Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӗлле (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Павӑл лашасем валли паракан сӗлле, ҫӑнӑха вӑрласа ӗҫнине пӗлмен-и эпир?

Куҫарса пулӑш

XXIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Упасем питӗ юратса ҫисе пычӗҫ ҫав сӗлле.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Тепре — эпӗ кӑҫал акма хатӗрленӗ сӗлле халиччен пӗр чӑваш та, акса курман-ха…

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Тӑхта, сӗлле юратмасан юрамасть ман, иптешӗм.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Чӑвашсем ӑна, сӗлле, сӗм авалах акса тунӑ вӗт? — кӑштах тӗртсе каларӗ Пазухин.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Мӗншӗн сӗлле питӗ юрататӑн эсӗ, Илья Ефимыч?

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Сӗлле ӑна нӳрӗк нумай кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Лаши мӑйӑр пек тулли тӗшӗллӗ сӗлле кӑмӑртаттарса ҫинине пӗр самант ӑшпиллӗн пӑхса тӑрсан: — Ҫи, ҫи, Машук. Сана сӗлӗ ҫитерме тивӗҫ. Эсӗ мана ялйышран малтан тырӑ акса пӗтерме пулӑшрӑн, — тесе, лашине ҫамкинчен савса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Рахмет, — тав туса, хӗр урама тухрӗ, тетӗшӗпе инкӗшӗ ку сӗлле халиччен ахалех выртса пынӑ пушӑ миххе пушатрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӗҫех Сахар кӗлечӗ умне ҫитсе чарӑнчӗ, ун алӑкне хӑлӑпӗнчен ҫыртса уҫрӗ те тутине мӗкӗлтеттерсе, унти сӗлле кӗмпӗртеттерсе ҫиме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Каҫма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сӗлле ҫеҫ мар, кӗлетри пыла та, сар ҫӑва та, хаклӑ тирсене те темиҫе лавпа тиесе тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӑҫта хутӑн вара мӗнпур сӗлле? — ун ҫине халь-халь сиксе ларас пек кӑшкӑрчӗ хуҫа.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ку уя кӑҫал колхоз сӗлӗ акрӗ, кӗркунне вӑл сӗлле ҫулса ҫакӑнтах купаларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Лайӑх меслет // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 34–35 с.

Хӑй лашине ана ҫине каялла чуптарнӑ, сӗлле вырса пӗтерсе турттарсах килесшӗн пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Кӗске, сайра та сапаланчӑк сӗлле вырса савӑнмаллиех ҫук.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Уяр чух юлашки сӗлле вырса илесчӗ тесе, вӑл пусса иртерех тухма шут тытнӑ, тен, кӑнтӑрла иртсен, ҫумӑр пулӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Халь ватӑлнӑ ӗнтӗ вӑл урхамах, сарӑхнӑ шӑлӗсене кӑтӑртаттарса, типӗтнӗ сӗлле те аран-аран ҫеҫ ҫикелет, ҫапах сӑхӑма пусма хушмасть ӑна Сафа-Гирей.

Куҫарса пулӑш

1. Тата тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑрман варринчи пӗчӗк анасем ҫинчен пуҫтарса кӗртнӗ ырашпа сӗлле Пинеҫ лайӑх алласа михӗсене тултарса лартрӗ, икӗ хутчен виҫсе пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӗнер тавӑрӑнсан, эпӗ ӳсӗрпе сӗлле пылчӑк ҫинех тӑкса янӑ.

Вернувшись вчера, я рассыпал овес спьяна в грязь.

ХII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Часах вӗсем лашасене кӗртсе тӑратрӗҫ, ҫапах, витӗр шӑнса ӗнтӗркенине пӑхмасӑр, пӳрте тӳрех кӗмерӗҫ, пирвай утсене шӑварчӗҫ, Калюков хушнипе туянса хунӑ сӗлле кӗлетрен илсе тухса пачӗҫ, вара тин ҫенӗк патнелле иртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех