Шырав
Шырав ĕçĕ:
Григорипе старик чылайччен тавлашрӗҫ, анчах кайран, тӗплӗрех шухӑшласа пӑхнӑ хыҫҫӑн, ашшӗ нумайӑшне тӗрӗс каланине Григорин йышӑнмах тиврӗ, унтан лӑплантарса каларӗ:
XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ун хыҫҫӑн хайхине ӑҫта пытарас пирки хуторта чылай тавлашрӗҫ.
XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӗсемпе пӗр пӳртре ҫӗр каҫакан казаксем ҫӗрӗпех мӑкӑртатса тавлашрӗҫ, картишне лашисем патне, ҫенӗке чӗлӗм туртма тухкаласа кӗчӗҫ, калаҫса выртрӗҫ.
XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Тавлашасса ӑҫта та пулин казарма кӗтессинче тавлашрӗҫ, анчах итлесе тӑракансем кирек хӑҫан та Изварин майлӑ ҫаврӑнса ӳкрӗҫ.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Малтанах вӗсем хӗремесленсех тавлашрӗҫ, анчах хут сахал пӗлекен Григорий ун ҫумӗнче вӑйсӑр пулчӗ.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
… Ҫав вӑхӑтра Ставкӑн аслӑ офицерӗсем Гитлер блиндажӗнчен инҫех мар ларакан хӑрӑк йывӑҫ пирки тавлашрӗҫ.
XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Конькилле тавлашрӗҫ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Кӑвайт умӗнче икӗ сехет пек ларчӗҫ — тавлашрӗҫ, шутларӗҫ, ятлаҫса та илчӗҫ.Часа два сидели у костра — спорили, высчитывали, переругивались.
VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Чӗкеҫсем, ҫуллахи вӑхӑтра карнис айӗнче пурӑннӑскерсем, паян сахалах пӑшӑрханмарӗҫ: мӗн иртенпех шкул картишӗнче ачасем ҫӳрерӗҫ, тем пирки шавласа тавлашрӗҫ, йывӑҫсем ҫине пӑха-пӑха илчӗҫ.
39-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӗсем ҫӗрӗпех ӗне ҫинчен тавлашрӗҫ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хӑнасем ҫӗрӗпех темле ӗне ҫинчен тавлашрӗҫ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951