Шырав
Шырав ĕçĕ:
Мишка лавӗ-качки сӗтӗрсе хӑй унччен суйласа илнӗ ҫул ҫинех талпӑнса тухать.
Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
— Ҫавӑнпа вӑркӑнса кӗнӗ те вӗсем кил хушшине, витене лекме май тупнӑ, пур сурӑхне те пӑвса пӗтернӗ, виҫҫӗшне хӑйсемпе сӗтӗрсе кайнӑ!
II // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Ял ачисем Узина пӳртрен сӗтӗрсе тухрӗҫ.
Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Ахальтен илсе килмен ӗнтӗ хуранпа савӑт-сапа, кутамкка таврашне сӗтӗрсе.
Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
— Шӳтлеместӗн-и? — Стервиз темле йывӑр лав сӗтӗрсе ҫитнӗн хаш тӑвать.
Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Ҫак сӑмахсемпе тилӗ хӑй хӳрине юман ҫурӑкӗнчен тулалла кӑларса ячӗ те, ахӑр йытӑсем ӑна ҫавӑнтах ярса илчӗҫ, унтан тиллине хӑйне те сӗтӗрсе кӑларса туртса ҫурчӗҫ.
Тилӗ хӳри // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6462.html
Курмарӑн-им, хӳрине лӑштах усрӗ те ӑна юр ҫийӗн сӗтӗрсе кайрӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
«Эсӗ мана пурпӗрех хамӑрӑннисем патне сӗтӗрсе тухаймастӑн, ҫавӑнпа та сана фронт линийӗ урлӑ пӗчченех каҫма хушатӑп», — терӗм ӑна.
Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Юлашкинчен — туртса кӑларчӗ, ҫыраналла сӗтӗрсе тухрӗ.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Алексее те пӗрлех сӗтӗрсе илсе кайӑпӑр.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
«Анчах ӑна мӗншӗн сӗтӗрсе ҫӳрет-ха вӑл? — шухӑшласа илтӗм эпӗ, чӳрече умнелле темшӗн утса каякан аспиранта сӑнаса.
I // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Сана халех, мӑйӑнтан кантрапа пӑвса, сӗтӗрсе каятӑп.
9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.
Эпир машинӑпа пыратпӑр, пире хирӗҫ тыткӑна лекнӗ фашистсем урисене аран сӗтӗрсе утаҫҫӗ, мӗнле калас, значӑтцӑ, пин ҫын ытла пулӗ!
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Вӑрман сӗтӗрсе ывӑннӑ лашасем тарланӑ хыҫҫӑн шап-шурӑ пасарчӗҫ, сиксе чӗтреҫҫӗ.
Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Лампине вӗрсе сӳнтерчӗ, алӑкӗсене питӗрме манмарӗ, лупасайӗнчи ҫунашкине сӗтӗрсе, пахча витӗр ҫырманалла чупрӗ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ял Совет председателӗ кӳлсе кайнӑ ҫамрӑк ӑйӑр ванчӑк ҫунине сӗтӗрсе бригада картишне пырса кӗрсенех, Хумкка мучи правление чупрӗ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Вӑрҫӑ законӗсем урӑхларах, эсӗ вӗсене пӗлместӗн иккен-ха, — сурӑх тирӗсене урайне сӗтӗрсе антарчӗ Ҫтаппан.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Пуянсене Ҫӗпӗре ӑсатнӑ чухне вӑл активистра ҫӳрерӗ, каярах чиркӳ хӗресне те вӑлах сӗтӗрсе антарчӗ.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Пушар сарайӗнчи насуса сӗтӗрсе кӑларнӑ.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Вӗрлӗк сӗтӗрсе килчӗҫ, кӗлет айне чиксе пӑтратрӗҫ.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.