Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӗртӗнчӗ (тĕпĕ: сӗртӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Силпи чеен кулса илчӗ, шӗвӗр пӳрнипе унӑн сӑмсине сӗртӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Кирее аллипе сӗртӗнчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Вӑл хӑйӗн пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе хӗрӗн ут-пӗвне сӗртӗнчӗ, пиҫӗ кӑкӑрне туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Хӗрарӑм мӗн систернине ҫавӑнтах ӑнланчӗ вӑл, ҫавӑнтах чуптума тытӑнчӗ, вара ӳтӗн кашни сантиметрне вӗри тутипе сӗртӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Аллипе ӑнсӑртран Элиме халатне сӗртӗнчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Вӑл та ман ҫума сӗртӗнчӗ, куҫран тинкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Кашкӑр тутипе алла сӗртӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Ваҫиле хӑвӑрт аллине ҫӗклерӗ, тин ҫеҫ уйӑх ури перӗннӗ питҫӑмартине сӗртӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пайӑркин хӗррипе ҫурма ҫӗр хӑни хӗрарӑмӑн сӗт пек шурӑ питҫӑмартийӗсене сӗртӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл тӑлӑх арӑмӑн ҫурчӗ патне пӗр сассӑр, вӑрттӑн шуса пычӗ, малтан тахҫанах, вӑрҫӑчченех кӑвак сӑрӑпа сӑрланӑ, халӗ палӑрмаллах шупкалнӑ чӳрече хашакӗсене сӗртӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Минтер темшӗн витӗр йӗпе, тутипе сӗртӗнчӗ ӑна — тӑварлӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Чарӑн, хӗвне мӗн чикрӗн? — унӑн пилӗкне хыпалама хӑтланчӗ, анчах мелсӗррӗн кӑкӑрне сӗртӗнчӗ, кӗтмен ҫӗртен чӗтренсе илчӗ, токпа ҫапнӑ пек.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Калаҫмалли пур, — арҫын асӑрхануллӑн унӑн хулпуҫҫине сӗртӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл, ҫав пӑшӑлтату, ӑшӑ та ҫепӗҫ ҫил пек, малтан унӑн ал тупанне сӗртӗнчӗ, унтан ӑшӑ ток евӗр алӑсем тӑрӑх хул патнелле хӑпарчӗ, питпе хӑлхасем патне ҫитрӗ — тӗлӗнмелле киленӳ пылакне туйса кӑрт сиктерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

…Саня мӑйне вӗри хул ҫавӑрса илчӗ, пӗчӗк ачан ӑвӑ пек ҫемҫе алли пите сӗртӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Анатолий Семенович Бианкӑн куҫ хупанкине пӳрнипе сӗртӗнчӗ кӑна — йыттӑн хура шӑрҫа пек куҫӗ хупӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Ҫук-им?!» — ҫапла каласа, Тимуш Верука хӑй ҫумӗнчен тӗртсе ярасшӑнччӗ, анчах сӗртӗнчӗ те ӑна — ҫӳҫенсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Черккипе Аликов черккине чӑнкӑрр! сӗртӗнчӗ те тепӗр хушӑ калаҫса тӑчӗ:

Куҫарса пулӑш

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Неушлӗ пӑхас килнӗренех пӑхан ҫавсен вӑййине? — ыйтрӗ те вӑл кӑштах вӑхӑт иртсен, тинех куҫ хӗррипе сӗртӗнчӗ сенкер экрана.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Чи малтан Лашманова асӑрхарӗ вӑл — сӑнӗ сасартӑк тӗксӗмленчӗ, куҫ харшийӗсем, ҫамки тирне картлантарса, ҫӳлелле ывтӑнчӗҫ; Пруткин ҫине пӑхрӗ — тутӑх ҫинӗ тимӗр пек шатра-паталлӑ хӗрлӗ пичӗ чӗтренсе илчӗ; хӑй умне кулкаласа пырса тӑнӑ Серебрякова куҫӗпе сӗртӗнчӗ — сӑнӗ кӑштах ӑшӑнчӗ; мана курчӗ — хӑйне хӑй ирӗксӗрлесе кулам пек турӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех