Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тавар сăмах пирĕн базăра пур.
тавар (тĕпĕ: тавар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тавар киммисене пурлаксем тӑвалла Ҫыран хӗррипеле тӑрмашса туртаҫҫӗ: Кӑҫкӑрса, ылханса, юрӑ юрла-юрла, Кӑкӑр-ҫурӑмсене ӗҫпеле ватаҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

III. Йыхрав // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ял хуҫалӑхӗнче тавар туса илекенсене пулӑшса пур шайри бюджетсенчен патшалӑх пулӑшӑвӗ 2022 ҫулта 115,7 млн тенкӗ е 2021 ҫулхин 102 проценчӗ чухлӗ пырса кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле - ҫӗнӗ тӗллевсем патне // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... sem-patne/

— Эс хӑв йӳнетнӗ тавар! — трубкӑна шак! хучӗ Липа.

Куҫарса пулӑш

Кирлӗ ҫынсем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 33–36 с.

Кунччен вӗсене ытла та ӑссӑрла, тирпейсӗр тыткаланӑ пулнӑ, халӗ вӗсене (кирлӗ пек «мунча кӗртсе» ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн) эмелсем тумалли хаклӑ чӗр тавар вырӑнне усӑ курма май пурри курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Анчах вӗр-ҫӗнӗ тавар та пурин кӑмӑлне те килмест, пурин аллине те лармасть ҫав.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Паллах, вӑл тавар хакне ҫухатни ҫинчен юри хут (акт) ҫырса ҫирӗплетмелле.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр аллинчи ҫӑмӑл апат миххине тавар вакунӗнчи (шӑпах ҫав вакуна сахӑр миххисенчен пушатмалла та вӗсен) пӗр ҫӳлӗк ҫине, таса, ҫара вырӑна майлаштарса хучӗ те юлташӗсем патне таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӗсене кунта, пӗр вӑрӑм тавар вакунӗ тӗлӗнче, платформа ҫинче, икӗ ҫын кӗтсе илчӗ: пӗри ҫак станции начальникӗ, кӗрнеклӗ, чух пӳллӗ, чӑн чӑваш сӑн-питлӗ арҫын, хурӑмлӑ ҫи-пуҫ тӑхӑннӑскер; тепри Зинонпа договор ҫырнӑ универбаза экспедиторӗ, тулаш енчен Сергей Филиппов киноактера аса илтерекенскер.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пулас физик тепӗр куннех лекцисем хыҫҫӑн чукун ҫул станцине тухса вӗҫтерчӗ, унтан вӑл тавар хуҫипе — хулари тӗп специализациленӗ Универбаза экспедиторӗпе — студентсен ушкӑнӗ ку ӗҫе тума килӗшни ҫинчен хут — договор — ҫырса таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ку ӗҫе тума тавар хуҫисем студентсене явӑҫтарма та хирӗҫ мар имӗш.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пӗррехинче (ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче пулчӗ ку) Ула Тимӗрӗн пӳлӗмре пӗрле пурӑнакан чи ҫывӑх юлташӗ, ют чӗлхесен факультетӗнче виҫҫӗмӗш курсра вӗренекен Саша Петров, каҫхине, ҫывӑрма выртас умӗн, хыпӑнса ҫулӑмлансах, ҫӗр айӗнче темле хаклӑ мул тупӑннӑ пек вӑрттӑн-хӗрттӗн савӑнса, пӗлтерӳ тума васкарӗ: чукун ҫул станцинче йӑтмарҫӑсем кирлӗ иккен — тавар пуйӑсӗн пӗр вакунне шултра сахӑр тултарнӑ михӗсенчен пушатмалла.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫак вӑхӑтра вӗсем патне тавар туянакан — вӑтам ҫулсенчи тӑрмаланчӑк хура ҫӳҫлӗ, йӑпшак кӗре питлӗ, янах таврашне шӑрт пек сухал карталанса сӑрӑннӑ, «хура ӗҫ» ҫи-пуҫне тӑхӑннӑ мӑтьӑркка арҫын — пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Паха тавар сентре ҫинче тусан ҫӑтса выртас ҫук ӗнтӗ…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Асӑннӑ суммӑран ҫуррине банкоматсенче илнӗ, ыттине тӗрлӗ лавккара тавар туянса пӗтернӗ.

Половина из указанной суммы была получена в банкоматах, остальное было потрачено на покупки товаров в разных магазинах.

Кӳршӗ хӗрарӑмӗ укҫасӑр хӑварнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34398.html

2014 ҫулта Чӑваш Ене Украинӑран тавар илсе килесси /импорт/ 4,6 млн доллар таран чакнӑ е 2013 ҫулхи шайӑн 29 проценчӗ чухлӗ кӑна.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

2014 ҫулта кашни ҫын пуҫне тавар сутас енӗпе ФАО регионӗсен хушшинче Чӑваш Ен Мордва, Мари Эл республикисене хыҫа хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Кашни ҫын пуҫне 107 пин тенкӗлӗх тавар сутнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Республикӑри промышленноҫ организацийӗсем пӗлтӗр хӑйсен вӑйӗпе 152,1 млрд тенкӗлӗх тавар ӑсатнӑ, ӗҫ пурнӑҫланӑ тата пулӑшупа тивӗҫтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Чӑвашстат тавар хакӗпе пулӑшу тарифӗн шайӗсем пирки пухнӑ информацие тӗпе хурса экономикӑн уйрӑм секторӗнчи хаксен индексне палӑртать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Тавар хакӗ, пулӑшу тарифӗ

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех