Шырав
Шырав ĕçĕ:
сӗрӗшпе (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
6. Ҫап-ҫамрӑк хӗрсем, тин ҫеҫ каччипе мӑшӑрланнӑскерсем, тин ҫеҫ туя ларнӑскерсем, чунтан савӑнас вырӑнне хурланса йӗме пуҫланӑ, сӗрӗшпе сӗрӗннӗрен ырӑ шӑршӑ саракан ҫӳҫӗ ҫине кӗл сапнӑ, ӗнтӗ вӗсене ҫарамас халлӗнех хӑваласа пынӑ, туй юрри юрлас вырӑнне вӗсем, ют йӑх ҫыннисем асаплантарса-хӗнесе пынӑран, ыттисемпе пӗрле кӑшкӑрса макӑрнӑ.
3 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эсир, асап кунӗ ҫитесси инҫе-ха тесе шутлакансем, пусмӑр ҫӗнтерессе ҫывхартакансем, 4. эсир, сӑлан шӑмминчен тунӑ чаплӑ саксем ҫинче выртакансем, вырӑнӑрсем ҫинче рехетленекенсем, кӗтӳри чи лайӑх такасене, чи сӗтеклӗ кӗтӳлӗхсенче ҫӳрекен пӑрусене ҫиекенсем, 5. кӗвве Давид пекех калама пултаратпӑр тесе кӗсле ҫеммипе юрлакансем, 6. куркапа эрех ӗҫекенсем, чи паха сӗрӗшпе сӗрӗнекенсем, эсир Иосиф асапӗшӗн хуйхӑрмастӑр та!
Ам 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Хӗрарӑма илем кӗртес тесе мӗн тумаллине туса ҫитерсен, хӗрсене вуникӗ уйӑх хушши хатӗрлесен — шӑпах ҫак вӑхӑт хушши сӗрӗннӗ вӗсем: ултӑ уйӑх мирӑ ҫӑвӗпе, ултӑ уйӑх ырӑ шӑршӑллӑ ҫусемпе тата тӗрлӗ сӗрӗшпе сӗрӗнсен — 13. хӗрӗн Артаксеркс патша патне кӗмелли вӑхӑт ҫитнӗ.
Эсф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫавӑ, вӗсенӗн вӑйлӑ ҫынни, яшсен аллинчен мар тӗп пулчӗ, ӑна улӑп ывӑлӗсем вӗлермерӗҫ, ӑна тӗреклӗ паттӑрсем авса антармарӗҫ, ӑна Иудифь, Мерария хӗрӗ, хӑйӗн хитре сӑн-пичӗпе пӗтерчӗ: 7. вӑл Израильре асап тӳсекенсене ҫӗклемешкӗн хӑйӗн, тӑлӑх арӑмӑн, тумне хывса пӑрахрӗ, сӑн-питне ырӑ шӑршӑллӑ сӗрӗшпе сӗрчӗ, 8. пуҫкӑшӑль тӑхӑнса ҫӳҫне хитрелетрӗ, ӑна илӗртмешкӗн йӗтӗн тумӗ тӑхӑнчӗ.
Иудифь 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Акӑ Вооз пирӗн хурӑнташ пулать, эсӗ шӑпах унӑн хӗрарӑм тарҫисемпе пӗрле ҫӳрерӗн; кӗҫӗр вӑл анкартинче урпа сӑвӑрать; 3. ҫӑвӑнса тасал, сӗрӗшпе сӗрӗн, [капӑр] тумтирне тӑхӑн, вара анкартине кай, анчах вӑл ӗҫсе-ҫисе тӑраниччен унӑн куҫӗ умне ан курӑн; 4. вӑл ҫывӑрма выртсассӑн, ӑҫта выртнӑ вырӑнне пӗл; вара ҫавӑнта пыр та ури вителӗкне сирсе ури вӗҫне вырт; мӗн тӑвассине вӑл сана хӑех калӗ, тенӗ.
Руфь 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1