Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӗтӗркелесе (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапла сӗтӗркелесе ҫитерчӗҫ ӑна ҫуна патне.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Курпунланса авӑннӑскер, Ваҫиле, йывӑрланнӑ урисене аран сӗтӗркелесе килне кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Теприн ҫинчен тиенӗ япаласене илмелле пулчӗ, мӗншӗн тесен вӑл аран-аран урисене сӗтӗркелесе утать.

Другого освободили от груза, так как он едва передвигал ноги.

Пушхирте // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Улатимӗр ҫумне, сулахай урине тӳш шӑмми ыратнине пула сӗтӗркелесе, сӑмсапа нӑшт-нӑшт туртса, самаях ӑшӑрханӑ Якур пырса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Пӗр кӳлленчӗкӗ вара «кӗр ҫулӗсем пуснӑ», ахаль те алли-ури вӑйӗ шалтӑр кайнӑ ҫынна чунне илмеллех хӑшкӑлтарчӗ: атӑ кунчи хӗрри таранах путнӑ урине шыв шӑпӑртаттаркаласа, ҫӑра ҫӑрӑлчӑка ҫӑрса сӗтӗркелесе кӑларнӑ чух, хӑшшӑн-хашшӑн сывлакаласа, шӑлне те шатӑртаттаркаласа илчӗ, унӑн пӑтӑр-пӑтӑр тарлӑ питне пукра ӑшшиллӗ юн та тӗмпӗл-тӗмпӗл тӑвӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Яриле патне утса пычӗ те вӑл пӗр сӑмах каламасӑр старике сасартӑк ҫӳҫӗнчен ҫавӑрса тытрӗ, сӗтӗркелесе ури ҫине тӑратрӗ.

Молча подошел к Яриле, ухватил за волосы и поставил на ноги.

Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫырма тӗпне ҫитсен, урасене тӑм ҫыпҫӑннипе аран сӗтӗркелесе, йывӑҫ тӗмӗсем хыҫнелле шурӑм.

Докатившись до дна, я встал и потащился к кустам, еле поднимая облипшие глиной ноги.

I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Урана аран-аран сӗтӗркелесе чӳрече патне пыратӑп, пукан ҫине тӑрса чарӑнми чӗлӗм туртатӑп.

С трудом волочу ногу к окну и, поднявшись на табурет выкуриваю трубку за трубкой.

ХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Чӑнах та, Охотнӑй рет урамӗнчен пуҫласа пӗтӗм урам сарлакӑшӗпех унтан-кунтан пыракан сайра ретсем, ылтӑн ярапаллӑ хоругвисемпе виҫӗ тӗслӗ ялавсене вӗлкӗштерсе халӑх хӑпарать; малта, йывӑр урисене юр ҫинче сӗтӗркелесе, сухаллӑ купца аран-аран сывлакаласа утать, унпа юнашар сылтӑмран та, сулахай енчен те савӑнӑҫлӑ церемони чухнехи пек икӗ городовой пырать.

И действительно, начиная от Охотного ряда, по всей ширине улицы, поднимались редкие ряды, шел народ, развевая хоругви и трехцветные знамена с золотыми кистями; впереди, еле таща тяжелые ноги по снегу, тяжело дышал бородатый купец, а рядом с ним справа и слева, как на торжественной церемонии, шли двое городовых.

VII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Хапхана уҫсан, хӗрарӑм хыпаланса пӳрте кӗчӗ, ҫывӑракан шӑллӗне сӗтӗркелесе вӑратрӗ, ӑна хӑлхинчен темӗн пӑшӑлтатса каларӗ.

Когда ворота открыли, она быстро вошла в дом и, растолкав спящего брата, шепотом с ним переговорила.

XI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Гвозден юр ҫинче урисене аран-аран сӗтӗркелесе пычӗ…

Гвозден с трудом шагал по снегу…

15 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Вӑл лампине ҫутса ячӗ, вараланса пӗтнӗ, чӗтрекен аллисене пальто аркипе шӑлса тасатрӗ те, йывӑр урисене аран-аран сӗтӗркелесе, таҫта кӗтесселле утса кайрӗ, каҫхи кӗпе-йӗмпех хӑй, кӗҫҫерен йӑваланӑ пысӑк туфлисем тӑхӑнса янӑ.

Он зажёг лампу, вытер дрожащие и запачканные руки о полы пальто и пошёл куда-то в угол, с трудом двигая тяжёлые ноги, в ночном белье и больших войлочных туфлях.

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

Тутарсем урисене сӗтӗркелесе утса мечет патнелле иртрӗҫ.

Шаркая ногами у дома, к мечети проходили татары.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Лейтенант, урине аран-аран сӗтӗркелесе утса, малта пыракан машинӑн кабинине кӗрсе ларчӗ.

Лейтенант ввалился в кабину головной машины.

Вӑрҫӑ ҫулӗ ҫинче // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 172–187 с.

Хӑйӗн уксахлӑхне сахалтарах палӑртас тесе, Пӑван хулпуҫҫи ҫине ҫакнӑ хутаҫ пуснипе, урине сӗтӗркелесе пусать.

А Овод шел с трудом, изгибаясь под тяжестью узла, который он нес через плечо, и волоча ноги, чтобы сделать менее заметной свою хромоту.

II // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

— Французсен стуцерӗ, ваше благородие, тытса илтӗм; ара эпӗ, ав ҫав салтака ӑсатмалла мар пулсан, килес ҫукчӗ, кайса ӳкӗ тата, хушса хучӗ вӑл, кӑшт маларахра, пӑшалӗ ҫине тӗренсе, сулахай урине аран-аран сӗтӗркелесе пыракан салтак ҫинелле кӑтартса.

— Стуцер французской, ваше благородие, отнял; да я бы не пошел, кабы не евтого солдатика проводить, а то упадет неравно, — прибавил он, указывая на солдата, который шел немного впереди, опираясь на ружье и с трудом таща и передвигая левую ногу.

7 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Жилин сӑхсӑхса илнӗ те, каска ҫӑри ан шӑлтартаттӑр тесе, аллипе тытса ҫулпа кайнӑ; хӑй урине аран сӗтӗркелесе пынӑ; пӗрмай уйӑх хӗрелсе хӑпарнӑ еннелле пӑхкаласа пынӑ.

Перекрестился Жилин, подхватил рукой замок на колодке, чтобы не бренчал, пошел по дороге, — ногу волочит, а сам все на зарево поглядывает, где месяц встает.

6 // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Егор ун хыҫҫӑн ним шарламасӑр пӑхса юлчӗ, йывӑррӑн сывласа илчӗ, унтан вара, ҫӗтӗк ботинка тӑхӑннӑ урисене аран сӗтӗркелесе, килелле кайрӗ.

Егор молча посмотрел ему вслед, вздохнул и, тяжело передвигая ногами в разбитых ботинках, поплелся домой.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Малтан вӑл малти урине сӗтӗркелесе кӑна пынӑ, кайран майӗпен пуса пуҫланӑ.

Сначала он волочил лапу, но затем стал на нее легонько наступать.

Тигр хыҫҫӑн // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 92–104 с.

Туфлисене сӗтӗркелесе кухньӑна Людмила Густавовна пырса кӗнӗ.

На кухню, шлепая туфлями, заходит Людмила Густавовна.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех