Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӗрлесе (тĕпĕ: сӗрле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑйсен сӗрме купӑсӗсене канма пӗлмесӗр нӑйлаттаракан шӑрчӑксем, хутран-ситрен сывлӑш ҫавӑрса иленҫи туса, ӑмӑртмалла сӗрлесе йӑлӑхтарсах ҫитереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Хӑйсен тӗнчине ҫын пырса кӗнӗшӗн хӗпӗртенӗ вӑрӑмтунасем, юншӑн вилӗмрен те хӑраманскерсем, кӑшӑл сырӑнаҫҫӗ; вӗсем, ҫӑвара лексе, хӑлхасенчен сӗрлесе вӗҫсе тухнӑнах туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Варукпа Роза ячӗсем тухсанах, ҫамрӑксем сӗрлесе илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӳртре ларакансем сӗрлесе илчӗҫ, тӗпсакайне антарнӑ хурт вӗллисене такам хускатса вӑратрӗ, тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Аплах ан калаҫӑр-ха, Мария Тимофеевна, — сӗрлесе илчӗҫ ыттисем.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Чӳлмек мар-и? — сӗрлесе кайрӗҫ хӗрарӑмсем, арҫынсем те вырӑнсенчен хускала пуҫларӗҫ, хыҫалтисем ура ҫине тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Халиччен хурт вӗлли пек сӗрлесе ларнӑ Мерчӗк йӑлтах пушанса юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

36 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫакӑнти тӑри юррине, карӑш авӑтнине, путене тӳлеккӗн сасӑ панине, пыл хурчӗсем сӗрлесе вӗҫнине нумай итлеме тӳр килӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

«Кӑвакарчӑн читлӗхӗн» тавралӑхӗ сӗрлесе ҫеҫ тӑрать ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тухатмӑшӗ юсаса Тавӑрӑнчӗ каялла, Пуҫне мӑннӑн ҫӗклесе Шӑпӑр ячӗ сӗрлесе.

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Фойене пырса кӗрсен вара вӗлле пек сӗрлесе тӑракан шкул ытамне лекнӗнех туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Педагогсемпе ачасене телейлӗ ҫулталӑк кӗттӗр // Л.ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d0%bf%d0%b ... %b0%d0%bb/

Тӗрлӗрен шӑв-шав сӗрлесе тӑракан ярмӑркӑра, малтанхи пекех, параппан сасси уҫҫӑн илтӗнет.

В гуле человеческих голосов и других звуков преобладал, как и раньше, глухой бой барабана.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӗсем хуллен пӑшӑлтатни халӗ те, ытти чухнехи пекех, сӗрлесе илтӗнсе тӑчӗ.

Их тихий шепот звучал теперь как и всегда.

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Чечексем ҫинче, ҫӑка турачӗсем хушшинче пыл хурчӗсем сӗрлесе вӗҫеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Клентӗр-сушкӑ выртакан ҫӳлӗке сӑрӑннӑ шӑнасем сӗрлесе хӑпар-ни трактир хуҫин юратнӑ ӗҫне татрӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хула хурт уйӑрнӑ вӗлле пек сӗрлесе кӑна тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

18. Сарайчик хули // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ачасем сӗрлесе кала пуҫларӗҫ, ушкӑнпа каланӑ хыҫҫӑн, пуп кашни ачана пӗччен калаттарма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпӗ шкула кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Сыснасемпе Александр Петрович тӗлӗнче ҫех симӗс шӑнасем сӗрлесе вӗҫеҫҫӗ тата ҫенӗкре Марфа Ефимовна хуллен ахлаткаласа утни илтӗнет.

Лишь там, где примостился в соседстве с хрюшами отец Александр, вьются зеленые мухи да в сенях с оханьем грузно ходит, скрипя половицами, Марфа Ефимовна.

Шурча пупӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫӗтӗк шӑналӑк ҫийӗнче тӗкӗлтура сӗрлесе ҫӳрет, инҫетре те мар такам юрӑ ӗнӗрет.

Куҫарса пулӑш

17. Вӑрманти хӑнасем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вырӑссен шӗкӗр хули такам хускатнӑ кӑткӑ йӑви пекех сӗрлесе тӑрать иккен.

Куҫарса пулӑш

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех