Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тани (тĕпĕ: Таня) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анаткасра ваттисем пурӑнаҫҫӗ: И. С. Максимов-Кошкинский, Тани Юн, П. Н. Осипов…

Куҫарса пулӑш

Тулӑх тапхӑр // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Тен, танлантарса тани вӑл?

Брезгует она им или цену набивает, чванится?

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Юлашкинчен хӑйӗн арӑмне (Тани Юна) Тевлет вилли ҫинче хӳхлесе мӑкӑрттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Сарпике рольне вара Тани Юн вылярӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ҫапла, Максимов-Кошкинскипе Тани Юн ку картинӑпа хӑйсене кӑна мар, пӗтӗм чӑваш халӑхне ҫӗклерӗҫ, — терӗ Ольга Матвеевна.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапла ҫырать Тани Юн «Аса илес килменнисем» ятлӑ аса илӗвӗнче («Хыпар» кӗнеки. 6 №, Шупашкар, 1993, нарӑс, 2).

Куҫарса пулӑш

Янкӑлч тӑрӑхӗ – чӑваш литературинче // М. Петрова. http://gazeta-kanash.cap.ru/publication. ... 6&page=658

Чӑвашларан вырӑсла Тани Юнпа Иоаким Максимов-Кошкинский куҫарнӑ.

С чувашского на русский перевели Тани Юн и Иоаким Максимов-Кошкинский.

Крымра вӑрттӑн ӗҫлени // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Тӑлмачӗ — Тани Юн.

Переводчик — Тани Юн.

Туслӑ ачасем // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗнче «Асам» кинофестивале уҫнӑ май шӑпах чӑваш кино ӗҫне пуҫарса яракансен — Иоаким Максимов-Кошкинскипе унӑн мӑшӑрӗн Тани Юнӑн — аса илӗвӗсене тепӗр хут кӑтартни вырӑнлӑ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӑх тымарӗ ҫирӗп-ха // Хыпар. «Хыпар», 2017.11.20

Текста журналист тата ҫыравҫӑ чӑвашсен пӗрремӗш хӗрарӑм-актрисине Тани Юна халалланӑ.

Текст журналист и писатель посвятил первой чувашской женщине-актрисе Тани Юн.

Тани Юна халалланӑ текстпа диктант ҫыртарӗҫ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/21895.html

«Диктант тексчӗсен «Тӗп хуламӑр — Шупашкар» е «Театр ҫулӗ» конкурсне пӗтӗмлетес, Владислав Николаев ҫыравҫӑ, журналист Тани Юн пултарулӑхне халалласа ҫырнӑ текста суйласа илес», — тесе ҫырнӑ институтӑн сайтӗнче.

"Подвести итоги конкурса текстов диктанта "Главный город — Чебоксары" или "Год театра", выбрать текст писателя, журналиста Владислава Николаева, посвященный творчеству Тани Юн" — так написано на сайте института.

Тани Юна халалланӑ текстпа диктант ҫыртарӗҫ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/21895.html

Ӑна пултаруллӑ та илӗртӳллӗ Тани Юн калӑпланӑ.

Её хорошо и привлекательно изобразила Тани Юн.

Малтанхи чӑваш фильмӗсем // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.22

Унти тӗп сӑнара калӑпланӑ актриса Тани Юн ҫапла аса илнӗ пулнӑ: «Ман валли те сахал мар терт тупӑнчӗ ун чухне: ҫулла ӳкермелли сценӑна темшӗн кая хӑварчӗҫ те кӗр пуҫлансан тин ӗҫе тытӑнчӗҫ…

Главная героиня этого фильма актриса Тани Юн вспоминала так: "И для меня было много трудностей тогда: сцены, которые должны были сниматься летом, оставили и начали эту работу только осенью...

Малтанхи чӑваш фильмӗсем // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.22

Ҫапах та Тани Юнӑн «Аса илес килменнисем» кӗнекине вуланӑ хыҫҫӑн пӗр-пӗр чӑваш режиссёрӗ Тани Юнпа И. Максимов-Кошкинский ҫинчен сценари ҫырса илемлӗ чӑваш фильмӗ ӳкерессе ӗненес килет.

Куҫарса пулӑш

Хапха ҫинчи пӗрремӗш кадрсем // Михаил Игнатьев. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех