Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таврашне (тĕпĕ: тавраш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӳртпе карта таврашне юсасси те, пахчасене ҫумлассипе шӑварасси те вӗсен тивӗҫӗ шутланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑй телейне ют ҫӗртре шыраман // Елена ВАЛИЕВА. https://ursassi.ru/articles/kun-ul-ka-al ... an-3444420

Апат таврашне мӗнле пӗҫерсе ҫиет-ши вӑл?

Куҫарса пулӑш

XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Сӗллине те пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн ӑсатнӑ, посыпкине те, утӑ-улӑм таврашне те.

Куҫарса пулӑш

VIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хӑйӗн чи чаплӑ ут таврашне хатӗрлерӗ Мустай.

Куҫарса пулӑш

VIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ял халӑхӗ субботнике те туслӑ йышпа тухнӑ, кӳлӗ таврашне ҫӳп-ҫапран тата йывӑҫ-хунавран тасатнӑ, тӑпрапа вырӑнти ҫулсене юсанӑ ҫӗрте усӑ курнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ялта кӳлӗ чавнӑ // Канаш Ен. http://kanashen.ru/2023/09/08/%d1%8f%d0% ... b2%d0%bda/

Шкулта усӑ курмалли вӗрентӳ хатӗрӗсене пӗтӗмпех туяннӑ: сӗтел-пукан таврашне, спорт хатӗрӗсене, ачасене апатлантарма, вӗри апат хатӗрлеме ятарлӑ оборудованисене те илнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Садовӑй» микрорайонти шкула ҫитес ҫулта туса пӗтерме тӗллев лартнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/09/07/sado ... usa-pterme

Сӑмах май, Министр выльӑхсене планпа килӗшӳллӗн профилактика ӗҫӗсене йӗркелемеллине, вакцинаци таврашне те вӑхӑтра тумаллине чӗнсе каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре ял хуҫалӑх техники ҫӗнелсе пырать – кӑтарту виҫӗ хут ӳснӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/09/08/chva ... ratj-ktart

Ял хуҫалӑхӗнче усӑ куракан техника таврашне туянма Чӑваш Енре 2020 ҫултан пуҫласа республика хыснинчен хушма укҫа-тенкӗ уйӑраҫҫӗ, тӑкаксене саплаштарма субсиди мелӗпе тӗрев парса витӗм кӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре ял хуҫалӑх техники ҫӗнелсе пырать – кӑтарту виҫӗ хут ӳснӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/09/08/chva ... ratj-ktart

Ҫулҫӳрев «Башкирское долголетие» проекта пула йӗркелеме май килнӗ, ун шайӗнче пирӗн районти 45 ҫын Стерлитамак таврашне ҫитсе курнӑ.

Путешествие стало возможным благодаря проекту «Башкирское долголетие», в рамках которого 45 жителей нашего района посетили окрестности Стерлитамака.

Пишпӳлек районӗнчи аслӑ ҫулти ҫынсем Торатау кайса курнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... rn-3369607

Вӗсем ӗлӗк тӗрлӗ страшник-справник таврашне пайтах ҫехӗрлентернӗ.

Куҫарса пулӑш

Чемее пырса кӗрсен // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 1№ — 2-3 с.

Паянхи кун строительсем спорт площадкин таврашне хӑтлӑлатас енӗпе тимлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Халӑх пуҫарӑвне яланах ырласа йышӑнаҫҫӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/08/04/%d1%85%d0% ... %d0%b0cce/

Кану, отпуск таврашне манса ӗҫлени хӑйӗн ҫимӗҫне кӳнех ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Галина абрамова: «Чӗлхепе тӗнче уҫҫи тытатӑп» // Светлана РАЗУМОВА. http://kanashen.ru/2023/06/16/%d0%b3%d0% ... %82%d0%b0/

— Ҫапла, ҫамрӑксемпе ҫулсеренех субботниксем йӗркелетпӗр, тавралӑхри ҫӳп-ҫапа пуҫтаратпӑр, палӑксем таврашне тирпей-илем кӳретпӗр.

Куҫарса пулӑш

Ҫитӗнӳсен пухмачӗ ырӑ ӗҫсемпе пуянлантӑр // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d2%ab%d0%b ... %bd%d0%bb/

— Уншӑнах больница таврашне чӑрмантарса ҫӳре тата.

Куҫарса пулӑш

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Хӳме-карта ҫуммине те, йывӑҫсен таврашне те курӑк пуснӑ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Тислӗк таврашне те турттарма меллӗ вӑл…

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енри тухтӑрсем тем те ӑсласа кӑларма ӑста! // Аҫтахар Плотников. https://t.me/senkapkan/213

Ҫирӗклӗ Шӑхаль ялӗнче С.Перепелкин староста ертсе пынипе ҫӑлкуҫа тасатас тата ун таврашне тирпей-илем кӗртессипе тимлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Округ пурнӑҫӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d0%be%d0%b ... 0%bdace-6/

— Упӑшка таврашне шанса нумаях пуяймӑн.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Эп пӗр-пӗр ирӗклӗрех, ҫивӗчрех сӑмах калатӑп кӑна — кӑкӑр таврашне хыпашлама тытӑнатӑн.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Ҫук, Петр Васильевич митингпа демонстраци таврашне хирӗҫ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех