Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таврара (тĕпĕ: тавра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах таврара нимле ял та курӑнмасть.

Но поблизости не было никакой деревни.

XXV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Пирӗн таврара ун пеккисем ҫук, ялтан ик-виҫӗ километрта Ситек еннелле лайӑх вырӑн пур.

В наших окрестностях таких нет, в двух—трех километрах от деревни в сторону Малого Седяка есть хорошее место.

Алӑсене ӗҫ – чуна савӑнӑҫ // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -n-3468717

Эпир хамӑр таврара ҫӗр ҫийӗн пӗчӗк пайне ҫеҫ куратпӑр, ҫавӑнпа та эпир чӑмӑр ҫӗр ҫинче пурӑннине туймастпӑр.

Мы видим вокруг себя только маленькую часть земной поверхности и потому не замечаем, что живем на шаре.

Ҫӗрӗн формипе пысӑкӑшӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Пирӗн таврара ҫулсем те чылай ҫӗр йышӑнса выртаҫҫӗ.

Немало земли у нас в окрестностях занято и путями сообщения.

Пирӗн шкул таврашӗнчи ҫӗрпе мӗнле усӑ кураҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

2. План ҫинче таврара курӑнакан япаласене тупӑр.

2. Найдите на плане предметы, которые видны вокруг.

Пӗр-пӗр вырӑнӑн планӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Таврари ҫӗршыва кашни ҫыннӑнах аван пӗлсе тӑмалла, кашниннех хӑй хӑш вырӑнта пурӑннине, таврара мӗн-мӗн пуррине лайӑх пӗлмелле, кирек хӑш ҫула та тупма пӗлмелле.

Каждый человек должен хорошо представлять себе окружающую местность, знать, в каком месте он живет, что находится вокруг него, уметь находить любую дорогу.

Эпир мӗн пирки аташса кайрӑмӑр // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Курма май килнӗ таран пӑхсан та, таврара пӗр тӑшман самолечӗ те курӑнман, тӳпере нимрен хӑрамалли те ҫук пек туйӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

22. Лукашев хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫа кӗртет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Таврара пӗтӗмпех йынӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Радиоещӗк темскер йӑсларӗ, анчах Завьялов нимӗн те илтмерӗ, ӑна таврара ҫав тери шӑп пулса тӑнӑ пек туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Эсӗ таврара пӗтӗмпех улшӑннине пӗлнӗ.

Куҫарса пулӑш

18. Малалла, малалла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Турбинӑсем ҫав тери хытӑ кӗрленӗ пулсан та, Завьялова хӑйсем шӑплӑхра вӗҫсе пынӑ пек, аялта йӑсӑрланакан кӑтра пӗлӗтсемсӗр тата вӗсем ҫийӗнчи сивӗ, чунсӑр, пӗр тӗслӗ тӳпесӗр пуҫне таврара нимӗн те ҫук пек туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

18. Малалла, малалла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Сана тӗрӗссипе калас пулсан, эпӗ вӑрҫӑ пӗтес куна, таврара шӑп пулса тӑрас куна хӑраса кӗтсе пурӑннӑ, вӑрҫӑ пӗтнӗ хыҫҫӑн манӑн нимӗнле шанчӑк та пулмасран, хам тӑр-пӗччен тӑрса юласран шикленнӗ…

Куҫарса пулӑш

16. Осокин // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

«Пирӗн ӗне пекки таврара тупаймӑн. Пӑрушӗ те унран юлас ҫук», — терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ку таврара ҫӗтӗк таврашӗнчен, ҫӗвӗ машини айне юлнӑ татӑк-кӗсӗкрен ҫавӑн пек кавир тӗртме юратаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Таврара никам та ҫук.

Куҫарса пулӑш

X сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Сирӗн таврара шӗпӗнсем пур…

Куҫарса пулӑш

VIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Таврара шап-шурӑ юр.

Куҫарса пулӑш

VII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ялан ҫак таврара ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

VI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Таврара ҫӗр-ҫӗр километрта пӗр чӗрӗ чун та тупаймӑр.

И не единого живого организма на сотни километров вокруг.

Кубер-Педи — ҫӗр айӗнчи хула // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6392.html

Тӳпене ҫӑлтӑрсем карса илсен те юрӑ-кӗвӗ таврара янраса тӑчӗ, тӗрлӗ ҫӗртен килсе ҫитнӗ юрӑҫсем хӑйсен пултарулӑхӗпе куракансене савӑнтарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ-кӗвӗ чылайччен янӑранӑ // Марина ВОЛКОВА. http://kasalen.ru/2023/08/29/%d1%8e%d1%8 ... %bd%d3%91/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех