Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тавлашу сăмах пирĕн базăра пур.
тавлашу (тĕпĕ: тавлашу) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак лайфхак тавлашӑва конструктив енне тавӑрма пулӑшать, оппонентсен тимлӗхне пӗр-пӗрин сӑнарӗсем ҫинчен тавлашу теми ҫине куҫарать.

Куҫарса пулӑш

Тавлашу ҫинчен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1300

«Тавлашу валли тата тавлашуран тухӑҫ пултӑр тесен тавлашакансем пӗр еннелле пӑхни кирлӗ, вӗсен тӗллевӗ пӗрпек чӑнлӑх пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Тавлашу ҫинчен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1300

Ай-ай, нумая пычӗ вырӑссемпе Хусан ханӗсем хушшинчи ку тавлашу, тавлашу мар — юнлӑ вӑрҫӑ.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Марс ҫинче каналсем пуррипе ҫукки ҫинчен пыракан тавлашу ытти планетӑсем ҫинче пурнӑҫ пурри-ҫукки ҫинчен пыракан тавлашу патне илсе пырать.

Чисто научный, казалось бы, спор о том, есть ли на Марсе каналы, сводится к спору о том, есть ли жизнь на других планетах.

Марс // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

Капла калани тавлашӑва кӑштах лӑплантарчӗ, анчах вӑл нумая пымарӗ, тавлашу каллех тапранса кайса пӗр-пӗрне ҫиесси пуҫланчӗ.

Это замечание задержало немного спор, но скоро он опять загорелся и снова перешел в личности.

V // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.

— Пӗлес ҫук ҫав тавлашу кам пирки тухса кайнине, вӑл тавлашу чӑнах та пулнӑ пулсан.

— Почем знать, из-за кого произошла эта ссора, если только она вообще была.

LXVIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Вӗсем ку ыйту ҫине тӗрлӗ енчен пӑхаҫҫӗ тата пӗр-пӗрне сӑмахпа кӳрентереҫҫӗ пулин те, тавлашури хӗрӳллӗх пӗртте сивӗнмерӗ, ун пек тавлашу лайӑх пӗлӗшсем хушшинче кӑна пулма пултарать…

И, как бывает только между хорошо знакомыми людьми, резкость выражений и крайности точек зрения не охлаждали их пыла…

Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Высоцкипе Прохарченко хушшинче тавлашу пуррине пурте пӗлнӗ, вӗсен кашниннех хӑйсен майлӑ тӑраканӗсем пулнӑ, пур ҫӗрте те тавлашу пуҫланса кайнӑ, ҫынсем, ушкӑн-ушкӑн пухӑнса, вӗҫӗмсӗр калаҫнӑ.

Все знали о разногласиях между Высоцким и Прохарченко, у каждого из них были свои сторонники, всюду разгорались споры, образовывались человеческие круговороты.

4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Тавлашу тесен тавлашу пулмарӗ ку, Паганелӗн ҫак сӑмахӗсемпе калаҫу та пӗтрӗ.

Этими словами Паганеля закончился спор, если можно так назвать разговор.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

 — Халь-халь хӑрушӑ тавлашу пуҫланса каяс пек туйӑнать — ҫавӑн пек тавлашу вӑхӑтӗнче вара е хӑвна, е ӑна вӗлерес килет.

Чувствуешь, что вот-вот начнется та страшная ссора, при которой хочется себя или ее убить.

XX // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Ҫакӑн пек тавлашу пынӑ вӑхӑтра вара ҫамрӑксенчен кам кулса ярать, ӑна кӗтесе тӑратаҫҫӗ; тавлашу пӗтнӗ ҫӗрелле вара кӗтесре тӑмасӑр итлеменни вунӑ-вуникӗ ҫынтан та ик-виҫ ҫын ҫеҫ юлать.

Кто из молодежи засмеется при этом состязании, ставится в угол; под конец, состязания из десяти — двенадцати человек остаются только двое-трое, слушающие не из углов.

XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Анчах Макар, хирӗҫнӗ ан пултӑр, тенӗ пекех сасӑпа: чирлисем темиҫе минут кӗтме пултараҫҫӗ, медицина темипе пуҫланӑ тавлашу малалла тӑсӑлать, терӗ; вӑл вара, Макар, лешне ҫак тавлашура ҫӗнтерессе шанать имӗш.

Но Макар категорически говорит, что больные могут обождать несколько минут, и что спор на медицинскую тему продолжается, и что он, Макар, надеется дать ему пять очков вперед в этой науке.

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫав «ученӑй советсенче» Николай Антоныч та сӑмахсем тухса калать, ун сӑмахӗсенче эпӗ тахҫанхи тавлашу ҫинчен пыракан сасса та илтетӗп, ҫав тавлашусенчех иртнӗ вӑхӑта эпӗ халь те астӑватӑп, ун чухнечче-ҫке, шурӑ питлӗ хӗрарӑма чулпа сарнӑ сивӗ картишне ҫӗклесе тухрӗҫ те ӗмӗрлӗхех ӑна килтен илсе кайрӗҫ.

На «учёных советах» он произносит речи, и в этих речах я нахожу следы старого спора, окончившегося в тот день и час, когда женщину с очень белым лицом вынесли на холодный каменный двор и навсегда увезли из дома.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ку тавлашу ирхине, ӗҫе кайиччен, пулса иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Голсуорси романа социаллӑ тавлашу пек пӑхнӑ.

Голсуорси рассматривал роман, как социальный диспут.

Джон Голсуорси // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%B6%D ... 1%81%D0%B8

Яппунсен «ӑслӑлӑх сунарӗ» нумай тавлашу ҫуратать, кит тытассине хирӗҫ ушкӑнсем вара ӑслӑлӑх тӗллевӗсем валли кит тытма кирлех мар тесе ҫирӗплетеҫҫӗ, ҫак сунарӑн чӑн тӗллевӗ — Япони ресторанӗсемпе супермаркечӗсем валли аш илесси.

Японский «научный промысел» вызывает много споров, а анти-китобойные группы утверждают, что для научных целей в добыче китов нет необходимости, и истинная цель этого промысла — получение мяса для японских ресторанов и супермаркетов.

Кит тытас ӗҫ // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 4%95%C3%A7

Тавлашу хакне ӳстерсе.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Пӗлетӗп эпӗ ку этеме, — терӗ вӑл, мана хулран ҫавӑрса тытса, — ялан тавлашу хускатса ҫӳрет вӑл.

Куҫарса пулӑш

Хӑй ирӗкӗпе чӗлхесӗрленнӗ этем // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 26–27 с.

Анчах та тавлашу фрончӗн ертекенӗсем, ун пеккисем кашни урамрах ҫителӗклӗ, хӑйсен шухӑшне хушаҫҫӗ:

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ӗҫри, пурнӑҫри ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тавлашу сӑмахӗнчен ҫӗр хут вӑйлӑрах.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ йӑхташӑмӑрсене чӗнсе калани // Анатолий Кипеч. https://chuvash.org/news/36682.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех