Шырав
Шырав ĕçĕ:
Такӑш вӑхӑтра вӑл кунта килсе тӑнӑ.
Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Савантер такӑш самантра ури ҫине сиксе тӑчӗ.
Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫавӑнта укҫа хунине шалтах манса кайнӑ вӗт ват супнӑ, такӑш тӗлте-ҫке кӑларса ҫул ҫине вӑркӑнтарса хӑварнӑ.
Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.
Ҫынсем (кунта такӑш ял та пур-тӑр) ӗҫе вӗсенчен те маларах пуҫӑннӑ иккен: вӑрман рабочисем кӑшкӑрашнипе тата касса янӑ йывӑҫсем ӳкнипе ухлатса кӑна тӑрать.
ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Анчах колхоз такӑш бригадӑна парать-ха.
XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Унпа юнашар тӑракан Басовский кӗтмен ҫӗртен, асӑрхаман пек, хӑвӑрт унӑн тутине тутӑрпа хупларӗ, пӗр самантра уртса янӑ йывӑр утиял пуҫа хупласа илчӗ; такӑш пӗри ҫавӑрса тытрӗ те, кӑшт кӗрешкелесенех, ура явса хӑвӑрттӑн ӳкерчӗ; ҫирӗп алӑсем, ҫӗр ҫумне пусса лартрӗҫ; урасене темскерпе явса илчӗҫ…
XXXI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Ӑна такӑш пӗри хыҫалтан чӗнчӗ:
IX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Епле савӑнать, хӗпӗртесе ташлать чӗре, ӗлӗк-авал, такӑш ҫулта, такӑш уйӑхра тӗнчере пулса иртнӗ япаласем ҫинчен илтсен!
Пӗр чиркӳри тиечук пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Марийка хӑй те астумасть, такӑш вӑхӑтра виле ҫумне чӗркуҫленсе ларчӗ, вӑл, такӑш вӑхӑтра, ним тума пӗлмесӗр, шур ҫырли аврисенчен тыткаласа ун-кун турткаланса илчӗ.
V // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Такӑш мӑшкӑламӑшӗ карикатура ӳкерсе хунӑ: калушпа, тавӑрнӑ брюкипе, зонтик айӗнче Беликов пырать, унпа юнашар, аллине ун хулӗнчен ҫаклатса, Варенька утать, ӳкерчӗкӗн айне «Юратакан пулса кайнӑ антропос» тесе ҫырса хунӑ.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Начальниксенчен такӑш курӑнчӗ.
19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Шӑрчӑксем пӗр чарӑнмасӑр сӑйлаҫҫӗ тата, такӑш тӗлерех куккук хыттӑн янратса авӑтать.Стрекотали кузнечики, и где-то певуче и громко куковала кукушка.
5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Такӑш хушӑра тутлӑ апат пӗҫернӗ, урай ҫунӑ...
Такӑнсан - тӑратӗҫ, чун нишлӗленсен - таптӗҫ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №
- 1