Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӗткенне (тĕпĕ: сӗткен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑштах выртнӑ хыҫҫӑн Кирей кухньӑран томат сӗткенне илсе килсе ӗҫрӗ, ҫавах та ӑшне кантараймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

«Пӑчӑрта-пӑчӑрта сӗткенне кӑларнӑ хыҫҫӑн ҫыртса пӑрахнӑ улма пек пулса юлмӑп-ши эп капла?

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ӳсе-ӳсе, ҫӗршер ҫул тӑпра сӗткенне ӗмсе пурӑннӑ хыҫҫӑн хӑрса ҫитрӗн-тек, йывӑҫ, пурнӑҫ ҫилне кӗлту, хӑвӑртрах тӳнтерсе яма ыйт, мӗншӗн тесен яш хунав ӳсес вырӑна кӑлӑх йышӑнни — чи пысӑк тӗрӗсмарлӑх.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми хӑлха чикки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Туять Шӑнкӑрч: вӑл акнӑ, тӑрӑшсах акнӑ урпа, сӑвӑс евӗрлех ҫӗр сӗткенне ӗмсе, шӳсе кайӗ малтан; унтан, кӳпӗнсе ҫитсен, хӑйне пӑчӑртаса тӑнӑ хуппа сирсе ывӑтӗ те, чӗлтӗр-чӗлтӗр тымарланса, хӗвел шевлиллӗ ҫутӑ тӗнчене елчӗ-калча ярӗ хӑюсӑррӑн…

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Тырра, ун сӗткенне кӑларма шутланӑ пек, хытӑ пӑчӑрта та, сулса янӑ аллу умна ҫитсен, пӳрнӳсене сасартӑк чармакла.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Вӑрҫӑ ял сӗткенне вӑйлӑ туртса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

Калаҫса ҫӑвар сӗткенне те сая ямастӑп.

Куҫарса пулӑш

Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.

Тата шартлама хӗлле Сурхури каҫхине ӗҫрӗҫ йӳҫек сӗткенне.

Куҫарса пулӑш

Вӗҫекен панулмисем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 57–62 с.

Пыл шӑршиллӗ ҫаран Кунӗпех сӑрлани, Ун пылак сӗткенне Хурт-хӑмӑр юратни.

Куҫарса пулӑш

Асӑмра // Людмила Романова. https://sutasul.ru/articles/vulakan-pult ... ra-3324267

Сӗткенне те вӑл ҫак ҫӗртен-шывран, ҫак йывӑҫ, ӳсентӑран ҫимӗҫӗсенчен илет…

Куҫарса пулӑш

11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Вӑрттӑнлӑхӗ, паллах, лайӑх сӑвӑсем куҫ тӗлне пулманнинче мар, вӗсен «сӗткенне» туймасӑр вуланинче.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ӑна вӑрӑм кун-ҫулӗнче ҫил-тӑман та лӑсканӑ, ҫумӑр та ислетнӗ, ҫил-тӑвӑл та муталанӑ, аҫа-ҫиҫӗм те ҫунтарнӑ, вӑл пурпӗрех аптраса ӳкмен, хӑнк та сикмен, мӗншӗн тесен кӑпӑшка тӑпран техӗмлӗ те сиплӗ сӗткенне ӗмекен тымарӗсем паркаланса-тачкаланса тарӑнран тарӑна кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Путмар ҫинчи ватӑшӑн ҫак пӗчӗк куркари шыва ӗҫни сиплӗх сӗткенне ӗҫнӗнех пулчӗ, вӑл хӗрача йӗнине туйрӗ пулас, ӑна йывӑррӑн хӑй патне чӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Курӑк сӗткенне ӑша ҫӑтать.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Пурнӑҫ лӑскаман ӑна, хӗвел ҫутипе киленсе ҫӗр сӗткенне туллин туртакан улмуҫҫи пекех ешерет вӑл ҫавӑнпа.

Куҫарса пулӑш

Кирлӗ ҫынсем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 33–36 с.

Вӑл пиҫсе ҫитнӗ ҫимӗҫе таткаласа ҫирӗ, анчах сырлан техӗмлӗ сӗткенне пачах та туймарӗ, пуҫӗнче тӗрлӗ шухӑш ҫаврӑнчӗ, ӑнланмалла мар туйӑмсем ҫуралчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

— Ӑшӑ ҫумӑр… пурнӑҫ сӗткенне парнелекен ӑшӑ ҫумӑр… ун чухне те вӑрманта ҫакӑн пекех ӑшӑ ҫумӑр ҫунӑччӗ, — алли ҫине шӑпӑртатакан ҫумӑр тумламӗсем ҫине савса пӑхрӗ Лида.

Куҫарса пулӑш

Хыҫсӑмах // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Пулман пулсассӑн ҫыннӑн хурлӑх, Пӗлеймӗ савӑнӑҫ мӗнне, Каҫман пулсан хӗн пурнӑҫ урлӑ, Сисеймӗ унӑн сӗткенне.

Куҫарса пулӑш

XI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Кашни вунпилӗк минутран пулӑшаканӗ хырӑмлӑх сӗткенне пробиркӑсене пухса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑлӑх туртӑмӗ вӑрансан // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вуллинчен шутласан, ку йывӑҫ, темиҫе ҫӗр ҫул хушши асапра ӳснӗ пулин те, сӗткенне упранӑ: ҫирӗп тымарлӑ пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех