Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӗрнӗ (тĕпĕ: сӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑвӑспа витӗннӗ ҫурхах хыҫӗнчен питӗ кивелнӗ кӗнеке кӑларчӗ, хуплашкине ылтӑнланӑ шывпа сӗрнӗ.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Тӗлӗнсе каймалла хӑйне евӗрлӗ ҫын темелле ӑна: ҫӳллӗ те ҫирӗп кӗлеткеллӗ, тикӗт сӗрнӗ евӗр хура та кӑтра вӑрӑм ҫӳҫлӗскер, куҫӗ — хура шӑрҫа пек.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Ҫулӗ ҫу сӗрнӗ пек шуҫлак.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Ҫу сӗрнӗ кустӑрма пекех.

Куҫарса пулӑш

«Жигули» туянаймарӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 34–35 с.

Вӑл тӳмисем тӑрӑх пӳрнисемпе выляма пуҫласан чӗрене ҫупа сӗрнӗ тейӗн, сывлама та манатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Унсӑрӑн… — ҫар ҫынни ал тупанӗпе мӑйне сӗрнӗ пек туса кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Унсӑрӑн… — Степа ал тупанӗпе мӑйне сӗрнӗ пек туса кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хута кӗрекен // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пылпа сӗрнӗ — ҫи, Тимуш…

Куҫарса пулӑш

Вӗҫекен панулмисем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 57–62 с.

Вӑл юртӑсене йывӑҫран тунӑ, тул енчен тӑмпа сӗрнӗ.

Строились они из дерева, снаружи обмазывались глиной.

Выльӑх ӗрчетсе тата ҫӗр ӗҫлесе пурӑнакан якутсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Уран сӗрнӗ чухне Васса ӑна ҫӑра шывпа кӑштах йӗпетрӗ, сак айнерех тӗксе хучӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Пыл сӗрнӗ эп унта…

Куҫарса пулӑш

XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тунькка кунти урайне тап-таса сӗрнӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Паҫӑр главнӑй инженер кӗтмен ҫӗртен сивӗ сӑмахпа тӗртсе илни ӑна хытах пӑлхатса янӑ пулас: унӑн питҫӑмартийӗсем писев сӗрнӗ пек хӗрелсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Бассейнӗ юхӑннӑ: кӗтесӗсем исленсе ваннӑ, — ҫиелтен сӗрнӗ бетон хӑпӑнса ӳкнӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Хе-хе, хӑйма сӗрнӗ пекех вӗт, турранкилешшӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Пӑрӑхӗ, сарӑ тӑм сӗрнӗ пек тутӑхса кайнӑскер, темиҫе тӗлтен лапчӑннӑскер, ма кирлӗ пулчӗ-ши тата?

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ун вырӑнне ачасем ҫупа тата пылпа сӗрнӗ батона пӗр самантрах ҫӑтса ячӗҫ те пӳлӗмсем тӑрӑх саланчӗҫ.

Зато батон с маслом и медом дети слопали в один миг и разошлись по комнатам.

Ӳпле // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/582

Ҫакӑн хыҫҫӑн арҫынпа хӗрарӑм хушшинчи калаҫу тикӗт сӗрнӗ кустӑрма пекех ҫӑмӑллӑн кӑлтӑртатрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӑл, йӑрӑм-йӑрӑм курӑнса, хӗвел ҫинче ҫу сӗрнӗ пек ялтӑрарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тункатисене шурӑ япала сӗрнӗ, ҫӗнӗрен вӑрман ан ӳстӗр, ҫамрӑк вӑрман ан хунатӑр тесе.

Куҫарса пулӑш

Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех