Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таврӑнчӑк (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унӑн, Митюкӑн, хулӑн, таврӑнчӑк тути нихӑҫан та ӑшӑ, илӗртӳллӗ кулӑпа чечекленмест, тӑрӑхларах шупка, кӳсе пичӗ саркаланса ҫуталмасть — вӗсене бронзӑранах тунӑ тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Унӑн шатра ҫисе янӑ пичӗ хаяр тарӑхупа тулнӑ, таврӑнчӑк пысӑк тути пӗрехмай йӗрӗнчӗклӗ кулӑпа чалӑша-чалӑша илчӗ.

Широкое изъеденное оспой лицо ее было исполнено злой решимости, крупные вывернутые губы все время кривились в презрительной усмешке.

XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Еврей кӗмӗл укҫана кача пӳрнипе аллаппи ҫине хӗстерсе тытрӗ те, таврӑнчӑк куҫхупаххине усса ярса, пӑлтӑра тухрӗ.

Еврей мизинцем прижал к ладони монету, опустил вывернутое трубочкой веко и пошел в сени.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Таврӑнчӑк куҫхупахиллӗ, пейсӑллӑ ватӑ еврей казаксене пуҫне тая-тая йышӑнчӗ.

Старый, пейсатый, с вывернутым веком еврей встретил казаков поклонами.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аксинья питне тутӑрпа чӗркемесӗрех ҫӳрет, куҫӗ айӗнчи тарӑн йӗрсем хурарах та кӑваккӑн курӑнаҫҫӗ; тӑртанчӑк та кӑштах таврӑнчӑк ҫӑткӑн тутисем унӑн канӑҫсӑррӑн та аскӑнчӑклӑн кулаҫҫӗ.

Аксинья ходила, не кутая лица платком, траурно чернели глубокие ямы под глазами; припухшие, слегка вывернутые, жадные губы ее беспокойно и вызывающе смеялись.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех