Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таврашӗ (тĕпĕ: тавраш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем тапӑнса ҫӳреме пуҫласанах, вӗсен ылтӑн та, тумтир таврашӗ те — пурте пулать.

Как только они начнут жизнь, полную приключений, будут и золото, и костюмы.

13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Утравӗ сӗм-ҫӑра вӑрман ӳссе ларнӑ леш енчи ҫыран патнеллерех выртать, унта пӗр ҫын таврашӗ те ҫук.

Остров был необитаем; он лежал ближе к другому берегу, как раз напротив густого и почти безлюдного леса.

13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Урӑх санӑн эмел таврашӗ ӗҫмелле пулмӗ.

Никакого лекарства тебе больше не надо принимать.

12-мӗш сыпӑк. Кушак аҫи тата «ыратнине лӑплантаракан эмел» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Унта хурал таврашӗ те ҫук, тӗрминче ларакансем те сайра хутра ҫеҫ пулкалаҫҫӗ.

И сторожа при ней не полагалось, да и занята она бывала редко.

11-мӗш сыпӑк. Том лайӑх мар ӗҫ тунӑшӑн асапланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫитменнине тата, ҫӑвӑнса хӑтланни те унӑн йӑли таврашӗ пулман.

В особенности умывание, не входившее в привычки Поттера.

11-мӗш сыпӑк. Том лайӑх мар ӗҫ тунӑшӑн асапланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Йӗри-тавра шӑпах, ҫын таврашӗ те курӑнмасть.

Она осталась без товарища, совсем одна, в молчании и одиночестве.

7-мӗш сыпӑк. Сӑвӑса чуптарса ҫӳрени тата аманнӑ чӗре // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Урамӗнче ҫын таврашӗ ҫӳрени курӑнман.

Улица была безлюдной.

3-мӗш сыпӑк. Вӑрҫапа тата юратупа аппаланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Шампунь-супӑнь, вырӑн таврашӗ, чей-кофесӗр пуҫне текех нимӗн те ҫук унӑн.

Куҫарса пулӑш

Мӗн пур ӗҫе пӑрахса майра шырамалла! // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. Ҫамрӑксен хаҫачӗ

Варени-джем таврашӗ сахӑр диабечӗпе, самӑрлӑхпа нушаланакан ҫынсене юрамасть.

Куҫарса пулӑш

ТӖРӖС АПАТЛАННИ СЫВЛӐХШӐН ПӖЛТЕРӖШЛӖ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№

Панулми, пыл, ҫӗнӗ тырра авӑртса тунӑ ҫӑнӑхран пӗҫернӗ ҫӑкӑр-кукӑль таврашӗ — уяв кӗрекинчи тӗп ҫимӗҫсем.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

– Пирус таврашӗ пӑсмӗччӗ.

Сигареты бы не помешали.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Хӑтлӑх пирки сӑмах хускатсан чи малтанах хамӑр пурӑнакан кил таврашӗ ҫинчен шутлатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Куракӑшсен ӗҫӗ пархатарлӑ та сӑваплӑ // Владислав АНТОНОВ. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.06

33. Эпӗ хам валли никамран та кӗмӗл те, ылтӑн та, тумтир таврашӗ те ыйтмарӑм: 34. хама кирлине те, хампа ҫӳрекенсене мӗн кирлине те ҫак аллӑмсем туса тӑчӗҫ, эсир ӑна пӗлетӗр.

33. Ни серебра, ни золота, ни одежды я ни от кого не пожелал: 34. сами знаете, что нуждам моим и нуждам бывших при мне послужили руки мои сии.

Ап ӗҫс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

27. Иисус ҫыран хӗррине тухсан, Ӑна пӗр хула ҫынни, тахҫантанпах усал сывлӑш ернипе асапланаканскер, тӗл пулнӑ; вӑл тумтир таврашӗ те тӑхӑнман, пурӑнасса та килте мар, ҫӗр хӑвӑлӗнчи тупӑклӑхра пурӑннӑ.

27. Когда же вышел Он на берег, встретил Его один человек из города, одержимый бесами с давнего времени, и в одежду не одевавшийся, и живший не в доме, а в гробах.

Лк 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Патша, ку ҫыруҫӑсене парнесем парса сутӑн илнӗ пулӗ, ҫавӑнпа вӗсем иудейсене асап кӑтартасран чееленсе пӑрӑнаҫҫӗ пулӗ тесе, вӗсене тата хытӑрах хӑратнӑ; вара лешӗсен патшана курӑмлӑн ӗнентерме тивнӗ: ҫыруҫӑсем ӑна ҫак ӗҫ валли хут таврашӗ те, хӑмӑш калем те ҫитменнине ӗнентерсе панӑ.

15. Когда же царь еще строже угрожал им, предполагая, что они подкуплены дарами и коварно избегали наказания, тогда пришлось осязательно убедить его в том. Они доказали, что недостает у них ни хартий, ни необходимых для того письменных тростей.

3 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Эпӗ вара каларӑм: эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм! манӑн чунӑм нихӑҫан та ирсӗрленменччӗ, ачалӑхӑмран пуҫласа халиччен те эпӗ виле таврашӗ е тискер кайӑк ҫурса пӑрахнине ҫисе курманччӗ; манӑн ӑшӑма нимӗнле таса мар аш та кӗменччӗ, терӗм.

14. Тогда сказал я: о, Господи Боже! душа моя никогда не осквернялась, и мертвечины и растерзанного зверем я не ел от юности моей доныне; и никакое нечистое мясо не входило в уста мои.

Иез 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Вӗсенӗн ӗҫки-ҫикинче — арфа та кӗсле, тӳнкӗр те шӑхличӗ, эрех таврашӗ; Ҫӳлхуҫа ӗҫӗсем ҫине вӗсем ҫаврӑнса та пӑхмаҫҫӗ, Унӑн аллийӗ пултарнӑ ӗҫсем ҫинчен шухӑшламаҫҫӗ.

12. и цитра и гусли, тимпан и свирель и вино на пиршествах их; а на дела Господа они не взирают и о деяниях рук Его не помышляют.

Ис 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Юм юмлани, тӗшмӗш, тӗлӗк таврашӗ — пурте суя, ҫуратакан арӑм ӗмӗтленсе тӑнӑ пек, вӗсем чӗрене ӗмӗтлентереҫҫӗ.

5. Гадания и приметы и сновидения - суета, и сердце наполняется мечтами, как у рождающей.

Сир 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Товит унран ыйтнӑ: каласам мана, тӑванӑм, мӗнле йӑхран, кам таврашӗ эсӗ? тенӗ.

11. Товит спросил: скажи мне, брат, из какого ты колена и из какого рода?

Тов 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Орна Давида каланӑ: илех; патша хуҫамӑм хӑйне кирлӗ пек тутӑр; акӑ пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳме вӑкӑрсем парам, тӑпачӑ таврашӗ вутӑлӑх пултӑр, тулӑ та парне валли пултӑр, йӑлтах тӳлевсӗр, ахалех, паратӑп, тенӗ.

23. И сказал Орна Давиду: возьми себе; пусть делает господин мой царь что ему угодно; вот я отдаю и волов на всесожжение, и молотильные орудия на дрова, и пшеницу на приношение; все это отдаю даром.

1 Ҫулс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех