарса, ӳкернӗ йӗрпе ӳсӗмлӗн малалла ярӑнтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ильинична татах темскер каласшӑнччӗ, анчах Аксинья ним шарламасӑр витресем патне ҫаврӑнса утрӗ, картлӑ кӗвентене хулпуҫҫийӗсем ҫине илсе йӑтрӗ те, шыва чӑлт-чалт сирпӗнтерсе, сукмак тӑрӑх хӑвӑрт килнелле танкӑшрӗ.

Ильинична хотела еще что-то сказать, но Аксинья молча повернулась, подошла к ведрам, рывком подняла на плечи коромысло и, расплескивая воду, быстро пошла по стежке.

XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех