Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таврӑнасса (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эсир каҫа таврӑнасса кӗтсе, баракра ухмах сутса ларас килмерӗ, тухрӑм та утрӑм.

Куҫарса пулӑш

1 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Халӗ акӑ ача ҫураласса, упӑшки вӑрҫӑран сывӑ таврӑнасса

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле кӑна упӑшки каялла таврӑнасса кӗтнӗ пек пӗр вырӑнта хытса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Киле Ҫӗнтерӳпе таврӑнасса кӗтекен ашшӗсене — ятарлӑ ҫар оперцийӗн зонинче хӑйсен тивӗҫне харсӑррӑн пурнӑҫлакан ҫар служащийӗсене — уйрӑммӑн тав тӑватӑп.

Я хочу выразить особую благодарность отцам, которых ждем дома с Победой – военнослужащим, отважно выполняющим свой ратный долг в зоне специальной военной операции.

Олег Николаев Ашшӗн кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://www.cap.ru/news/2023/10/15/oleg- ... -dnem-otca

Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Артур Зарипов хӑйӗн ҫул умӗнхи каланӑ сӑмахӗнче ҫитес тӗлпулу ҫитес кунсенче пуласса шаннине тата боеца ҫӗнтерӳпе таврӑнасса шаннине палӑртнӑ.

Глава администрации района Артур Зарипов в своей напутственной речи выразил уверенность, что следующая встреча состоится ближайшем будущем и пожелал бойцу вернутся с победой.

Офицерсем - пирӗн ҫар мӑнаҫлӑхӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -h-3435892

Йӑпатса хавхалантарасшӑн ҫеҫ ҫырчӗ-ши е чӑнах та эп тӑван литературӑна таврӑнасса шанать-и?

Куҫарса пулӑш

«Ӗмӗр сакки сарлака» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Шарафуковсем вӗсем ырӑ-сывӑ таврӑнасса шанаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ватлӑха хакламалла // Павел ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d0%b2%d0%b ... %bb%d0%b0/

Эпир пур паттӑра та ялӗпех кӗтсе илетпӗр, ӑсатса яратпӑр, ҫӗнтерӳпе таврӑнасса кӗтетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Пурне те пархатарлӑ ӗҫе явӑҫтарма тӑрӑшатпӑр // Галина СКОРОБОГАТОВА. https://ursassi.ru/articles/%D0%A5%D0%B0 ... -r-3389030

Пӗртен-пӗрех йӑпанӑҫ халь унӑн — йӑмӑкӗ шкултан таврӑнасса кӗтни.

Куҫарса пулӑш

12 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Шутламан вӑл кун пирки, яланах хӑйӗн арӑмӗ таврӑнасса кӗтнӗ, ялан хӑйӗн арӑмне аса илсе пуҫне ҫӗмӗрнӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хӑвӑртрах каялла таврӑнасса анчах шанса тӑратӑп.

Куҫарса пулӑш

Фонд филиалӗ уҫӑлчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=LwwKKoN9N_c

Ҫук, ун пек хӑтланни илемсӗр, усӑсӑр — иккӗмӗш сыпӑкри тӑванӗ хуларан таврӑнасса кунтах кӗтмелле-тӗр.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ку ӗнтӗ сыввӑн таврӑнасса ҫав тери ҫирӗп шаннипе кӑна ҫуралма пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Укаслу, эпӗ таврӑнасса кӗт эсӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл Хӗрлӗ Ҫар каялла таврӑнасса шансах тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кирукпа юлташӗсем Хӗрлӗ Ҫар каялла таврӑнасса кашни кун кӗтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Эпир, ял ҫыннисем, ҫӗршывӑн маттур та шанчӑклӑ хӳтӗлевҫипе мӑнаҫланатпӑр, вӑл тӑван яла сывӑ йӗркеллӗ таврӑнасса кӗтетпӗр.

Куҫарса пулӑш

«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/

Ӗнтӗ вӑл хулана ҫутӑлла таврӑнасса сунма пӑрахрӗ, анчах хӑй пурпӗрех тӑрӑ, тӑнӑҫ кӑмӑллӑ мар.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Килӗ умне ҫитсе чарӑннӑ хӗрача хӑйне хӑрушӑ тӗлӗкри пек туйрӗ, ҫав тӗлӗкрен вӑранса чӑн-чӑн илемлӗ те ҫутӑ пурнӑҫа таврӑнасса шанчӗ, анчах кӑкӑрта чӗре сиксе тухас пек тапнинчен, аллипе час-часах ӑна тытса пӑхнинчен хӑй ҫывӑрманнине ӗненчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Вӗсем кашни кунах ашшӗне вӑрҫӑран таврӑнасса кӗтсе пурӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех